Альбина ЮРАТУ

14 Кăрлач, 2016

“Пирĕн ачасем чăваш киновне çÿле çĕклессе шанатăп”

Вăхăт урхамахне чараймăн. Туйăмсен вылявне кура вăл хăш чух пурнăç уйĕ тăрăх сиккипе чупать, тепĕр чух утăм хыççăн утăм аран тăвать. Акă Литература çулĕн алăкне тулли кăмăлпа хупрăмăр та Кино çулталăкĕн хапхине уçрăмăр. Мĕн кĕтет пире кăçал? Чăваш киновĕн малашлăхĕ мĕнлерех-ши?

31 Раштав, 2015

Туй кунĕнче те клип ÿкернĕ

Чăваш эстрадинче «Хурăнташ» ушкăн ертÿçи Денис АНТИПОВ пек лăпкă та сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратман яш çук та пулĕ. Çут çанталăк ăна кÿрентермен: яштака пÿ-си, хĕвеллĕ сăн-пит, илĕртÿллĕ кулă, сапăр сас панă. Çирĕп кăмăл, каланă сăмаха тытма пĕлни, пуçланă ĕçе вĕçне çитерни... Çаксем йăлтах пур Денисăн.

24 Раштав, 2015

“Чăваш ресторанĕнче тăван халăх юррине итлесе апатланасчĕ”

Леонид АНТОНОВ пирки манăн «çавра çил» теес килет. Вăл - конферансье, «Аsамат» ушкăн ертÿçи, «Аван Party» проект авторĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Мистер-этно» конкурс çĕнтерÿçи, ЧНК хастарĕ, юрăç, çав вăхăтрах «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕ те.

17 Раштав, 2015

“Аттесĕр ÿсрĕм пулсан та хама тăлăх туймастăп”

Дмитрий МОРОЗОВ - «Ян­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­таш» эстрада ушкăнĕн юрă­­­çисенчен пĕри. Сцена çинче юрласси уншăн - чун киленĕçĕ. Дима - строитель, ĕçтешĕсемпе пĕр çурт кăна мар çĕкленĕ.

10 Раштав, 2015

“Сцена çинчен кайсан канăç тупаймарăм”

Çак кунсем çамрăк юрăçăн Иван АРХИПОВĂН асĕнче нумайлăха çырăнса юлĕç. Ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ унăн: вăл куракан патне хăйĕн «Пар-ха аллуна, тăван» пĕрремĕш альбомне илсе çитерчĕ.

Pages