Альбина ЮРАТУ

22 Юпа, 2015

“Пуç усмасăр малалла утма анне вĕрентрĕ”

Олеся НИКИТИНА - çамрăк юрăç. Вăрнар чиперкки хăйĕн вырăнне юрă тĕнчинче шырать, çутçанталăк панă пултарулăхĕпе усă курса сăвăсем çырать, чуна пырса иленнĕ кĕвĕсене чăваш тĕнчине парнелет. Тата... çул çÿреме кăмăллать.

15 Юпа, 2015

“Манăн çăлтăр ерипен пысăкланасса шанатăп”

Аня ЕФРЕМОВА - юлашки 5 çулта чăваш эстрада тÿпинче çуталнă пĕчĕк йăлтăркка çăлтăр. Вăл Шупашкарти 49-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Чăваш юррине чунтан юратать. Çамрăк пулсан та унăн репертуарĕнче 20 ытла юрă. Ытларахăшĕ - чăвашла. Кунта ашшĕпе амăшĕн тата кукамăшĕн тÿпи пысăк.

8 Юпа, 2015

“Литература çыравçăсемсĕр пуçне урăх никама та кирлĕ мар”

"Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсен йышĕнче Геннадий Уткин журналист, çыравçă - сумлисенчен пĕри. Октябрĕн 1-мĕшĕнче Геннадий Алексеевич хăйĕн 70 çулне паллă турĕ. Юбиляра "Чуна уçса калаçар" рубрика кĕрекине чĕнме шут тытрăмăр.

1 Юпа, 2015

“Сассăма душра уçатăп”

Вăхăт шыв пек юхать. Сисмерĕмĕр те, Раççейри Литература çулталăкĕн 9 уйăхĕ те иртрĕ ав. Чăваш Енре вара ку çулталăка вилĕмсĕр поэта Константин Иванова халалланă. «Нарспи» поэмăна тин çуралнă ача çеç вуламан пуль.

24 Авăн, 2015

Вăл тĕнче тетелне чăвашла “калаçма” вĕрентнĕ

Хаклă тусăм, «Чуна уçса калаçар» рубрикăри черетлĕ интервьюна вулама хатĕрленнĕ май унăн ятĕнчи «тĕнче тетелĕ» сăмах çаврăнăшĕ интереслентерсе ячĕ пулĕ тетĕп. Чăваш халăх сайтне йĕркеленĕ Николай Плотников «тĕнче тетелĕ» «Интернет» тенине пĕлтерсен çеç унăн пĕлтерĕшне ăнлантăм.

Pages