“Манăн çăлтăр ерипен пысăкланасса шанатăп”
Аня ЕФРЕМОВА - юлашки 5 çулта чăваш эстрада тÿпинче çуталнă пĕчĕк йăлтăркка çăлтăр. Вăл Шупашкарти 49-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Чăваш юррине чунтан юратать. Çамрăк пулсан та унăн репертуарĕнче 20 ытла юрă. Ытларахăшĕ - чăвашла. Кунта ашшĕпе амăшĕн тата кукамăшĕн тÿпи пысăк. Вĕсем пулăшнипе виçĕ çул каялла Аня Полина Борисова юрăçпа пĕрле концерт йĕркеленĕ, курмакăларăмне халăх патне çитернĕ. Теприсем пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ вăхăтра вăл эстрада çулĕ çинче утăм хыççăн утăм тăвать. «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне Аньăпа пĕрле унăн кукамăшне Валентина Николаевнăна тата амăшне Маринăна та чĕнтĕмĕр.
- Валентина Николаевна, эсир пурнăç таппинчен юлмастăр, хăшĕ-пĕри укçа çук тесе ÿпкелешнĕ вăхăтра çемьене тăрантарма, ачăрсене çеç мар, мăнукăрсене те пулăшма майсем тупатăр.
- Ачасемпе мăнуксен ăнăçлă малашлăхĕ пирĕнтен килет. Тĕпренчĕкĕмĕрсене еплерех ÿстеретпĕр, хамăра вĕсемпе еплерех тытатпăр, мĕнлерех çул кăтартатпăр - вĕсен кун-çулĕ çапла пулать те. Ача çăвăнмалли мунчала пекех. Вăл шыва епле çăтать - ача та пур япалана ăшне илет. Эпир, ашшĕ-амăшĕ, йывăç пулсан туратсемпе çулçăсем пирĕнтен сĕткен илсе çитĕнеççĕ. Ача умĕнче черкке çĕклени унăн пуçĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлать, вăл пурнăçа çапла йышăнать. Манар мар: тĕрĕслĕх те, суя та вĕсене пирĕнтен куçать.
- Эсир Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва ялĕнчен Аслă Шăхаль йĕкĕтне 18 çул тултармасăрах качча тухнă. Маринăпа Андрея пурнăç парнеленĕ.
- Пÿрнене ылтăн çĕрĕ ытла та ир тăхăнтартрĕç çав. Çулталăк туслă çÿренĕ савни манпа калаçса татăлмасăрах вăрласа кĕчĕ. Эпĕ ун чухне, ноябрĕн 7-мĕшĕнче, Шупашкартан яла килнĕччĕ. Савни пÿрт умне чĕнсе кăларчĕ. Урара трактористра ĕçлекен аттен чуссăнккийĕччĕ, çире фермăра тăрăшакан аннен фуфайкиччĕ, пуçра - качака çăмĕнчен çыхнă çемçе тутăр. «Кÿрше туй курма каçăпăр, йĕркеллĕрех тăхăн-ха», - терĕ. Машинăна илĕртсе лартрĕç те... тăван ялне вĕçтерчĕç. Малалла вулас...