“Сассăма душра уçатăп”

1 Юпа, 2015

Вăхăт шыв пек юхать. Сисмерĕмĕр те, Раççейри Литература çулталăкĕн 9 уйăхĕ те иртрĕ ав. Чăваш Енре вара ку çулталăка вилĕмсĕр поэта Константин Иванова халалланă. «Нарспи» поэмăна тин çуралнă ача çеç вуламан пуль. 2008 çулта Борис Чиндыков çыравçăпа Николай Казаков композитор халăх умне «Нарспи» мюзикл кăларчĕç. Унтанпа 7 çул иртрĕ пулсан та мюзикл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, ăна курма зала яланах лăк тулли халăх пухăнать. Тĕп рольсенчен пĕрне, евче, Наталья Головина юрăç калăплать. Чипер чăваш хĕрĕ мюзиклта вылянине пĕрре мар курнă хыççăн çак сăнарта урăх пĕр юрăçа та курмастăп. Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче кун çути курнă Наталья Головина пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантпа «Чуна уçса калаçар» рубрика кĕрекинче паллаштарма хаваспах килĕшрĕ.

- Наташа, евчĕ сăнарне калăпланă чухне чунунта еплерех туйăмсем хуçаланаççĕ?

- Николай Казаков мана «Нарспи» мюзикла чĕннине пĕлсен малтанах ĕненмерĕм. Çак самант кун-çулăмра чи савăнăçлисенчен пĕри пулчĕ. Университетра аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр авăк Виктор Петров ертсе пыракан театрта ĕçлерĕм. Кăштахран юрăçсемпе пĕрле Раççей тăрăх гастроле тухса кайрăм. Çул çинче Петр Ермолаев шăнкăравларĕ: «Эс ăçта çÿретĕн? Сана Николай Казаков шырать!» Икĕ эрнерен филармони алăкне хумханса уçрăм. Николай Нилович кăмăллăн кĕтсе илчĕ. «Сана мюзиклти евчĕ ролĕнче куратăп», - терĕ. Малтанах хăраса ÿкрĕм. Пултарайăп-ши? Коллективпа паллашнă хыççăн лăплантăм. Пире илемлĕх ертÿçи Валентина Салихова пĕр чăмăра пухаканни пулчĕ. Мюзикл пурнăçăмра питĕ лайăх урок пулчĕ.

- Эсĕ мюзиклта юрланă чухне куракана пĕрре - хăвăн вăйлă сассупа, тепре кĕлеткÿ хăвачĕпе тыткăнлатăн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.