- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăл тĕнче тетелне чăвашла “калаçма” вĕрентнĕ
Хаклă тусăм, «Чуна уçса калаçар» рубрикăри черетлĕ интервьюна вулама хатĕрленнĕ май унăн ятĕнчи «тĕнче тетелĕ» сăмах çаврăнăшĕ интереслентерсе ячĕ пулĕ тетĕп. Чăваш халăх сайтне йĕркеленĕ Николай Плотников «тĕнче тетелĕ» «Интернет» тенине пĕлтерсен çеç унăн пĕлтерĕшне ăнлантăм. Шăп та лăп 10 çул каялла Интернет чăваш сайчĕсемпе пуянланнă. Николая çак çавра паллăпа саламланă май унăн кун-çулĕпе те çывăхрах паллашма май тупăнчĕ.
- Тепĕр чухне шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: темиçе теçетке çул каялла Интернетсăр мĕнле пурăннă-ши эпир? Халь ак тĕнчене сырса илнĕ «эрешмен картисĕр» пурăнаймастпăр та! Ăсчахсене ĕненес пулсан Çĕр çинчи халăхсем 5600 ытла чĕлхепе пуплеççĕ. Шел те, кашни çул вун-вун чĕлхе яланлăхах çухалать. Чылай халăх хăйĕн чĕлхине Интернета кĕртеймест. Эпир вара, чăвашсем, телейлисен шутĕнче! Тĕнче тетелĕнче чăвашсен сассине янăраттараканнисенчен пĕри, Николай, эсĕ. Мĕн хистерĕ сана çак утăма тума?
- Пĕрремĕшĕнчен, чăваш чĕлхи тĕнче тетелĕнче çуккине туйса илни. Иккĕмĕшĕнчен, «Чăваш чĕлхи Канаша çитме çеç кирлĕ» тенине хирĕçлени. Çакна пула чăвашла терминсем те аталанмастчĕç, илемлĕ те сĕтеклĕ чĕлхемĕр калаçу чĕлхине çаврăнма пуçларĕ. Виççĕмĕшĕнчен, хам тума пултаракан ĕçе - сайт йĕркелессине - ыттисем пурнăçласса кĕтсе ларманни. Çапла майпа тĕнче тетелĕнче чăваш порталне уçас шухăш çуралчĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас