Альбина ЮРАТУ

3 Раштав, 2015

“Хам хыççăн тарăн йĕр хăварас килет”

Андрей КУЗНЕЦОВПА темиçе çул каялла филармонири концертра паллашрăм. Ун чухне вăл хăйне чăваш эстрадинче шырама çеç пуçланăччĕ. Хăйĕн çулĕ çине çирĕп тăма талпăнни тата шалти вăй-хăвачĕ ăна вун-вун юрă калăпласа халăх патне илсе çитерме пулăшрĕç. Хăйне шаннипе вăл Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр ен» ентешлĕхĕн тилхепине алла тытма килĕшрĕ. Нумаях пулмасть Андрей Кузнецов Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕн ĕçне кÿлĕнчĕ. Чăваш чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн вăй хуракан çамрăка «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнтĕм.

26 Чÿк, 2015

“Анне –юрлама, атте пăта çапма вĕрентрĕ”

Алина КУДРЯВЦЕВА - «Нарспи» мюзиклта Нарспи сăнарне калăпланă виçĕ артисткăран пĕри. Вăл Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун çути курнă. Юрăç пулма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕскер Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Паян вăл - «Çеçпĕл» ушкăн солистки.

19 Чÿк, 2015

“Пултарулăха чунăмран кăларма чăваш халăхĕ пулăшрĕ”

Чăваш эстрада тÿпине ФАРИДА таçти инçет уçлăхран вĕçсе килнĕ комета евĕрех илемлетсе çутатрĕ. Ун кăкăрĕнчен шăранса тухакан илĕртÿллĕ сассин техĕмĕ ытти юрăçран самаях уйрăлса тăрать.

5 Чÿк, 2015

Тухтăр дипломне илсен те сцена ытларах илĕртнĕ

Чăваш эстрадин тĕнчинче хăйĕн çулне шыракан кашни пиллĕкмĕш юрăç Елчĕк тăрăхĕнчен пулнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахрăм ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен Патреккел шкулĕнче музыка вĕрентекен пысăк чунлă Геннадий Борисов ачасене тăван халăх юррине юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать.

Pages