Альбина ЮРАТУ

14 Утă, 2016

Унăн юррисемпе ĕнесем сĕт нумайрах антараççĕ

Чăваш Республи­­кин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, паллă юрăçа Александр ВАСИЛЬЕВА Чăвашра пĕлмен çын çуках. Вăл халăх патне хăйĕн черчен те çепĕç юррисемпе çул тупайрĕ. Çавăн пекех «Янра, хуткупăс, савăнăçлă тусăм» кăларăма ертсе пырса тăван халăхăмăр культурине çĕклерĕ.

7 Утă, 2016

«Çĕнĕрен пурăнас тăк тăван çĕртен ниçта та каймăттăм»

Пукане театрĕн артисчĕсем ыттисенчен ача чунĕллĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ача пекех çут тĕнче çине таса чунпа пăхаççĕ, асамлăха ĕненеççĕ, пурне те ăшă ытамĕнче çупăрлама хатĕр... Пушкăрт çĕрĕнчен чăваша килсе тымар янă Елена ШУРТУ алла пукане тытса е пĕр-пĕр юмахри сăнара çаврăнса куллен сцена çине тухать.

23 Çĕртме, 2016

«Мана çут çанталăк кĕвĕ туйăмлăхне панă»

Этемĕн кун-çулĕ мĕн тĕрлĕ кăна çаврăнмасть-ши? Йывăрлăхсене те чăтса ирттерме тивет, савăнăçлă кун та сахал мар. «Нарспи» халăх ансамблĕн солисткин Валентина ОРЕШНИКОВĂН кун-çулĕ пуяннине унпа калаçнăçемĕн аван туйрăм.

9 Çĕртме, 2016

Андриян Николаевăн сăмахĕсене чĕрере упрать

Чăваш та ытти халăх пекех Мускава юратать. Чылайăшĕ пысăк укçа, ытлă-çитлĕ пурнăç шыраса Раççейĕн тĕп хулине талпăнать. Анчах, манар мар, Мускав куççуле ĕненмест. Хăшĕ-пĕрине çак çула ачашласа сăпкара сиктерет, теприсене вара тăван тăрăха пушă кĕсьепе ăсатать. Паян Мускавра пин-пин чăваш тĕпленнĕ.

2 Çĕртме, 2016

«Юррăмсемпе сценарисем пурнăçăмпа çыхăнман»

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткишĕн, киносценаристшăн тата чăваш эстрада юрăçишĕн Надежда КУЗЬМИНАШĂН çут çанталăк нимĕн те шеллемен: ăна ытарлă туйăм, шăпчăкăнни евĕр илемлĕ сасă, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек кулă, чунра пытаннине сăвăласа кăларма ăсталăх панă.

Pages