«Çĕнĕрен пурăнас тăк тăван çĕртен ниçта та каймăттăм»

7 Утă, 2016

Пукане театрĕн артисчĕсем ыттисенчен ача чунĕллĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ача пекех çут тĕнче çине таса чунпа пăхаççĕ, асамлăха ĕненеççĕ, пурне те ăшă ытамĕнче çупăрлама хатĕр... Пушкăрт çĕрĕнчен чăваша килсе тымар янă Елена ШУРТУ алла пукане тытса е пĕр-пĕр юмахри сăнара çаврăнса куллен сцена çине тухать. «ЧР тава тивĕçлĕ артистки» хисеплĕ ята тивĕçнĕскер Чăваш патшалăх пукане театрĕнче 40 ытла спектакльте 70 ытла сăнар калăпланă.

Юлашки çулсенче Елена Шурту пултарулăхĕ тепĕр енчен уçăлчĕ — вăл наци фольклорне Пушкăртстанри чăвашсен авалхи юррисемпе пуянлатрĕ. Ăна чикĕ леш енче, çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ хулинче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем яланах хапăлласа йышăнаççĕ. Пултарулăхĕ тата пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем çинчен вăл «Чуна уçса калаçар» тĕпелĕнче каласа пама килĕшрĕ.

 Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.