“Сцена çинчен кайсан канăç тупаймарăм”

10 Раштав, 2015

Çак кунсем çамрăк юрăçăн Иван АРХИПОВĂН асĕнче нумайлăха çырăнса юлĕç. Ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ унăн: вăл куракан патне хăйĕн «Пар-ха аллуна, тăван» пĕрремĕш альбомне илсе çитерчĕ. Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче 30 çул каялла туслă çемьере çуралнă чăваш ачи çамрăк юрăçсен Пĕтĕм Раççейри «Вут кайăк» конкурсĕнче лауреат ятне икĕ хут çĕнсе илнĕ. Чулхулара йĕркеленĕ «Çутă хурт» конкурсра вара гран-прие тивĕçнĕ. Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне «Çамрăксен хаçачĕн» тусне Иван Архипова чĕнтĕм.

- Вăхăт таппинчен юлатăп пулмалла. Çамрăк юрăçсене палласа та пĕтерейместĕп. Санпа та ак хаçат страници урлă паллашма тивет.

- Тен, «Юрăç пуласси хăш самантра тĕвĕленчĕ?» ыйтуран. Хама уçăмлăн 5 çултан ас тăватăп. Шăп та лăп çак çулта юрлама пуçларăм. Аттепе анне мана, пĕчĕкскере, тăвансемпе пĕрле, е тепĕр чух пĕччен те кĕтÿ пăхма килтен кăларса янă. Уйра вăхăта ирттерес тесе тĕрлĕ юрăсем юрласа киленеттĕм. Çынсем анкартине ĕçлеме тухсан: «Ванюк каллех кĕтÿре», - тенĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕм Анна Ильина юрлас ăсталăха курса сцена çине кăларчĕ. Шкулта иртекен кашни уяврах юрă шăрантараттăм. 6-мĕш класа çитиччен районти конкурссене хутшăнмашкăн музыка вĕрентекенĕ Галина Борисова хатĕрлеччĕ. Пĕр конкурсра мана «Заволжский» клуб ертÿçи Полина Владимирова асăрхарĕ. Каярахпа унти «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне те çÿрерĕм.

- Эппин, «Шурăмпуç» ушкăна çÿрени - кун-çулунти пĕлтерĕшлĕ самант. Ушкăнăн ячĕ те питĕ илемлĕ.

- Тĕрĕссипе, ку ушкăн эпĕ çак клуба çÿреме пуçласан çуралчĕ. Ун чухне мана Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн «Шурăмпуç» сăввипе хайланă юрра шăрантарма шанчĕç. Вăл пултарулăхăмри тĕп шăнăр пулса тăчĕ. Унпа конкурссенче пĕрре мар çĕнтертĕм. Клуб ертÿçи фольклор ушкăнĕ йĕркелеме шухăшласан ятне çак сăмахпа сапăрлатрĕ. Тилхепене профессионал купăсçа тата юрăçа Виктор Шумилова шанчĕç. «Шурăмпуçпа» Турцире 2000 çулта иртнĕ тĕрĕк халăхĕсен фестивальне те çитсе куртăм.

- «Шурăмпуç» сăмах асамлăхпа тулли. Вăл чĕрÿнте еплерех туйăмсен асаматне карать-ши?

- Кашни ир килекен шурăмпуç нихăçан та пĕр пек мар. Тÿпе кашнинчех çĕнĕ ÿкерчĕкпе сăрланать. Ку сăмахра эпĕ пуласлăха та куратăп. Пĕчĕк чухне Слава пиччепе ялтан икĕ çухрăмра вырнаçнă пĕве хĕррине пулă тытма тул çутăличченех кайса лараттăмăр. Хĕвел шевли курăнсанах тавралăх шуралса-хĕрелсе каятчĕ. Шыв çийĕ çуталма пуçлатчĕ, йывăçсем хĕвел шевлипе ăшăнатчĕç, асампа тулатчĕç. Чунра сăвă йĕркисем çуралатчĕç. Çакă чунра йĕр хăварнах. Каярахпа репертуарти 10 ытла юррăн сăмахĕсене хамах çыртăм.

- Трак ен поэзи кĕтретлĕхне Юрий Сементер чунĕнче кăна çуратман иккен.

- Хама профессионал сăвăç теейместĕп. Юрăç теме вара хăятăп. Манăн Трак ен Тăван çĕршыва парнеленĕ тĕлĕнмелле вăйлă та уçă саслă Виталий Петров юрăçа асăнса хăварас килет. Шел, ытла ир уйрăлса кайрĕ вăл пирĕнтен. Паян чăваш эстрадин тÿпинче пирĕн районта çуралнă тепĕр юрăçăн Любовь Афанасьевăн та çăлтăрĕ çутă.

- Килĕшетĕн пуль: пĕрремĕш юрă чи малтан шăтса тухакан çеçпĕл пекех...

- Пĕрремĕш юрă сăмахĕсем ытти çамрăкăнни пекех черчен юратупа пĕрле тĕрленчĕç.

- Вăрттăнлăх мар пулсан кала-ха: мĕнле чиперкке сăвă йĕркисене шăрçалама хавхалантарчĕ?

- Шел те, пĕрремĕш туйăм хуравсăр пулчĕ. Çавăнпа малтанхи йĕркесенче тунсăх хуçаланать. Сывлăм пĕрчи пек таса юрату шевли чунăма аслă класра вĕреннĕ чухне çутатрĕ. Вăл паянхи кун та чĕрере уйрăм вырăн йышăнать.

- Çамрăк чухнехи ырă туйăм камăн чĕрине кăна иленмен-ши? Тепĕр çынна килĕштерни - çут çанталăкăн вышкайсăр парни. Вăл тĕнчене тытса тăрать. Этем чунĕнче хÿхĕм туйăм çеçке пĕрре çеç çурмасть. Хăвăн опытна тĕпе хурса хуравсăр юратăвăн авăрне çакланнă çамрăксене мĕнлерех сăмахсемпе хавхалантараттăн?

- Чылай çамрăк туйăм чуна пĕрремĕш хут çунтарнă чухне асаплану тинĕсĕнче путма пуçлать. Мĕн пытармалли: атте-аннепе юрату çинчен уçăмлăн калаçма именетпĕр. Хĕрÿ туйăмран ан хăрăр, çав тери йывăр пулсан çывăх тусăрсемпе чуна уçса калаçăр. Юратуран именмелле мар. Вăл пирĕн пурнăçа шап-шур чечек пахчи пекех илемлетет. Темĕнле хĕмленсе çунсан та вут пек кăварланса ан кайăр, хăвăра алăра тытăр. Пурнăç пĕрремĕш юрату çинче çеç тытăнса тăмасть. Чĕрери суран туртăнсан, çунатсем çĕнĕрен çирĕпленсен çуркунне çут çанталăк чĕрĕлнĕ евĕр чун та çеçке çурать. Хуравсăр юратăвăн та техĕмĕ пурах: вăл - ытарлă. Çут çанталăк хăшĕ-пĕрне юрату мĕнне те туйма пÿрмен. Юрататăр пулсан эсир - телейлĕ.

- Юратăвăн иксĕлми хăвачĕ сана телей кÿни тÿрех сисĕнет.

- Эсир мана туятăр. Эпĕ чăнах та телейлĕ. 9 çул каялла, сцена çине юрлама тухсан, концерт курма килекен хĕрсен чĕрине çунтарма пуçларăм. Хăйсен туйăмĕ пирки пĕлтерме пикесем сцена хыçне пыратчĕç, СМС-çырусем çыратчĕç. Анчах вĕсенчен пĕри те чуна тыткăнлаймарĕ, çил юхан шыва хумхантарнă пек хускатаймарĕ. Çут тĕнчен илемне курма пулăшнă хĕр ăнсăртран тупăнчĕ. Вăл - Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕскер. Ун чухне «Апельсин каччисем» ушкăнпа пĕрле юрлама çÿреттĕм. Клипсем те хатĕрлерĕм. Вĕсене телевизорпа час-часах кăтартатчĕç. Пулас мăшăрăм мана шăпах унта курнă. Çепĕç туйăма чĕринче икĕ çул упраса пурăннă, амăшне каласа кăтартнă: «Эх, Ваня Архиповăн сасси мĕн тери илĕртÿллĕ, кашни юрри чĕрене çывăх. Унпа епле паллашмалла-ши?» Пĕррехинче туссемпе каçхи клуба кайрăм. Хĕрсемпе чун каниччен хуçкалантăмăр. Пĕр хĕрпе ташланă чухне темĕнле ăнланмалла мар туйăм пуçа айккинелле çавăрчĕ. Стена çумĕнче тăракан сарă çÿçлĕ пике ман çине куç илмесĕр пăхать иккен. Черетлĕ ташша ăна чĕнтĕм. Хăйне асăрхасса кĕтменскер малтанах çухалса кайрĕ. Кĕвĕ çеммипе çаврăннă май Аньăпа паллашрăм. Туссемпе клубран маларах тухса кайрăмăр. Ун умĕн Аньăна пит çăмартинчен çепĕççĕн чуп турăм. 17 çулти чиперкке тин пиçнĕ чие çырли пек хĕрелсе кайрĕ. Телефон номерне илнĕччĕ те - ун патне часах шăнкăравларăм. Аня 20 çул тултариччен туй кĕрлеттертĕмĕр.

- Патăрьелсем туйра савăнма пĕлеççĕ вĕт...

- Анатри чăвашсем ташлас-юрлас енĕпе, чăн та, ăста. Чăвашлăха çĕклес туртăм вĕсенче самай вăйлăрах аталаннă. Туя Красноармейски салинче ирттертĕмĕр.

- Психологсем каланă тăрăх, çемье йывăçне çил-тăвăл кашни 5 çулта тустарать...

- Чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть çав. Чи йывăрри - пĕр-пĕрне хăнăхиччен. Хĕрпе каччă тĕрлĕ çемьере ÿссе тĕрлĕ воспитани илни те витĕм кÿрет ахăртнех. Пире çав йывăрлăхсене çĕнтерме юрату пулăшрĕ. Манăн кăмăл çăмăл мар. Пултарулăх çыннине, пĕчченлĕхе хăнăхнăскере, кулленхи пурнăçа икке пайлама йывăртарахчĕ. Мĕн пур ĕçе мăшăрпа калаçса татăлса, ăна ăнлантарса тума тиветчĕ. Аньăна та çăмăлах пулман-тăр. Пирĕн халĕ ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Аристарх кăçал 4 çул тултарчĕ, Амелия 3-ре çеç.

- Ачăрсен ячĕсем хăйне евĕрлĕ.

- Ку ятсене эпĕ суйларăм. Грек философĕ Аристарх Самосский шухăшĕсемпе кĕнекере паллашрăм. Унăн тĕнче курăмĕ кăмăла кайрĕ. Пĕлме çук: тен, ывăлăм та философ пулĕ? Ара, ят çынна витĕм кÿрет теççĕ-çке. Алфавитăн пĕрремĕш сас паллинчен пуçланакан ятлă çын пурнăçра харсăртарах пулать, хăйĕн вырăнне тупать теççĕ. Аристарх ят чăвашла куçарсан - «чи лайăххисене ертсе пыраканни». Нимĕç ячĕ Амелия вара «тăрăшуллă» тенине пĕлтерет. Манăн ят «Турă парни» пулать, Аня - «ырă чĕреллĕ». Мăшăрăм шăпăрлансене питĕ юратнăранах ача садне ĕçлеме вырнаçрĕ.

- Хĕвел çутине пире аттепе анне кăтартаççĕ...

- Çывăх çыннăмсем - хресчен çемйинчен, мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Атте комбайнерта, механизаторта ĕçленĕ. Ун алли витĕр тухнă тырăран пĕçернĕ çăкăр пин-пин çынна савăнтарнă. Хăй вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн вăл ВЛКСМăн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Анне колхозра вăй хунă. Каярахпа ялти медицина пунктне тирпейлÿçе вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аттене шалăва тыр-пулпа панă чухне анне укçипе пурăнтăмăр. Пурнăç самаях аврĕ пулсан та атте-анне виçĕ ывăлĕнчен те çын турĕ. Вася пиччепе иксĕмĕр икĕ аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Вăтамми Слава техникумра ăс пухрĕ. Халĕ виçсĕмĕр те çемьеллĕ. Анне хĕр мăнуксем кун çути курсан питĕ хĕпĕртерĕ. Хĕр çуратайманшăн куляннăскер тинех лăпланчĕ.

- Патăрьелсем кĕрĕвне еплерех йышăнчĕç-ха?

- Малтанах Аньăн тăванĕсем: «Хура тяппана» ăçтан тупрăн?» - тесе шÿтлетчĕç. Чăннипе, питĕ аван йышăнчĕç. Хăнана кайсан алă усса лармастăп. Патăрьелсем тирпейлĕ пурăнаççĕ. Мунча тесен кашни кунах хутма хатĕр. Хуньăмпа хуняма та хресчен çемйинче çуралнă. Ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Хуняма яланах тутлă кукăльпе кĕтсе илет. Тури енчи кĕрĕвне юратать пулмалла ÿкулатьŸ.

- Пурнăç ÿкĕнÿсĕр пулмасть. Чи кирли - çынлăха çухатманни.

- Тус-тăванпа пĕр çăвартан пурăнатăп. Хирĕçнине ас тумастăп. Шкулта вĕреннĕ чухнехи пĕр самант халĕ те асра. Акăлчан чĕлхине тин çеç вĕрентме пуçланă çамрăк учитель мана урока хатĕрленсе килнĕ пулсан та «виççĕ» лартса пачĕ. Эпĕ тарăхнипе хитре мар сăмаха сасăпах каласа ятăм. Вăл ăна илтсе аванмарланчĕ. Ун чухне çĕрĕпе çывăраймасăр асаплантăм. Ирхи 6 сехет çурăра класс пÿлĕмĕн алăкĕ умне кайса тăтăм та вĕрентекене кĕтсе илсе каçару ыйтрăм. Вăхăтра каçару ыйтни чуна тасатать.

- Гран-при кашни утăмрах татăлса анмасть...

- Тĕрĕсех. Ăна суйланнисенчен суйланнисем тивĕçеççĕ. Ума лартнă тĕллев патне виçĕ çул утрăм. «Çутă хурт» конкурса пĕрремĕш хут хутшăнсан - иккĕмĕш вырăн, унтан пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Вăл çулсенче вырăсла романссем шăрантараттăм. «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнма çул уçса пачĕ.

- Чун кĕнекине тата мĕнлерех пулăмсем çырăнчĕç?

- «Газпром» организацин Чулхулара иртнĕ юбилей концертĕнче сцена çинче Ефим Шифрин кулăш ăстипе тата паллă юрăçпа Надежда Бабкинăпа пĕр вăхăтра пулса куртăм. Вĕсемпе калаçса курни мĕне тăрать! Паллах, 14 çулти çамрăкшăн ку кĕтрет пек туйăннă. Çав кун залра Энвер Аблякимов та ларнă иккен. «Ку чăваш каччи концерта мĕнле лекме пултарнă-ши?» - тĕлĕннĕ вăл.

- CD-диск ячĕ санăн репертуарти Юрий Кашкăр хайланă "Пар-ха аллуна, тăван" юрăпа пĕр килет.

- Дискра - 42 юрă. Вăл 10 çулти пултарулăхăмăн пĕтĕмлетĕвĕ. Репертуарта тăванлăхпа тата чăвашлăхпа çыхăннă юрă ытларах. Вĕсенчен пысăк пайне хамах хайланă. «Манăн пурнăçри телейĕм», «Саншăн çеç» юрăсене итлекен кăмăлларĕ. «Çутă Ангел» - вара çĕнĕ юрă. Ăна Наци радиовĕпе итлеме пулать.

- «Чăвашлăх» ăнлав пурнăçунта еплерех вырăн йышăнать?

- Эпĕ - чăн чăваш. Тĕнчене чăваш пулса килни çунатлантарать. Тăван чĕлхерен нихăçан та вăтанман эпĕ. Вырăс шкулне куçсан чĕлхемрен кулакансем тупăннăччĕ. Куншăн пĕрре те пăшăрханмарăм. Вырăс чĕлхине те сивлеместĕп. Тăван чĕлхене тĕп вырăна хуни маншăн пĕлтерĕшлĕрех.

- Музыка пĕлĕвне ятарласа илмен эсĕ. Мĕн хистет сана сцена çине тухма?

- Çемье çавăрсан 3 çул сценăсăр пурăнтăм. Ун чухне чун канлĕхне тупаймарăм. Юрлама пăрахнăшăн туссем те ÿпкелерĕç. «Эпĕ Çĕр çине мĕншĕн килнĕ?» - çак ыйту канăç памарĕ. Тупсăмне тупрăм: «Манăн юрăсемпе çынсене савăнтармалла!»

- Тата мĕн пĕлместĕп эпĕ сан çинчен?

- 2 çула яхăн кĕрекеçĕре тăрăшатăп. Туйсене, юбилейсене, çуралнă кунсене тата ытти уява ертсе пыратăп. Çынна самантлăха та пулин савăнăç кÿни пурăнма хавхалантарать. Эпĕ хама пурнăçра тупрăм тесе уççăнах калама пултаратăп. Ĕçĕмпе çынсене çунатлантарма пултарнăшăн хама пурнăçра кирлĕ çын пек туятăп.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.