"Атте юнашар çуккине ниепле те хăнăхаймарăм"

3 Утă, 2015

Пурнăçăмра пин тĕрлĕ çынпа паллашса хутшăнма тиврĕ, анчах та çак кунсенче тараватлă кĕрекере хăй кунçулĕнче пĕр тумлам эрех ĕçсе курман чăваш хĕрарăмĕпе чуна уçса калаçса лартăм. Ĕненместĕр-и? Мĕнех, çак маттур та сăпайлă кинеми адресне пĕлтерем: Патăрьел районĕ, Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕ, Елена Ивановна Аксакова. "Еля аппа, эсĕ кампа та пулсан вăрçăнса курнă-и, кама та пулсан сив сăмахпа кÿрентернĕ-и?" - тесе куçран тинкерсех ыйтаççĕ унран ялти лавккана апат-çимĕç туянма кĕрсен. Юратнă мăшăрĕпе пĕр-пĕрне хисеплесе, çур сăмахран ăнланса юман пек çирĕп, ĕçчен те маттур пилĕк ывăла пурнăç çулĕ çине тăратнă Владимир Ильичпа Елена Ивановна Аксаковсене сума суса "Юратупа шанăç" медаль парас шутпа кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсе "çÿле" те ăсатнă, анчах чире пула 52 çул пĕрле утнă мăшăрĕ çĕре кĕнине пула мĕнпур тăвана савăнăçлă кĕрекене пухма май килмен çав вăрçă ачин.

Еля аппан аслашшĕ Ефим чылай çул ял старостинче тăрăшнă, тирпейлĕхĕпе, кăмăллăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрнă, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупайнă. Асламăшĕ Анисия вара колхозра малтисен ретĕнче пулнă. Колхоз ертÿçин тилхепине çирĕп тытнă ашшĕ Иван Ефимович вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тăван çĕршывăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн ĕмĕрлĕхе пуçне хунă. Еля аппан ачалăхĕнчен "атте" сăмах асĕнче таçти инçет тĕтрелĕхре упранать. Амăшĕ Феодосия Яковлевна та ватлăхне колхозра вăй хурсах кĕтсе илнĕ. "Лайăх çын пулнă, эрех ĕçсе курман анне", - тет пурнăç панă çывăх çынни çинчен тунсăхлăн Еля аппа. Унăн ашшĕпе амăшĕ те çут тĕнчене 5 ача çуратса янă. Çулсем иртсен йăмăкĕпе, Зинаида Ивановна Смирновăпа, иккĕшĕ çеç тăрса юлнă вĕсем. Çĕнĕ Шупашкарта Химпромра ĕçленĕ ÿркенмен тăванĕ 1986 çулта çурт-йĕр тăвас енĕпе хастарлăх кăтартнăшăн Патшалăх премине те тивĕçнĕ.

Еля аппа 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 14 çултан пуçласа Нăрваш Шăхаль ферминче сысна пăхаканра чылай çул тăрăшнă. Ун ĕçченлĕхĕ çинчен çамрăк чух "Комсомольская правда" хаçатра та сăнÿкерчĕкпе пĕрлех пичетлесе кăларнă. Сысна ашне центнерĕ-центнерĕпе патшалăха панишĕн мухтанă ăна хаçатра. "Кашнинчех 20 сысна çури илеттĕм, вĕсене çĕнĕ меслетпе самăртаттăм, какайне леçме те хамăрах каяттăмăр", - асаилĕвĕпе çамрăклăхне таврăнать Еля аппа. "Ÿркенмен ăста пулнă", - тени тĕрĕсех çав. Патшалăха планпа пăхнинчен ытларах какай панăшăн ВДНХан бронза медальне те тивĕçнĕ вăл. Колхозран пĕрле килнĕ 4 çынпа 12 кун çăтмахри пек пурăнса Мускав курса çÿренĕ, ВДНХра иртнĕ канашлусенче опытпа паллашнă. 2 хутчен ял Канашĕн депутатне те суйланă маттур хĕрарăма. Фермăра ĕçлеме пăрахсан 1 çул Мускавра электричка çулĕ хывнă çĕрте вăй хунă, алă вĕççĕн çĕр чавнă, чулсем йăтнă. Тумланасси те килнĕ унăн. Хĕр пулнă-çке. Каччăсем ун илемлĕ сăн-питне, хÿхĕм кĕлеткине вăрттăн сăнаса савăннă. Ĕçлесе илнĕ укçан пĕр пайĕпе Еля аппа яла çĕвĕ машини туянса таврăннă. Хăйне валли çеç мар, кÿршĕсене те илемлĕ кĕпе-саппун çĕлесе парса кăмăлĕсене çырлахтарнă. Çав çĕвĕ машини халĕ те ырă-сывă, халĕ те çемьене усă кÿрет.

...Пулас мăшăрĕ ăна пĕчĕккĕллех куç хывнă. Тетĕшĕ ÿркенмесĕр тăван кил умĕнче турник туса лартнă, ял ачисем ун тавра пухăнса ăмăртнă, тĕрлĕ спорт вăййи вылянă. 2 çул аслăрах Володя пĕве кĕме пуçланă Еляна: "Эс - ман арăм пуласси, Америкăна кайсан та сана унта пырса илетĕп", - тесе ыттисенчен малтан асăрхаттарса хунă. "Еля, эс ытла та чипер", - тетчĕç хăшĕ-пĕри куçран. Савнă хĕрне урăххи качча илесрен шикленсе Казахстанра çерем çĕрсем уçакан Володя тăван яла вĕçтерсе çитнĕ. "Ĕç вăхăтĕнче кăшт пушансан çывăхри вăрмана пĕрле ĕçлекен хĕрсемпе çырла татма кайрăмăр. Пăхатăп та - пирĕн хыççăн такам чупать, патнерех çитсен Володьăна палласа илтĕм, аванмарланнипе вăтанса хĕрелтĕм. Вăл мана ялта шыранă иккен, фермăна çитнĕ, çак кунсенче туй тăвăпăр терĕ те - эрнеренех кайса çырăнтăмăр та. Тепĕр темиçе кунтан Казахстана тухса кайрăмăр. Питĕ харсăрччĕ савнийĕм. Комбайнпа тыр вырса орден илме те тивĕçлĕ пулчĕ", - савнă мăшăрне аса илнĕ Еля аппан пичĕ çуталса та якалсах кайрĕ. Хĕр чухнехи именчĕк-лĕхĕ тути хĕрринче хĕвел шевлин вылянчĕ. Унăн мăшăрĕ те 7 ачаллă çемьере çуралнă. Ачаран ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ. Казахстанран таврăнсан 6 çул таран, хăйсем вăй илсе уйрăлса тухиччен, çамрăк мăшăрĕпе пăятамăшĕн 12 çынран тăракан килйышĕпе пĕр пÿртре пурăннă. Володьăн ашшĕпе амăшне пĕр сив сăмах каласа та урлă пулса курман çамрăк кин. Килĕштерсе пурăннин вăрттăнлăхĕ те унăн аслисене хирĕç чĕнменнинче пулнă. "Пĕрле пурăннă чух 43 çулти пăянама тутăр та çутарса курман эпĕ", - каллех асаилÿ кÿллине путать Еля аппа. "Ирхине 4 сехетре тăраттăм, çĕрле çурçĕр иртсен тин пуçа минтер çине хураттăм. Килти ĕçсен ытларах пайĕ ман хулпуççисем çинчеччĕ. Çемье пысăккипе кун сиктерсе çăкăр пĕçереттĕмĕр, эпĕ чуста çăрса çăкăрне хатĕрлеттĕм, пăянам улттăшне те кăмакана хĕрнĕ кирпĕч çине пĕр-пĕрин çумне вырнаçтарса хуратчĕ. Картиш тулли выльăх тытнă, утăсăр пуçне колхозра ĕçлесе илнĕ тырăпа та тăрантнă".

Уйрăлса тухнă чух вара куççуль тăксах, ашшĕ-амăш пилне илсех тухса кайнă çамрăксем. Пур-çук укçипе пĕр начар та кивĕ çурт туяннă, унта пурăнма кĕнĕ. Çума-çумăн тăрса çĕнĕ çуртăн никĕсĕ çирĕп пултăр тесе çырмаран чул кăларнă, ăна михĕпе йăтнă. Кирпĕч çумне кирпĕч хурса тăванĕсемпе çурт çĕкленĕ. Часах мăшăрĕ Нăрваш Шăхаль шкулне ĕçе кĕнĕ, шкул ачисене физика предмечĕпе пĕрле трактор вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах ялхуçалăх институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Шашкăлла выляма ăстаскер Еля аппана та çумăн лартса выляма хăнăхтарнă. Шашкăлла выляса шкул чысне район шайĕнче хÿтĕленĕ. Владимир Ильич ĕмĕрлĕхех куçне хупсан Нăрваш Шăхаль шкулĕнче кашни çул йĕркелекен шашка-шахмат турнирне ун ячĕпе ирттерме пуçланă.

Еля аппан 5 ывăлĕ те амăш умĕнче йÿçĕ шĕвеке пĕр тумлам та сыпса курман. Ăна хисепленипе тата юратнипе, амăшĕн чĕринчи савăнăç хĕлхемне сÿнтерес мар тесех эрех ĕçмеççĕ ывăлĕсем. Тĕпренчĕкĕсемпе мухтанать Еля аппа. Асли, Юрий - çар çынни, мăшăрĕ Наташа Ленинград университетĕнче хими предмечĕ вĕрентнĕ, халĕ Ленинград облаçĕнчи пĕр нефтебазăра лаборатори ертÿçинче тăрăшать. Вĕсен аслă ывăлĕ ашшĕ çулĕпе утнă, кĕçĕнни вара "Зенит" ачасен футбол командипе пĕрле ют çĕршывсенче тăван çĕр чысне хÿтĕленĕ, паян университетра туризмпа сервис ăсталăхне алла илет.

Иккĕмĕш ывăлĕ Валерий ялхуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ачасене вĕрентет, спортсмен. Вăл тинĕсре подводник пулса тăван çĕршыв канăçне сыхланă чух çуршар çул унăн шăпи çинчен пĕр хыпар та илмен амăшĕ. Ун чух Еля аппа пуçĕ çинче чылай çÿç пĕрчи кĕмĕлпе сăрланнă. Валерăн мăшăрĕ Марина чирлисене тутлă апат пĕçерсе çитерет. Вĕсен хĕрĕ ялхуçалăх академийĕнче диплом илнĕ хыççăн бухгалтерта вăй хурать. Виççĕмĕш ывăлĕ Николай та çавăнтах вĕреннĕ. Паян çурт-йĕр тăвас ĕçре тăрăшать. Чиркÿ тăррине ăста витнĕшĕн Варнава тав çырăвне тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Елена налук системинче пай пуçлăхĕнче вăй хурать. Вĕсен ывăлĕ салтакра, хĕрĕ вара 9-мĕш класа пиллĕксемпе çеç вĕренсе пĕтернĕ.

Тăваттăмĕш ывăлĕ Геннадий полицире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Чулхулара юрист профессине илнĕ, Чечен Республикинче тĕрлĕ çулсенче йĕркене сыхланăшăн унăн кăкăрĕ çине патшалăх 30 ытла тĕрлĕ медаль çакнă. Амăш кĕлли упранă ăна, тăван çĕре кашнинчех ырă-сывă тавăрнă. Мăшăрĕ Светлана - медицина сестри. Вĕсен хĕрĕ университетра вĕренет, ывăлĕ моряк пулса тăван çĕре хÿтĕлет.

Чи кĕçĕнни Василий Шупашкарта Олимп резервĕсен училищине вĕренсе пĕтернĕ, велосипед ăмăртăвĕсене хутшăнса тантăшĕсем хушшинче пĕрре мар "Республика чемпионĕ" ята тивĕçнĕ, Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртура та малти вырăн йышăннă. Паян водитель профессине алла илнĕ. Мăшăрĕ Надежда налук системинче вăй хурать. Пĕчĕк Василина 5 çул çеç тултарнă-ха. Халĕ Еля аппа тăван килĕнче пĕчченех кун-кунлать, апла пулсан та хăйне пĕрре те тунсăхлă туймасть вăл. Ывăлĕсем тăван кил алăкне эрне варринче те, эрне вĕçĕнче те яр уçаççĕ. Амăшне урай çутармаççĕ, мунча хуттармаççĕ, япала çутармаççĕ. Çуллахи каникулта Еля аппа мăнуксемпе калаçса савăнать. Пурте ун алли йăваланă тутлă кукăльсене çисе курнă.

50 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă Елена Ивановнăпа Владмир Ильича Патăрьел мăшăрлану керменĕ 3 çул каялла ылтăн туй туса чысланă, парнесемпе савăнтарнă, юрлаттарнă, ташлаттарнă. 60 çула çитиччен ĕç тĕлне манман Еля аппан ĕç стажĕ 45 çул урлă та каçнă.

- Мăшăрпа 5 ачана кашни кун вĕри апат çитерсе умлăн-хыçлăн шкула кăларса яраттăм, кайран хам апатланса ĕçе васкаттăм, ывăннине пĕрре те туйман, халĕ, ав, ывăлăм-кинпе пĕр çăвартан çисе пурăнатăп. Володя пурăннă чух пахча тулли вĕлле ларатчĕ. Халĕ, ак, кĕçĕнни, Василий, вĕлле хурчĕсемпе аппаланать. Сĕтел çинчен пыл чашки татăлмасть. Эпир мăшăрпа ялти пĕр уявран та юлман, апла пулсан та çăвара пĕр тумлам эрех те яман. Пĕр пулăмшăн çеç чун канăçсăрланать: атте чĕрçи çинче кăмăл туличчен савăнса сикейменшĕн, ун сăмахĕсене итлесе ÿсейменшĕн. Атте юнашар çуккине ниепле те хăнăхаймарăм. Вăрçă ачисем эпир. Вăрçă нушине курса, туйса çитĕннĕскерсем. 6 çулта чух таканара тырă вăррисене суйлани халĕ те куç умĕнчех. Халь, ак, ĕне тытма та вăй юлмарĕ, качакасем усратăп, çак паха та сиплĕ сĕте ĕçсе сывлăха çирĕплететĕп. Пĕр чăнлăх çеç, пирĕн çĕршывра вăрçă кăвайчĕ нихăçан ан çунтăрччĕ, мăнуксем эпир курнипе тÿснине ан пĕлччĕр, кунран-кун тÿпене хĕвел тухтăрччĕ, шур пĕлĕтсем шутăрччĕç. Кашни çуркунне пахчасенче улмуççисем шап-шур çеçкене ларччăр, - тесе пиллесе пÿрт умнех тухса ăсатса ячĕ мана Еля аппа. Эпĕ çак тараватлă çурта пырса кĕнĕ чух ывăлĕсем тăван килĕнче хăналанатчĕç. Ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнисене аса илме çимĕке килнĕччĕ. Еля аппа та ытти тăванне аса илнĕ май вăрçăра ĕмĕрлĕхе пуçне хунă ашшĕн чунĕ ырлăхра çÿретĕр тесе кĕлтунă. Пÿрт умĕнче Василий ывăлĕпе юнашар тăракан Еля аппана çывхарса килекен черетлĕ çуралнă кунĕпе чунтан саламласа тата нумай çул тăванĕсене савăнтарса пурăнма сунса машина ăшне лартăм. Халь, ак, юлашки пăнчă лартас умĕн Еля аппан çутă та таса сăнарĕ çĕнĕрен куç умне тухса тăчĕ. Вулакан манпа килĕшет пуль тетĕп: Чăваш çĕршывĕ чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тараватлăхĕпе, илемĕпе, куçа курăнман юратăвĕпе пуян пулнă, пулĕ те...

Альбина ЮРАТУ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.