Archive

декабрь 26th, 2013

26 Раштав, 2013

Чемпионка спортра та, вĕренÿре те маттур

Италири Трентино хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада вĕçленчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн ăнăçлă - унта пирĕн спортсменсем 15 ылтăн, 16 кĕмĕл, 19 бронза медаль çĕнсе илсе пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç.

26 Раштав, 2013

«Чи пĕлтерĕшли çĕнтерÿ мар, ырă ĕç туни»

Чăваш Енре доброволецсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Хальхи вăхăтра республикăра 1,5 пин команда ĕçлет, вĕсенче 42 пин ытла волонтер /ку - Чăваш Енре пурăнакан хĕрсемпе яшсен 14,6%/.

26 Раштав, 2013

Авиаци полкĕн командирĕ

Пĕр ĕмĕр каялла, 1913 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Етĕрне уесĕнчи /халĕ - Муркаш районĕ/ Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралнă Борис Васильев ентешĕмĕрсенчен чи малтанхисен йышĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

26 Раштав, 2013

Çаплах асапланать

Çĕр ыйтăвĕ çивĕчлĕхне çухатмасть-ха. Калăпăр, виççĕмĕш ача çуратнисем хăйсене меллĕ вырăнта лаптăк илесшĕн. Ял çыннисем пай çĕрсене харпăрлăха куçарассишĕн тăрмашаççĕ. Ку ĕçсене, паллах, çийĕнчех пурнăçламалла. Çав вăхăтрах пулăхлă тăпрапа тухăçлă усă курасси пирки те манмалла мар.

26 Раштав, 2013

ЛИМОН ШĂЛА АРКАТАТЬ ТЕÇÇĔ...

Кашнинех хумхантаракан çак ыйтусене аслă квалификаци категориллĕ стоматолог Е. Кудевалова хуравлать.

1. Шăл çинче шурă, сăрă пăнчăсем курăнма пуçлани пулă тата ешĕл çинипе çыхăннă теççĕ.

Чăннипе. Пулăри, шпинатри фосфорпа кали шăлшăн питĕ усăллă. Паллах, вĕсенче фтор та пур-ха. Анчах пулăпа ешĕл çинипех çак элемент организмра кирлинчен ытлашши пухăнаймĕ.

Pages