Комментари хушас

26 Раштав, 2013

Чемпионка спортра та, вĕренÿре те маттур

Италири Трентино хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада вĕçленчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн ăнăçлă - унта пирĕн спортсменсем 15 ылтăн, 16 кĕмĕл, 19 бронза медаль çĕнсе илсе пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç.

Студентсен ăмăртăвĕнче уйрăмах биатлонçăсем палăрчĕç, вĕсен пухматĕнче пурĕ - 8 награда. Вĕсенчен виççĕшĕ - пирĕн ентешĕн, Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Татьяна Семеновăн. Аса илтеретпĕр: Çĕнĕ Лапсар пики спринтерсен тупăшăвĕнче тата 10 километрлă дистанцире ăмăртса икĕ «бронзăпа», эстафетăра вăй виçсе «ылтăнпа» пуянланчĕ. Çак кунсенче пултаруллă спортсменка тăван ене таврăнчĕ, унпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулса калаçрĕ. Чăннипех калаçрĕç - тĕл пулу диалог евĕр иртрĕ. Михаил Васильевич тÿрех чемпионкăна сăмах пачĕ.

«Эпĕ хамăн кăтартусемпе питĕ кăмăллă. Виçĕ медаль те маншăн питĕ паха, уйрăмах - «ылтăн». Тĕнче ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ пĕрремĕш чи пысăк награда-çке. Кашни стартра мала тухас тĕллевпе пур вăйран тăрăшрăм. Мана ăнчĕ - перес енĕпе те, чупас енĕпе те. Юлашки ăмăртура кăна кĕтменлĕхсем пулчĕç. Пур пĕр Универсиадăра пĕтĕм енĕпе те килĕшрĕ: йĕлтĕр трассисем лайăх, пемелли вырăнсем çĕнĕ. Италире çанталăкĕ ăшă, тавралăхĕ те илемлĕ», - терĕ çичĕ çулта чухнех йĕлтĕр çине тăнă Татьяна Семенова.

«Биатлон спортăн илĕртÿллĕ тĕсĕ. Çавăнпа ăмăртусенче мала тухма та çăмăлах мар. Эсир вара хăвăр çитĕнĕвĕрпе пире савăнтартăр. Малашне те ăсталăхăра туптаса çĕнĕ çĕнтерÿсемпе тĕлĕнтерессе шанатăп. Олимп тÿпине хăпарма ăнăçу сунатăп», - палăртрĕ Михаил Игнатьев спортсменкăпа унăн тренерне Анатолий Акимова сертификатсемпе чысланă май.

Тĕл пулура тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Çавăнпа спортсменка ăмăртусене тăван республикăрах хатĕрленме услови сахалли çинчен сăмах пуçарни те - Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн кĕтменлĕх пулмарĕ. «Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн никĕсĕ çинче биатлон центрĕ хута каймалла. Тепĕр çулах йĕлтĕр трассине, спорт керменне çĕнетме тытăнĕç. Çак ĕçе пурнăçлама тепĕр çул федераци бюджетĕнчен чылай укçа-тенкĕ уйăрĕç. Малашне унта биатлонçăсем валли майсем çителĕклех пулĕç», - пĕлтерчĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников.

Тĕл пулăва хутшăннă Шупашкарти политехника институчĕн директорĕ Александр Акимов та сăмах илчĕ. Вăл аслă шкулта вĕренекенсенчен 70 проценчĕ спортпа туслине палăртрĕ. «Татьяна Семенова вĕсен йышĕнче чи курăмли: спортра кăна мар, вĕренÿре те маттур, ĕçре те тăрăшуллă, çав вăхăтрах сăпайлă та илемлĕ - чăн-чăн чăваш пики», - терĕ Александр Петрович хăйĕн вĕренекенĕпе мухтанса.

 Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.