Касаматра вĕçленнĕ çул çÿрев

26 Раштав, 2013

Çак "ăнăçу джентльменĕ" Чăваш Ене çитиччен пин километр ытла хыçа хăварнă. Кунта вара... вăрăпа çакланнă.

Çĕрле Шупашкарти Хуçалăх тăкăрлăкĕнчи база территорине Брянск номерĕллĕ пысăк фура çитсе чарăннă. Кунта вырнаçнă фирмăсенчен пĕрин валли пластик чÿречесене комплектламалли хатĕрсем тиесе килнĕ. Ватă хуралçă "Мерседеса" хапха уçса территорие кĕртнĕ те ыйхине малалла тăсма будкăна таврăннă. Водитель те кăштах тĕлĕрсе илес тенĕ - ирччен, груза пушатмалла пуличчен. Унăн çулташĕ вара, хистесе тенĕ пекех Брянскран пĕрле ларса тухнăскер /Шупашкара килсе курас килнĕ-мĕн/, çывăрса вăхăта сая ярас темен.

Хуралçă ыйха çапать - çакăнпа усă курса çамрăк çын база территорийĕнчи ют машинăсен салонĕсене ухтарма пуçланă. Пĕр машина чÿречине çапса ватнă, теприн кантăкне... Ĕçчен "турист" никам та чарманнине кура çĕрле машинăсен алăкĕсене çапла майпа уçнă. "Ĕçлесе" ывăннă хыççăн "трофейсене" хайхи Брянск грузовикĕн çывăрмалли пÿлмине пытарнă та хăй те унта кĕрсе выртнă - "халь тĕлĕрсе илме те юрать"...

Ирхине базăра шăв-шав çĕкленĕ: харăсах виçĕ автомашина водителĕсем салонсенчен тĕрлĕ техника çухалнипе хыпăнса ÿкнĕ - пĕтĕмпе 10 пине яхăн тенкĕлĕх. Хуралçăран ыйтаççĕ - вăл нимĕн те калаймасть, мĕн пулса иртнине ăнланмасть. Брянскран килнĕ "Мерседес" вара çак самантра грузне пушатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, çула тухма хатĕр. Анчах ют регион номерĕллĕ грузовик полицейскисене сисчĕвлентернĕ. Атя-ха, тĕрĕслер!

Вăрланă япаласене шăпах унта тупнă. Хуçисем вĕсене тÿрех палласа илнĕ. Халĕ ĕнтĕ Шупашкарăн çамрăк хăнин Чăваш Енĕн тĕп хулипе полицин ятарлă машинин решеткеллĕ чÿречинчен пăхса паллашма тивнĕ, ăна тÿрех следстви изоляторне ăсатнă.

2-мĕш ОП следстви пайĕн ертÿçи Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх - тытса чарнă çамрăкăн амăшĕ пакунлисем хăйне пăтăрмах пирки шăнкăравласа пĕлтерсен чутах макăрса яман, мĕн пулса иртнине ĕненмен: "Манăн ывăл апла хăтланма пултарайман!" Пултарнă çав: Брянск çамрăкĕ Шупашкара пин километр ытла килнĕ - судпа айăпланма... Ун пирки УК 150 статйипе /"вăрлани"/ уголовлă ĕç пуçарнă - 5 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Полицейскисем база ертÿçи пирки те представлени çырнă - преступлени пулассине сăлтавлакан условисене пĕтермелли пирки асăрхаттарнă.

Ольга ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.