Комментари хушас

26 Раштав, 2013

Авиаци полкĕн командирĕ

Пĕр ĕмĕр каялла, 1913 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Етĕрне уесĕнчи /халĕ - Муркаш районĕ/ Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралнă Борис Васильев ентешĕмĕрсенчен чи малтанхисен йышĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Борис Михайлович - истребитель, авиаци полкĕн командирĕ.

Çăмăл килмен унăн пурнăçĕ. Виçĕ çулта чухне хăр тăлăха юлнă. Юрать-ха тăванĕсем пăрахман. Аккăшĕ Екатерина Васильевна уншăн тăван амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Выçлăх, йывăр çулсенче çичĕ çулти ача Етĕрнери ача-пăча çуртĕнче хÿтлĕх тупать. Темле йывăрлăх чăтма тивсен те Етĕрнери сакăр класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать. 18 çула пуссан ялти пуçламăш шкул ертÿçине çирĕплетеççĕ. Пĕр вăхăтрах колхозри ревизи комиссийĕн председателĕнче тата комсомол ячейкин секретарĕнче тăрăшать.

Б.Васильев 1935 çулта Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет. Осоавиахим аэроклубĕнче самолетпа вĕçме хатĕрленет. Виçĕ курс пĕтернĕ çамрăка Хĕрлĕ Çара илеççĕ, Борисоглебскри çар летчикĕсем хатĕрлекен шкула ăсатаççĕ. Унтан та ăнăçлă вĕренсе тухать ентеш. 1941 çул пуçламăшĕнче Качинскри çар авиаци шкулĕн комиссар-летчиксен курсне вĕçлет.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче - 1941 çулхи авăн уйăхĕнченпе. Кăнтăр, Кăнтăр-Хĕвел анăç, Сталинград, Пĕрремĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçать. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчи указĕпе ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне параççĕ, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе /643-мĕш номер/ наградăлаççĕ.

Б.Васильевăн награда хутĕнчен: «...1941 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Васильев ертсе пыракан звено Днепр урлă хывнă каçă çывăхĕнчи бензин складне икĕ бомбăпа тĕп тунă. Тăшман вăйлă персе тăнипе самолет ултă çĕртен шăтнă. Апла пулин те Васильев хамăр аэродрома вĕçсе çитсе самолета ăнăçлă антарса лартма пултарнă...

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен переправи çине бомбăсем пăрахса ăна юрăхсăра кăларнă...

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Б.Васильев эскадрильăна Верховцы станци çывăхĕнчи аэродром çине бомба пăрахма ертсе кайнă. Тăшманăн 7 самолетне тĕп тунă...

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ломовка çывăхĕнчи переправăна аркатма вĕçсе тухсан тăшман зениткисем Б.Васильев самолечĕн бакне персе шăтараççĕ. Летчик çухалса каймасть, самолета хамăр территорие илсе çитерсе антарса лартма пултарать...»

Награда хучĕ çинче «Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçлĕ» тесе хушса çырни пур. Аяларах - 6-мĕш арми командующийĕ Малиновский генералпа Кăнтăр-хĕвел анăç фрончĕн командующийĕ Тимошенко алă пуснисем.

Хĕрлĕ Çарăн кадрсен тĕп управленийĕн 4-мĕш пайĕ ВКП/б/ Чăваш обкомĕн секретарĕ И.Чарыков ячĕпе 1942 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче янă çырура Герой пирки çапла çырнă йĕркесене вулатăн: «...Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн СССР орден-медалĕпе наградăланисен йышĕнче 864 чăваш пур. Вĕсенчен пĕри - Совет Союзĕн Геройĕ, батальон комиссарĕ Борис Михайлович Васильев, Хĕвел анăç фрончĕн истребительсен авиаполкĕн çар комиссарĕ...»

1942 çулхи çулла 92-мĕш истребительсен авиаци полкĕ Сталинград тÿпинче тăшманпа çапăçать. Пĕр тытăçура Борис Васильев тусĕ, полк командирĕ Фарид Фаткуллин вилет. Б.Васильева ун вырăнне полк командирне çирĕплетеççĕ. Кĕçех вăл та йывăр аманать. Госпитальсенче сипленнĕ хыççăн Борис Михайлович каллех фронтра.

Чăваш Енре Геройпа тивĕçлипе мăнаçланнă. ВКП/б/ Чăваш обкомĕ Хĕрлĕ Çарăн сывлăш-çар штабне 1944 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче янă телеграммăра ентешĕсем Борис Васильев валли ятарласа самолет туянни çинчен пĕлтернĕ.

Б.Васильев Çĕнтерĕве хăйĕн полкĕпе Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Унăн кăкăрне I тата II степень «Тăван çĕр-шыв вăрçи» орденсем илемлетнĕ.

1951 çулта Сывлăш-çар академийĕнчен вĕренсе тухнă, 1953 çултанпа - саппасри подполковник. Шел, Герой пурнăçĕ 1955 çулта сарăмсăр татăлать.

Мария БЕЛКОВА,

Чăваш Республикин хальхи историйĕн

патшалăх архивĕн аслă архивисчĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.