Çамрăксене - патриот воспитанийĕ
Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм

«Çамрăксене патриот воспитанийĕ парассине тата доброволецсен юхăмне аталантарассине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Чăваш Ен çамрăкĕсем Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнă проектсене те хастар хутшăннă. Республика команди уйрăмах Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт туризмĕн фестивалĕнче ăнăçлă ăмăртнă, унта пирĕн туристсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерьне, çавăн пекех округри «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисене хутшăннă çамрăксем те Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. РФ Оборона министерстви ирттерекен смотр-конкурсри пирĕн çĕнтерÿ çамрăксене воспитани парас ĕç тухăçлăхĕн ырă кăтартăвĕ пулса тăчĕ», - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.

Чăн та, Чăваш Енре çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас енĕпе чылай ĕçлеççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи юпа уйăхĕнче ятарлă Указа алă пуснăранпа ку ĕçе пушшех те вăйлатма тăрăшаççĕ. Ун чухне çĕр-шыв ертÿçи граждан обществи тата влаç органĕсен умне тĕллев лартнă: çамрăксене патриот воспитанийĕ парассине вăйлатмалла, йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрсемпе каччăсене тулли те кăсăклă, тĕрлĕ пулăмпа пуян пурнăçа явăçтармалла-хăнăхтармалла. Асăннă Указа пурнăçлас тата влаç органĕсем çак ыйтусемпе тата тăрăшарах ĕçлеччĕр тесе Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округра обществăшăн пĕлтерĕшлĕ темиçе проект ирттерме йышăннă: оборонăпа спорт тата сывлăха çирĕплетекен «Гвардеец» лагерь, «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисем, çамрăксен «iВолга» форумĕ, «Ачалăх çăлтăрĕсем» конкурс... Çак проектсене чăваш хĕрĕсемпе каччисем те хастар хутшăннă.

Акă çамрăксен «iВолга» форумĕ кăçал çĕртме уйăхĕнче Самар облаçĕнче иртнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Селигер» вĕренÿ форумĕн хатĕрленÿ тапхăрĕ пулса тăнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие Чăваш Енрен 82 çын хутшăннă. Вĕсен проекчĕсенчен чи кăсăклисене хамăр республикăра йĕркеленĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче сÿтсе явнă, ĕçсене мĕнле лайăхлатмалли пирки экспертсем - федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин тата аслă шкулсен ертÿлĕхĕ - усăллă сĕнÿ-канаш панă. Çамрăксем хăйсен идейисене пурнăçа кĕртмелли кашни утăма тĕплĕн сăнланă, проекчĕсем валли мĕн чухлĕ укçа кирлине шутланă. Çакăн хыççăн виçĕ ĕçе - А.Сергеевăн «Интернет-журналистика шкулĕ», О.Смирновăн «Хула университечĕ», К.Александровăн «Волонтерсен шкулĕ» - укçа-тенкĕпе пулăшма йышăннă.

«Гвардеец» лагерьте Атăлçири 600 ытла ачапа çамрăк, çав шутран 40-шĕ Чăваш Енрен, пулса курнă. Унта хутшăннисен 75% - йывăр лару-тăрăва лекнисем, тăлăхсем, служба тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ çар çыннисен ывăлĕсем, нумай ачаллă çемьери шăпăрлансем. Унсăр пуçне ку йышра пурнăçне çарпа çыхăнтарас текенсем, кадет класĕсенче вĕренекенсем пулнă. Аслă классенче ăс пухаканскерсем икĕ эрне çар условийĕсенче пурăннă: кашни ир плац тăрăх стройпа утнă, окопсем чавнă, хĕç-пăшалтан пеме тата автомата салатса пуçтарма хăнăхнă. Пĕрремĕш сменăра пулнă ентешĕмĕрсем пултарулăх фестивалĕнче 1-мĕш, çар хатĕрленĕвĕ енĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш сменăра Чăваш Ен команди çар пĕтĕмĕшле хатĕрленĕвĕпе 2-мĕш, стройпа утса тата волейболла, футболла выляса 3-мĕш вырăна тухнă, пĕтĕмĕшле зачетра вара - 4-мĕш. Маттур! «Гвардеец» лагерьте пиçĕхнисемпе курса калаçма тÿр килнĕччĕ те - вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен офицер пулас килнине пĕлтернĕччĕ. Паллах, унта туптанă ăсталăх вĕсене çарта çеç мар, ахаль пурнăçра та кирлĕ пулĕ.

«Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисен округри финалĕнче Чăваш Ен чысне Патăрьел районĕнчи çамрăк армеецсем хÿтĕленĕ. Вĕсем çак ăмăртусене çу тăршшĕпех хатĕрленнĕ, ытларах - республикăри ДОСААФ никĕсĕ çинче. Тăрăшни сая кайман: Чăваш Ен команди йĕтрене инçете ывăтассипе тата пурнăç тивĕçтерĕвĕн хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен ăмăртăвĕнче - 3-мĕш, ишес енĕпе /эстафета/ - 2-мĕш, пĕтĕмĕшле зачетра вара 4-мĕш вырăн йышăннă. Чăнласах та курăмлă çитĕнÿ-çке ку!

Çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçе вăйлатас тĕлĕшпе тата мĕн тума май килни республикăра пурăнакансене те шухăшлаттарать. Чи кирли - вĕсен шухăш-сĕнĕвне республика ертÿлĕхĕ те илтни, ырă пуçарусене хăвăртрах пурнăçа кĕртмешкĕн майсем туса пани. Акă кăçал раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăри Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Владимир Крюковский Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерекен йышăнăва килсен республикăра кадетсен корпусĕ кирли пирки сăмах пуçарчĕ. Вăл çак корпуса Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкул никĕсĕ çинче туса хума сĕнчĕ. Михаил Игнатьев республикăра кадетсен корпусĕ кирлех тесе палăртрĕ, çапах, унăн шухăшĕпе, ку центра Шупашкарти кадетсен Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ шкул никĕсĕ çинче йĕркелемелле. Чăваш Енре кадет класĕсен шутне ÿстермелле терĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри 13 район-хулара 52 кадет класĕ ĕçлет, вĕсенче 2300 ачапа çамрăк вĕренет. «Республикăри кадетсен корпусне туса хуни ачасемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе комплекслă майпа тăвакан ĕçсен шутне малалла тăснин лайăх тĕслĕхĕ пулассăн туйăнать. ЧР Вĕренÿ министерствин çак ыйтăва татса парассипе çыхăннă сĕнÿсене 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче тăратмалла», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ çÿлерех асăннă Çырурах.

«Общество пĕрлĕхĕн никĕсĕнче патриотлăх çеç пулма пултарать», - пĕлтернĕ пĕр тĕл пулура Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Эппин, çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе çакăншăн яваплă çынсем малашне те хастар хутшăнччăр, çамрăксем хăйсем Раççей гражданинĕсем пулнăшăн мăнаçланччăр тесе тăрăшчăр.

Ирина СЕМЕНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.