Archive

мая 16th, 2014

16 Çу, 2014

Арăмĕ те, упăшки те - тухтăр

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çавна май чылай хула-районта мероприятисем йĕркеленчĕç. Шупашкарти Мускав район администрацийĕ ĕнер çамрăк çемьесен «Эпир пĕрле тĕлейлĕ» конкурсне ирттерчĕ. Унта тĕп хулара пурăнакан Аничкинсем те хутшăнчĕç. Мăшăр уява пухăннисене «Румба» ташăпа тĕлĕнтерчĕ.

16 Çу, 2014

12 салтак ÿтне тупнă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче иртнĕ «Ас тăвăм вахтинчен» таврăннă. Малалла вулас...

16 Çу, 2014

Участковăя палламастăр-и?

Мобильлĕ хушăм хута ярăр

Ĕнер ЧР ШĔМĕнче видеоконференци иртрĕ. Ăна РФ ШĔМĕн граждан обществин институчĕсемпе тата массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Андрей Пилипчук генерал-майор ертсе пычĕ. Вăл Раççей ШĔМĕн тин çеç хута кайнă мобильлĕ хушăмĕ /приложени/ пирки каласа кăтартрĕ. Малалла вулас...

16 Çу, 2014

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ: сăнсем, шăпасем...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 69 çул çитнине Раççейĕпех, çав шутра пирĕнпе кăçал пĕрлешнĕ Крымпа Севастопольре те, питĕ сумлăн паллă турĕç. Чăваш Республикин тĕп хулинче те, районсенче те Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем иртрĕç.

16 Çу, 2014

Пурнăçа юрăпа çыхăнтармасан та...

Кăçал чăвашла юрлакан ачасен «Мехел» конкурсĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Республика шайĕнче иртекенскерĕн сумĕ çулран-çул ÿснине конкурсçăсен йышĕ пысăкланни кăтартать.

16 Çу, 2014

Çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн кулянать

ЧР Çамрăксен экологи дружинин членĕсем Республика Пуçлăхĕн стипендине çулленех тивĕçеççĕ. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн, тавралăх илемĕшĕн хыпса çунакансемшĕн экологи ыйтăвĕсем никамринчен çывăх. Вĕсем çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн та, çамрăк ăру ешĕлле шухăшлама вĕренсе çитейменшĕн те кулянаççĕ.

16 Çу, 2014

Усалăн кĕпи тÿнтер

Арçын пĕр сăмах чĕнмесĕр сутуçă умне ывăç тулли вак укçа кăларса хучĕ. Лешĕ те сăмах хушмасăр пĕчĕкçĕ икĕ кĕленче кăларса лартрĕ. Лутăрканчăк сăн-питлĕ арçын вĕсене самантрах шăлавар кĕсйине персе чикрĕ. Унтан чÿрече умĕнчен лÿпперрĕн пăрăнса аптекăран тухса кайрĕ.

Pages