Аслă Çĕнтерÿ уявĕ: сăнсем, шăпасем...

16 Çу, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 69 çул çитнине Раççейĕпех, çав шутра пирĕнпе кăçал пĕрлешнĕ Крымпа Севастопольре те, питĕ сумлăн паллă турĕç. Чăваш Республикин тĕп хулинче те, районсенче те Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем иртрĕç. Чи малтанах Шупашкарта пурăнакансем, ял-саларан ятарласа килнисем Çĕнтерÿ паркĕнчи нихăçан сÿнми çулăм патĕнче пухăнчĕç, çутă малашлăхшăн çапăçса вăрçăра пуç хунисене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан çынсем Хĕрлĕ тÿремри митинга куçрĕç. Халăх чăннипех те унта та, кунта та питĕ йышлăччĕ. Шел, кăкăр тулли орден-медаль çакнă ветерансем, виçĕ-тăватă çул каяллахипе танлаштарсан, палăрмаллах сахалрахчĕ. Вăхăт шăвать. Тискер вăрçа хутшăннисенчен чи çамрăккисем те халĕ 90 çула капашаççĕ. Манăн хальхинче илемлĕ парада сăнас килмерĕ - кашни çулах пĕрешкел иртет вăл, Шупашкарти куççуль кăларттаракан мероприятисене хутшăннă ватă çынсемпе калаçма кăмăл çуралчĕ. 69-73 çул каяллахи чунра тарăн суран хăварнă тапхăра вĕсем епле аса илеççĕ?.. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.