Archive - 30 Jun, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра тĕпленнĕ Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоров пĕрлешсен ача-пăча çуратса ура çине тăратма ĕмĕтленнĕ. Çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăннă, анчах çуртра ача сасси илтĕнмен. 44 çул хыçа юлнă. Мăшăр тăлăха усрава илме шухăшланă.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак хавхалантарăва 21-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова та пур. Премие вăл литература, культура тата искусство енĕпе «Пихампар чунĕ манра» спектакльти тĕп роле — Чиперпие — калăпланăшăн тивĕçнĕ.