Аслă Елчĕкри Кĕлпук мучи

30 Çĕртме, 2017

Елчĕк тăрăхĕнче вырăнти Кĕлпук мучине пĕлмен çын çук пулĕ. Пăхатăн та ун çине тĕлĕнетĕн: вăл Кĕлпук мучинчен чăннипех нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Валерий Савуков культура тытăмĕнче 1967 çултанпа тăрăшнă. Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче 28 çул киномеханикре ĕçленĕ. Вăл — СССР кинематограф отличникĕ, ЧР Çамрăксен фестивалĕн лауреачĕ. Пĕр вăхăт республикăри кинофикаци управленийĕн Хисеп хăми çинчен кайма пĕлмен. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ паянхи кун та республикăри, районти, ялти пул-тарулăх фестивалĕсене, Аслă Елчĕк ялĕн уявне, ытти мероприятие хутшăнать.

Валерий Егорович çĕр-çĕр юптару калама ăста. Вăл выльăх- чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сассине евĕ-рлет. Ăна итлесе ларнă май ку ăсталăха ăна Турă панине ĕненетĕн. «Чу-уфи-ик! Чу-уфи-ик! Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр!» — туй картине тухнă ăсана евĕрлесе кăтартрĕ вăл. Кăштахран шăпчăк евĕр юрă шăрантарма тытăнчĕ, унтан çерçи пек чĕвĕлтетрĕ. Шăнкăрч евĕр ши! шăхăрма та ăста. Тĕлĕнмелле, Валерий Савуков улатаккана та çаврăнать, куккук пек те авăтать… Залра вылякан мăнукĕсем тахăш вăхăтра юратнă аслашшĕне сырăнчĕç. «Икĕ çул каялла эпир асаттене Елчĕкри Акатуйра курса тĕлĕннĕччĕ. Вăл сцена çинче пачах урăх çын пек тухрĕ — сухалпа, парикпе. Сасси те хăйĕн пек марччĕ, ăна кайран тин палларăмăр: пирĕн асатте иккен!» — йăл кулса каларĕç Юльăпа Егор.

«Халĕ çынсене çамрăк чухнехи пек вăйлă култараймастăп. Çулсем иртеççĕ, шăл хушшинчен çил вĕрет. Анне кирек мĕнле çыннăн сассине те шăп та лăп çавăн пек кăлараятчĕ, манăн вара ача чухнех выльăх-чĕрлĕхе, кайăк- кĕшĕке евĕрлесси аван пулатчĕ», — палăртрĕ Аслă Елчĕкри Кĕлпук мучи.

Юптарусем каласа çынсене култарасси Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăка клуб заведующине виçĕ уйăхлăха вĕренме ярсан пуçланнă. Маларах вара вăл çын умĕнче сăвă вулама та именнĕ. «Зачет тытмаллаччĕ ун чухне. Черет çитесрен хăраса мулкач пек тăр-тăр! чĕтресе лартăм. Манăн доклад тумаллаччĕ е лекци вуламаллаччĕ. Пĕр-пĕр юптару каласан та пăсмастчĕ. Мĕн тумалла? Кĕçех манăн черет çитет-çке. Тахăш хушăра пĕри çÿхе кĕнеке ывăтса пачĕ. Унта Николай Васильевăн «Икĕ сысна» юптарăвĕ пурччĕ. Комисси умĕнче аран- аран вуласа тухрăм, ахăлтатсах кулчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. «Тенкел çине тăрса тепĕр хутчен кала», — хăпмарĕç манран залри çынсем. Хам помидор пек хĕрелсе кайрăм, çавăнтах çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ. Ун чухне юптару вулассинчен хăтăлтăм, анчах вăхăтлăха çеç. Çав «Икĕ сысна» ялти çынсен хăлхине те кĕнĕ. Ирĕксĕрех сцена çине кăларчĕç. Хама та килĕшрĕ-ши — юптарăва ниепле те манса каяймарăм. Çынсем эпĕ ăна калама тытăничченех хырăм тытса кулма пуçлатчĕç», — халăх умне епле тухнине аса илчĕ Валерий Савуков.

Пĕчĕк Валера ача чухне чÿречерен тухса ÿкнĕ, шалча çине хытах тăрăнса çурăм шăммине амантнă. Çапла вăл ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.