Комментари хушас

30 Çĕртме, 2017

Шупашкартан — Байкала çити

Куççульленсе сыв пуллашрĕç

Кĕсьере темĕн чухлĕ укçа пулсан та 120 пин тенкĕ тăракан çав качакана илместĕмччĕ. Чĕр чунсен кĕлеткине упрама юратакан çынсем пур вĕт. Уйрăмах — ухутана кăмăллакансем. Красноярскри пасарта пăлан мăйракисем те пурччĕ. 100 пин тенкĕ кăларса хумалла уншăн. Оля Никифорова вара сутуçă патне качака илес тĕллевпе мар, ăпăр-тапăрпа паллашма кĕрсе кайрĕ. Чăнах та, темĕн те пурччĕ унта: капăрлатнă çăматăсем, çĕлĕксем, чĕр чун шăлĕсем… Вĕсемпе киленнĕ чухне вăхăт шунине те сисмерĕмĕр. Пирĕн малалла каймалла вĕт — Красноярск чăвашĕсем кĕтеççĕ.

Тĕлпулу хулари педагогика училищинче иртрĕ. Темшĕн вăл пирĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна аса илтерчĕ. Коридорта утса çÿренĕ май Дмитрий Хворостовскин сăн ÿкерчĕкне асăрхарăм. Паллă опера юрăçи кунта пĕлÿ илнĕ иккен. Ку училищĕре пулса курма тата кăмăллă. Хĕрлĕ Çыр чăвашĕсем вара пире кĕтсе ывăннă, концерт пуçлансанах ташлама тытăнчĕç. Чăваш наци тумне тăхăннă аслă ăру çыннисене сăнаса ларнă май икĕ пике куç тĕлне пулчĕ. Хыçалти ретре ларакансем хаваслă кĕвĕ çеммипе хуçкаланчĕç. «Нивушлĕ вĕсем чăвашсемех?» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Кайран вĕсене коридорта тытса чартăм. «Пирĕнте чăваш юнĕ чупать. Манăн аттепе анне — чăвашсем. Эпĕ чăвашла ăнланатăп, анчах ирĕклĕн калаçаймастăп. Ара, вырăс шкулĕнче вĕреннĕ-ха та. Çапах хам чăваш пулнипе мухтанатăп. Чăваш юррисене илтсен ташламасăр чăтаймастăп. Чĕре çапла ыйтать. Манăн 7-ри хĕрача пур. Маргаритăна чăвашла калаçма хăнăхтаратăп, вăл тĕрлĕ мероприятире тăван чĕлхепе сăвăсем вулать», — çапла савăнтарчĕ Василиса Арсланова. Настя Васильевăпа, фотографпа, вăл ăнсăртран паллашнă. Пикен кукамăшĕ чăваш пулнă иккен. Халĕ иккĕшĕ чăваш çамрăкĕсене наципе культура автономине кĕртессишĕн çунаççĕ. Шел, чылайăшĕ автономи ирттерекен мероприятисене хутшăнасшăн мар. «Пире ку мĕн тума кирлĕ?» — тесе те хăйсем чăваш пулнинчен вăтанаççĕ, те наянлăх пуснипе нимĕн те тăвасшăн мар çав çынсем. Пире, Чăваш Енрен килнĕ делегацие, кунта чунран кĕтнине сыв пуллашма вăхăт çитсен тата лайăхрах ăнлантăмăр. «Юманлăх» ансамбле чылай çул ертсе пыракан Светлана Барабанова куççульленчĕ, «Эсир маншăн чи çывăх çынсем пекех», — терĕ.

«Акăлчанла мар, чăвашла калаçас килет»

Красноярскран каçхине çула тухрăмăр. Байкал тăрăхне çитиччен нумай юлман — 800 çухрăма яхăн çеç. Ку, эпир Шупашкартан çула тухса миçе хулана хыçа хăварнипе танлаштарсан, нумай та мар. ЧНКн пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева маларах систерчĕ: Иркутск хулине çитиччен пирĕн Иркутск облаçĕнчи Тайшет районĕнчи пĕр чăваш ялне кĕмелле. «Джогино ялĕ тайгара вырнаçнă», — пĕлтерчĕ вăл.

Тул çутăлса пынă вăхăтра эпĕ, автобусра ларакан чылай çын пекех, тавралăхпа киленсе пытăм. Çул хĕррипе йывăçсем кашлаççĕ, пĕвесем илемĕпе тыткăнлаççĕ. Çак ÿкерчĕке сăмахпа каласа ăнлантарма çук — курмаллах! Анчах ăçта Джогино ялĕ? Вăл çывăхра пуласси пирки ахалех шухăшларăм — тайгана кĕрсен 100 çухрăм каймалла иккен. Чĕресĕр юлаттăм пулĕ. Асфальт çул яка пулсан темех мар-ха. Анчах вăл пур çĕрте те тикĕс марччĕ. Ланкашкасем тăрăх кайса темиçе ял витĕр тухрăмăр. Чим-ха, тĕрĕсех каятпăр-ши? Вĕçĕ- хĕрри çук. Салонра шăплăх хуçаланчĕ. Тинех малта илемлĕ юхан шыв курăнчĕ. Вăл Бирюса ятлине пĕлтĕмĕр. Çул çинче ывăннă водитель темиçе минутлăха чарăнчĕ. Пурте таврана илем кÿрекен чечексене татма чупрĕç. Ара, ахальтен мар. Шăпах çав кун, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Елена Османова юрăçăн çуралнă кунĕччĕ. Чечек айне пулнă Елена Кирилловна савăнăçне пытармарĕ, «Акă юбилей те çитрĕ. Халĕ Çĕпĕр пенсине илсе пурăнăп ĕнтĕ», — шÿтлерĕ вăл.

Тинех Джогино ялне çитрĕмĕр. «Тайгари шăтăк-путăклă çул çинче силленсе пыма кирлехчĕ-ши?» — çакнашкал шухăш кайран, шкул енне утакан çынсене асăрхасан, çийĕнчех сирĕлчĕ. Нумаях пулмасть ялти культура çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Клуба çынсем чĕртсе янă иккен. Çакă ял çыннисене самаях хурлантарнă. Культура вучахĕн çуртĕнче иртнĕ мероприятисем халăха пĕрлештернĕ-çке-ха. Çавăнпа концерт шкулти спортзалта иртрĕ. Унта ватти те, вĕтти те пуçтарăнчĕ. Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа пĕр килнĕ концертра пурте ура хуçса ташларĕç. Иккĕленместĕп: кайран юрăçсене хăпартланса, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ çынсен алли ыратнах. Кашнин куçĕнче — телей. Акă мĕн куртăм эпĕ. Концерт вĕçленсен Елена Османова чăваш такмакĕсене шăрантарма тытăнсан чылайăшĕ вырăнта лараймарĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.