Archive - 20 Ака, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
«Кашни çырура — кăсăклă шăпа»
Алина САВЕЛЬЕВА, чăваш эстрада юрăçи:
— Эпĕ «Çамрăксен хаçатне» шкулта вĕреннĕ чухнех юратса вулаттăм. Мана «Юратупа наркăмăш» кăларăм уйрăмах килĕшетчĕ. Хаçата алла тытсанах унти çырусене шĕкĕлчеттĕм. Халĕ те кăларăм чуна çывăх. Унта пичетленнĕ çырусенче — тĕрлĕ шăпа. Хăшĕ-пĕрине вулатăп та тĕлĕнетĕп: унашкал йăнăш тăвас марччĕ. Альбина Юрату тытса пыракан «Чуна уçса калаçар» рубрикăн хăнисемпе те хаваспах паллашатăп. Унта артистсен пурнăçĕ çинчен, хальччен илтменни пирки, пĕлетĕп. «Çамрăксен хаçачĕ» чылай ыйтăва çутатать. Юратнă кăларăмăн страницисенче çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăннă статьясене ытларах курас килет. Халĕ ачасем сиенлĕ йăласемпе хăвăрт туслашаççĕ. Тĕслĕхсем илсе кăтартсан, тен, ачасем пĕтĕмлетÿсем тăвĕç.
Ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйсан пурнăçа юратĕç
Юлашки вăхăтра çĕршывра çул çитмен ачасем хăйсем çине алă хуни пирки нумай калаçаççĕ. Чăваш Енре те хăйсен ирĕкĕпе çут тĕнчепе сыв пуллашакан çамрăксем пурри пăшăрхантарать. Пĕлтĕр вĕсен йышĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ÿснĕ: 13 ача хăйĕн çине алă хунă.
Чăваш Ен çыннисем кăçал ăçта канасшăн?
Пирĕн ентешсенчен чылайăшĕ çуллахи кану кунĕсенче ют регионсене, инçетри çĕршывсене кайса килме ĕмĕтленет. Хăшĕ-пĕри халех турфирмăсенче путевкăсем туянма палăртса хунă.
Ăçта йÿнĕрех — çавăнта
Салам, хĕвеллĕ Казахстан!
Витĕр касакан çиллĕ Кызылорда, хĕвеллĕ Туркестанпа танлаштарсан, самаях сивĕ тăрăхра вырнаçнă. Урамра уяв пуçланасса кĕтсе шăнса хытрăмăр. Хула варринче лартнă юртăсем тавра халăх татти-сыпписĕр хĕвĕшет те хĕвĕшет. Кашни юрта çумĕнче кавир сарнă, пĕчĕк сценăсем çинче вырăнти юрăçсем тăван халăх юррисене шăрантарчĕç, уява килнисем сĕтелсем çинчи апат-çимĕçе тÿлевсĕрех çирĕç. Циркачсем канат тăрăх утрĕç, каччăсемпе арçынсем кавир çинче кĕрешрĕç, ачасене лашапа тата тĕвепе ярăнтарчĕç. Уява айккинчен пăхса тăма питĕ интереслĕ. Пĕлĕшĕсемпе тĕл пулсан ыталанаççĕ, чуп тăваççĕ, темĕн çинчен хĕрсех калаçаççĕ. Кызылорда хулин мэрĕ Нурлыбек Налибаев уява уçма килнине пĕлтерсен халăх тÿрех шăпланчĕ.
Пулас мăшăрĕ патне костыльпе те çÿренĕ
Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан Белковсен кил картишне кĕрсен чăхсем пĕр вĕçĕм кăтиклетрĕç, хушăран ĕнесем сасă пачĕç. Тÿрех ăнлантăм: çемье выльăх-чĕрлĕх нумай тытать. Çакна кил умĕнче ларакан техника та çирĕплетрĕ. Вăрманлă тăрăхра пурăннă май Ольгăпа Леонид çулла утă нумай хатĕрлеççĕ.