Комментари хушас

20 Ака, 2017

Салам, хĕвеллĕ Казахстан!

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.
Ĕмĕте пурнăçлакан пирамида
Витĕр касакан çиллĕ Кызылорда, хĕвеллĕ Туркестанпа танлаштарсан, самаях сивĕ тăрăхра вырнаçнă. Урамра уяв пуçланасса кĕтсе шăнса хытрăмăр. Хула варринче лартнă юртăсем тавра халăх татти-сыпписĕр хĕвĕшет те хĕвĕшет. Кашни юрта çумĕнче кавир сарнă, пĕчĕк сценăсем çинче вырăнти юрăçсем тăван халăх юррисене шăрантарчĕç, уява килнисем сĕтелсем çинчи апат-çимĕçе тÿлевсĕрех çирĕç. Циркачсем канат тăрăх утрĕç, каччăсемпе арçынсем кавир çинче кĕрешрĕç, ачасене лашапа тата тĕвепе ярăнтарчĕç. Уява айккинчен пăхса тăма питĕ интереслĕ. Пĕлĕшĕсемпе тĕл пулсан ыталанаççĕ, чуп тăваççĕ, темĕн çинчен хĕрсех калаçаççĕ. Кызылорда хулин мэрĕ Нурлыбек Налибаев уява уçма килнине пĕлтерсен халăх тÿрех шăпланчĕ. Пуçлăх рет умĕпе иртсе кашнине алă пачĕ, сывлăх суннă май уявпа саламларĕ. Пухăннисем ăна хисеплени сисĕнчĕ. Каярахпа, кулиса хыçĕнче тăнă чухне, канăç мĕнне пĕлмен пуçлăх хулашăн нумай ĕç тунине концерта ертсе пыракан çамрăксем каласа пачĕç. Кызылордара та пирĕн чăваш пикине Вероника Пинеслуна питĕ аван йышăнчĕç. Шăнса кайнипе алă-ура чĕтрерĕ пулин те пит çинчен йăл кулă каймарĕ. Концерт вĕçленсен ресторана апатланма илсе кайрĕç. Сĕтел каллех апат-çимĕçпе йăтăнчĕ. «Эх, манăн мĕншĕн икĕ хырăм мар-ши?» — тесе шÿтлерĕм туссемпе. Асăрхаттарса хăварам: 10 кун хушшинче чаплă сĕтел хушшине ларсан çăвара пĕр тумлам эрех те яман. Мăсăльмансен эрех-сăра хисепре марри мана тахçанах тĕлĕнтермест ĕнтĕ.

Казахстан çĕрĕ мана тепĕр япалапа та тĕлĕнтерчĕ. Кызылорда хулинчен 300 ытла çухрăмра вырнаçнă Коркыт-Ата асăну комплексне илсе кайрĕç. Кунта эпир стела тăрринчи орган çил вăйĕпе илемлĕ кĕвĕ кăларнине итлерĕмĕр. Байконуртан 60 çухрăмра вырнаçнă комплексра — Çĕрпе пĕлĕт хушшинче чи кĕске инçĕш. Коркыт-Ата казахсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн. Кунта ют çĕршывсенчен поломниксем килсех тăраççĕ, орган айне ларса кĕлĕ тăваççĕ, никама илтмесĕр шухăша путаççĕ, çил юррине итлеççĕ. Комплекса 1980 çулта хута янă. Унта музей, ĕмĕте пурнăçа кĕртекен пирамида, амфитеатр, стела, кошкар скульптура пур. Кобыз евĕр палăкăн авторĕсем — Б.Ибраев архитекторпа С.Исатаев физик-акустик. Кĕвĕ кăларакан çил сасси шăпах кобыз сасси евĕр. Экскурсовод сĕннипе кунта килнĕ çынсенчен Вероника Пинеслупа иксĕмĕр çеç ĕмĕте пурнăçлакан пирамидăна кĕрсе хĕвел çаврăннă май утрăмăр, Çÿлти Хăватран пулăшу ыйтрăмăр. Ара, кунта тÿпе патне чи çывăх вырăн вĕт. Пытармастăп: эпĕ чăвашсем килĕштерсе пурăнччăр, кашни çемьере ырлăх, телей, сывлăх, ăнлану, юрату пултăр тесе ыйтрăм. Хамшăн кĕлĕ тума та манмарăм. Тăван чĕлхепе кĕнекесем кăларма вăй-хал ыйтрăм. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан кăçал вулакан патне «Çамрăксен хаçатĕнче» «Чуна уçса калаçар» рубрикăра республикăри паллă çынсемпе пичетленнĕ интервьюсен кĕнекине кăларас шухăш пур. Унтан пире Кармакшы поселокне илсе кайрĕç, туйсем ирттерекен Тойханара тĕлĕнмелле вăйлă хăналарĕç. Хальхинче пирĕн валли казахсен чи çепĕç саслă юрăçисем 2 сехет юрларĕç, чуна çунатлантарчĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.