«Кĕнеке - чĕрĕ, унра чунлăх пур»

Эсир сăнанă-и: хăш-пĕр ача пĕрремĕш утăмсем тума пуçласанах пултарулăхĕпе палăрать. Ыттисенчен раснарах шухăшлавĕпе, хăйне евĕрлĕ тавра курăмĕпе тĕлĕнтерет. Кунашкаллисене аслисен хушшинче те асăрхама пулать. Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче кун çути курнă Ольга Иванова Австрийская шкул сукмакне такăрлатма тытăнсанах тантăшĕсенчен хăйне евĕр шухăшĕсемпе уйрăлса тăнă. Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ ун чухнех кĕнекесемпе кăсăкланнă. Сас паллисене аран-аран палланă пулсан та юмах-халапа интересленсе вуланă вăл. Пуçламăш класра ăс пухнă чухне Ольга хăй тĕллĕн «Чарусăр чăх чĕппи» ятлă пĕрремĕш кĕнекине ăсталанă. Ăна ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

«Ача-пăча колготки» калав

Тепĕр «кĕнеке» вара пачах ăнсăртран çуралнă. Амăшĕ пĕчĕкскере колготка туянса панă хыççăн Оля канăçне çухатнă. Ара, тумтире чĕркенĕ хытă хут ытла та илемлĕ, «кĕнеке» хуплашки пекех туйăннă-çке. Унта хитре сас паллисемпе «Ача-пăча колготки» тесе çырни çакнашкал ятлă калав шухăшласа кăларма хистенĕ. Каланă — тунă. Вăхăт нумаях та иртмен — пĕчĕк авторăн тепĕр «кĕнеки» «пиçсе çитнĕ». Вĕсене хатĕрленĕ чухне вăл хăçан та пулин чăн-чăн кĕнеке пичетлесе кăларма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллев патне хĕр ача юмах-калав çырмассерен çывхарнă. Кăштах çитĕнсен вăл шкулта тата ялта иртнĕ мероприятисем пирки заметкăсем çырса «Тантăш», «Ачапча» хаçатсене ярса панă. Çамрăк автор вĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. Заметкисене ытларах кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çыхăнтарнă. Хĕр ача çынсене сăнама юратнă, кашни хăйне евĕр-çке-ха. Пĕчĕк статйисенче çитменлĕхсенчен хăтăлмалли меслетсене çырса кăтартнă вăл. Пĕр пĕчĕк çитменлĕх те пурнăçра ура хума пултарать вĕт, мĕншĕн тесен вăл вăхăт иртнĕçемĕн пысăкланса пырать. Унран хăтăлма тăрăшманни мĕн патне илсе çитернине тĕпченĕ Оля.

Хĕр ача район хаçачĕпе çеç çыхăну тытма хăюлăх çитереймен. Вăтам класа куçсан тин унта çыру вĕçтернĕ. Оля хăйĕнпе паллаштарнă, конверта сăн ÿкерчĕкне те, сăввипе юмахĕсене те чикнĕ. «Пĕр хĕвеллĕ кун район хаçатĕнче ман пирки статья пичетленсе тухрĕ. Ку мана пăртак кулянтарчĕ, мĕншĕн тесен хам пирки редакци ĕçченĕсем валли çеç çырнăччĕ. Çывăх çыннăмсемпе ял халăхĕ умĕнче хама аван мар туйрăм», — каласа кăтартрĕ пике. Кун хыççăн ăна нумайăшĕ паллама пуçланă. Ун чухне пултаруллăскер хăйĕн чăн хушамачĕпех çырнă, псевдоним илме шухăшламан.

Шкултан вĕренсе тухнă тĕле Ольгăн хаçатра пичетленнĕ хайлавĕсемпе заметкисем папка туллиех пухăннă. Аслă пĕлÿ илме вăхăт çитсен амăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ пирки сăмах хускатнă. Шкултан «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухнă хĕр унта çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Практика пуçлансан Оля «Тантăш» хаçата çул тытнă.

Журналистсемпе çыравçă-сенчен чылайăшĕ хăйĕн валли хушма ят шыраса тупать. «Республикăра Оля Иванова нумай. Ытла та ансат ят», — тенĕ Вăрнар районĕн пикине редакци ĕçченĕсем, псевдоним тупма сĕннĕ. Пике нумай шухăшламан — статьясене тăван ялĕн ячĕпе çырма тытăннă. Пĕр хушă вăл «Ольга Пăртас» ятпа пичетленнĕ. Каярахпа каллех, хаçат ĕçченĕсем сĕннипе, хушма ят шырама тивнĕ. «Австрийская» псевдонима суйласси ăнсăртран килсе тухман. Мăн аслашшĕ Австри çынни пулнăран Оля çакнашкал хушма ят илме шухăшланă. Çавăнтанпа вăл ăна улăштарман. Ольга çулсерен çулла пĕр уйăх хăйне журналист ĕçĕнче тĕрĕсленĕ.

Хайлавсем епле çуралаççĕ?

Ольга диплом иличченех хăйĕн юратнă ача-пăча кăларăмне ĕçе вырнаçнă. Университетпа сыв пуллашсан урăх хаçата ĕçлеме куçнă. Ун хыççăн вăл Чăваш кĕнеке издательствине корректора вырнаçнă. Кăштахран тăрăшуллăскере ача-пăча кĕнекисен редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Издательство ĕçченĕсен йышне кĕрсен Ольăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Издательствăра вăй хуни кĕнеке кăларассипе тÿрремĕн çыхăннă-çке-ха. Эппин, Ольга та вулакансем патне çĕнĕ кĕнекене çитерес ĕçе хутшăнĕ. Ку уншăн — пысăк телей! Çав вăхăтрах вăл сăвă-калав хайлама та вăхăт тупнă. Епле çуралаççĕ-ха вĕсем? Чун ыйтнипе-и? «Эпĕ вăл е ку калавра мĕн пулассине маларах палăртмастăп. Хăш чухне сăнарсен ятне те чи юлашкинчен шухăшласа тупатăп. Сюжет çырнă май аталанать, кашни сăнар хăйĕн вырăнне тупать», — ăнлантарчĕ литература анинче çул хывнăскер.

Хальхи саманара, технологи аталаннă вăхăтра, хăшĕ-пĕри электрон кĕнекене хапăл тăвать. Çакăн пирки çамрăк çыравçă хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Электрон кĕнекене тытса вулама кăмăл çук. Ахаль кĕнекех манăн чуна çывăх. Вĕсем «чĕрĕ», страницăсене тытса пăхма, унăн хăйне евĕр шăршипе киленме май пур. Вĕсенче — чунлăх. Çак кĕнекене кун çути кăтартассишĕн тăрăшнă çынсен чун ăшши пур унта. Электрон кĕнекене вулани роботпа калаçнă евĕрех туйăнать». Тен, вăхăт иртсен хут çинче пичетленнĕ кĕнекесем пачах пулмĕç? Литературăна чунран юратаканскер апла шухăшламасть. «Телекурав йĕркеленме пуçласанах ку ыйтăва хускатнă. Ун чухне вăл пичет кăларăмĕсен вырăнне йышăнни пирки калаçнă. Унтанпа нумай çул иртнĕ, кĕнекесем вара пур-пĕрех пичетленеççĕ, вулакансем вĕсене кĕтеççĕ. Кĕнеке тусĕсем малашне те пулĕç», — терĕ Ольга Иванова.

Кĕнеке çынна тĕрлĕрен витĕм кÿрет. Пĕрне вуланă чухне ахăлтатса кулас килет, тепри йĕртме пултарать. Виççĕмĕшĕ вара пурнăç шухăшлавне улăштарма хистет. Унашкаллисен йышне Оля Джек Лондонăн «Мартин Иден» хайлавне кĕртет. «Тĕп сăнар, аслă пĕлÿ илменскер, пурнăçне литературăпа çыхăнтарасшăн. Калавсем çырсан вăл хаçат редакцийĕсене çул тытать. Анчах чылай çĕрте унăн ĕçĕсене йышăнмаççĕ. Тĕп сăнар пур-пĕрех хăйне шанма пăрахмасть, парăнмасть, малаллах ăнтăлать, çырать, хăйĕн пултарулăхне пĕчĕккĕн туптать. Вăл мана çине тăма пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ», — ăнлантарчĕ ачаранпах кĕнекепе туслăскер. «Çак сăнарпа сан хушăра пĕрпеклĕхсем пур-и?» — ыйтрăм унран. «Çук. Тен, вăл мана кăмăлĕпе пачах урăхла пулнипе, унра пур енсем мана çитменнипе килĕшрĕ», — пулчĕ хурав.

Пĕрремĕш кĕнеке

Кăçалхи пуш уйăхĕнче Ольăн çунатлă ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. «Чăлах пуканесем» ятлăскерте — 13 калав. Ăна издательствăри планпа килĕшÿллĕн кăларнă, ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Хайлавсенчи сăнарсенче авторăн хăш-пĕр енне, кăмăл-туйăмне курма пулать теççĕ. Ольга Австрийскаян хайлавĕсенчи сăнарсем вăтанчăклăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăраççĕ. Çак енсене пике хăйĕнчен илнĕ. Пĕрремĕш кĕнеке пичетленсе тухни кирек мĕнле автора та хавхалантарать. Анчах Ольгăна ку савăнăçлă пулăм хурлану та кÿнĕ: çак телее вăл амăшĕпе пайлайман. Пĕлтĕр çывăх çынни ĕмĕрлĕхех куçне хупни хĕр чĕринче тÿрленейми суран хăварнă. Унăн пурнăçĕ икке пайланнă: амăшĕ пурăннă чухнехи тата вăл пурнăçран уйрăлнă хыççăнхи. «Ашшĕсĕр ача — çур тăлăх, амăшĕсĕр — хăр тăлăх», — тенĕ ваттисем.

Литературăна юратасси Ольгăна амăшĕнчен куçнă. Ираида Федоровнăн чылай кĕнеке пулнă, вăл вулама кăмăлланă. Хĕр ырă чунлă амăшĕнчен лайăххине вĕренсе пынă, ăна тĕслĕх вырăнне хунă. «Анне те ача чухне заметкăсем çырнă. Анчах хаçатсемпе çыхăну тытма хăюлăх çитереймен. Ăна ку енĕпе кăтартса пыракан, вĕрентекен пулман. Вăл кĕнеке чылай туянатчĕ, мана вуласа паратчĕ. Аннем те, кукамай та кĕнекепе туслăччĕ. Кукамай аннене: «Качча кайнă чухне хĕр тупри вырăнне кĕнекÿсене тултарса парса ярăп», — тесе шÿтленĕ», — çывăх çыннине Оля ăшă кулăпа аса илчĕ.

Амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни Ольăн чунне хуçнă: хавхалану çăл куçĕ чакнă, хайлавсем çырма чун туртман. Сăвăсем шăрçаланă-ха, анчах вĕсенчен чылайăшĕ хурлăхпа тулнă. «Анне питĕ ăслă çынччĕ. Малтан кÿршĕ ялта шкул ачисене вĕрентрĕ, вăл хупăнсан тăван салари пĕлÿ çуртĕнче социаллă педагогра тăрăшрĕ. Çывăх çыннăм ачасемшĕн психолог та, юлташ та пулчĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасен психологине лайăх пĕлетчĕ. Çак профессире мĕн кирлине пĕтĕмпех хăй тĕллĕн вĕренчĕ. Аннеçĕм мал ĕмĕтлĕччĕ. Унсăр тăрса юлни — çунат хуçăлнă евĕрех. Эпĕ ăнланатăп: пăчланса лармалла мар, йывăрлăха парăнтарса малалла пурăнмалла. Çавăнпа малашне çĕнĕ хайлавсем çырмашкăн хавхалану çураласса шанатăп», — шухăшлăн калаçрĕ çамрăк çыравçă.

Ольга çыравçă ятне илтме хальлĕхе хатĕр мар-ха. «Эпĕ çыравçă мар, çырма хăтланатăп кăна. Писатель ятне тивĕçме чылай ĕçлемелле», — шухăшне палăртрĕ вăл. Пикене сăвă-калав çырма пурнăç тата ытти çыравçăн хайлавĕсем хавхалантараççĕ. Петĕр Яккусен, Любовь Мартьяновăн сăввисем унăн чунне уйрăмах çывăх. Прозăра вăл Елена Чекушкина /Нарпи/ хайлавĕсене кăмăллать.

Ольга Иванова чечек ÿстерме, çут çанталăкпа киленме кăмăллать, куллен темиçе страница та пулин вулама ĕлкĕрет. Хайлавсенчи илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсене ятарлă блокнота, «Вулав дневникне», çырса пырать. Ку уншăн хăйне евĕр чун киленĕçĕ. Ольгăшăн кĕнеке пурнăç пекех хаклă. Çамрăк çыравçă «шĕкĕлчекен» кĕнекесенчен хăшĕ-пĕри литературăпа, литературоведенипе, критикăпа çыхăннă. Вăл литература хайлавĕсене çырма вĕрентекен статьясене те тишкерет. Чунĕ валли вара илемлĕ литература суйлать. Урăх çынсемпе, тĕнчепе паллашас тесе вăл алла кĕнеке тытать. Вĕсенче шухăшласа кăларнă сăнарсем пулин те: «Ун пекки пурнăçра çук», — çапла çирĕппĕн никам та калаймĕ-тĕр. Тен, пур? Автор хайлава çырнă чухне чун вĕçевĕпе кăна усă курмасть-çке, чылайăшне чăн пурнăçран илет. «Кĕнеке — пĕлÿ çăл куçĕ. Манăн шухăшпа, унăн пĕлтерĕшĕ тата анлăрах. Вăл ăс-тăна кăна мар, чун-чĕрене те пуянлатать. Ырă кĕнекесем — чăн-чăн асамçăсем: вĕсем пире тĕлĕнтермĕш, хальччен илтмен-курман тĕнчене çитерме, савăк кăмăл парнелеме пултараççĕ, хурлăха сиреççĕ, шанчăк парнелеççĕ. Вĕсенче чĕрĕ хăват тапса тăрать», — сăмахне вĕçлерĕ çамрăк çыравçă.

Нина ЦАРЫГИНА.

О.ИВАНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Нина ЦАРЫГИНА"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

1 Comment

Ольга Австрийская чаннипех те

Ольга Австрийская чаннипех те вайла авторсенчен пери. Нумай пулмасть эпе "Щамраксен хащатенче" - "Анне ашшисер" савва вуларам. Чунран тухакан самахсем... Щын шав йывар хуйха чатса курайманскер щаван пек вайла савва щырайман пулечче. Ман та анне вилни кащал щулталак щитре, пите йывар... Щак сава ман вай парса тарать. Тавах сана, Оля! Маттур! Пирен малалла пуранмалла, ачасене ура щине таратмалла. Анащу сунатап сана, Оля. Тура вай-хават парса татар сана. Чунтан хисеплесе Таня

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.