Ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйсан пурнăçа юратĕç

Юлашки вăхăтра çĕршывра çул çитмен ачасем хăйсем çине алă хуни пирки нумай калаçаççĕ. Чăваш Енре те хăйсен ирĕкĕпе çут тĕнчепе сыв пуллашакан çамрăксем пурри пăшăрхантарать. Пĕлтĕр вĕсен йышĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ÿснĕ: 13 ача хăйĕн çине алă хунă.

Вĕсене çак хăрушă утăма тума мĕн хистет-ха? 2016 çултанпа тĕп сăлтавсенчен пĕри — Интернетри соцсетьсенче «вилĕм ушкăнĕсем» сарăлни. Вĕсем пирки чылайăшĕ илтмен мар. Вĕсен йĕркелÿçисем психика тĕлĕшĕнчен «пиçсе» çитмен ачасен пуçне хăрушă вăйăпа минретеççĕ, çĕрĕпе çывăрмасăр ирхи 4 сехет те 20 минутчен ларма хушаççĕ. Çак вăхăтра вĕсем сывлăха, пурнăçа сиен кÿме пултаракан задание пурнăçлама хистеççĕ. Шăпах çавăн чухне çĕрĕпе куç хупман ачасемпе çамрăксен ăс-тăн çивĕчлĕхĕ чакать, шухăшĕ пăтрашăнать: вĕсем мĕн хушнине тÿрех пурнăçлаççĕ. «Вилĕм ушкăнĕсене» пуçаракансем çакăнпа усă кураççĕ те. Вĕсем ачасемпе çамрăксен психикине лайăх пĕлеççĕ. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.