Archive - Авăн 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

сентября 3rd

3 Авăн, 2015

Пуян чунлă çынна тĕттĕмлĕх хăратаймĕ

45-ре чухне вăл сĕм-суккăр юлнă. "Паянхи кунпа пурăнсан, хамăра упрамасан çапла пулать вăл", - калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Хунтăкасси ялĕнче кун кунлакан Вячеслав Пагеев. Вăл хăй çурнă вутта купалатчĕ. Суккăр çын пуртăпа ĕçлеме пултарать-и вара? Ку ыйту мана канăç памарĕ.

3 Авăн, 2015

Вăл мирлĕ тÿпере вĕçме ĕмĕтленнĕ, анчах вăрçă пуçланнă...

Улатăр районĕ Совет Союзĕн 14 Геройне хăйĕн сăпкинче лăпкаса ÿстернĕ. Чăваш Республикинчи урăх пĕр районтан та ун чухлĕ паттăр тухман. Чи сумлă ята тивĕçнисенчен пĕри Петр Макаров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Гитлер эшкерĕсене, вĕсен çурт-хуралтипе çар техникине тĕп тума тÿпене 178 хут хăпарнă.

3 Авăн, 2015

Урал тăрăхĕнчен килнĕ çемье страус ферми уçнă

Пирĕн климат условийĕсене экзотика кайăк-кĕшĕкĕ чиперех хăнăхать. Акă Ильинка ял тăрăхĕнче хура страуссем ĕрчетеççĕ. Ăрат ятне кура вĕсене Африкăран мар, Уралтан илсе килнĕ.

3 Авăн, 2015

Чун киленĕçĕ тупăш кÿрет

Кашни çыннăн хăйĕн чун киленĕçĕ. Юратнă ĕçе пуçĕпех путнисем çав вăхăтра канаççĕ çеç мар, çĕннине те туптаççĕ. Вăрманкассинче пурăнакан Роза Пигенешева хăйне тĕрлессинче тупнă. Унăн ĕçĕсене кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те пысăк хак параççĕ.

3 Авăн, 2015

Пысăк хуранпа пăтă пĕçернĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче халăхăн Çĕнтерĕвне тылра çывхартас паттăрла ĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кушлавăш ялĕнче пурăнакан Степанида Андреевăн тÿпи те пур. Çав тапхăрти чылай чăваш хĕр-упраçĕнни евĕрех иртнĕ çамрăклăхĕ унăн асĕнче чылайлăха çырăнса юлнă.

3 Авăн, 2015

МакSим: “Диетăна пăхăнмастăп”

32 çулти МакSим - Раççей поп-сценин чăн-чăн феноменĕ. Çÿçне çулăм тĕслĕ сăрланăскер йăлтах хăйĕн аллине илет: хăех автор та, юрăç та, продюсер та. Ку кăна мар. МакSим - юратнă анне те, хитре хĕрарăм та. Икĕ хĕре воспитани панă чухне ĕçре мĕнле ĕлкĕрмелле? Диетăна пăхăнмасăр йăрăс пÿллĕ мĕнле пулмалла?

Pages