Урал тăрăхĕнчен килнĕ çемье страус ферми уçнă

3 Авăн, 2015

Пирĕн климат условийĕсене экзотика кайăк-кĕшĕкĕ чиперех хăнăхать. Акă Ильинка ял тăрăхĕнче хура страуссем ĕрчетеççĕ. Ăрат ятне кура вĕсене Африкăран мар, Уралтан илсе килнĕ.

Свердловск облаçĕнче кайăк-кĕшĕк ферми тытакан Мальчихинсем Чăваш Енри юлташĕсем патне 10 çул каялла хăнана килнĕ те пирĕн республикăна шутсăр килĕштернĕ, уйрăмах Шупашкар кăмăла кайнă. Вĕсен шухăшĕпе, кунта ĕçчен те тĕплĕ çынсем пурăнаççĕ. Кăмăл пулсан тăрăш, бизнес йĕркеле - чару çук. Çапла икĕ çул каялла çемье Муркаш районĕнчи Çеçмерте çурт туяннă.

Урал тăрăхĕнче çĕр çителĕксĕр-мĕн. Çавна май кайăк-кĕшĕк валли апата йăлтах укçалла туянма тивет. Муркаш районĕнче страус ферми уçма шухăшланăскере Катикасси ял тăрăхĕнче - 5, Ильинкăра 147 гектар çĕр нумай çуллăха тара панă. Çав лаптăка халĕ йăлтах карта тытса çавăрнă. Темиçе çул пушă выртнă уйра ферма çĕкленинче нимĕнле паттăрлăх та курмасть арçын. Çапла, паттăрлăх мар, çапах та вăл ĕçчен çын пулнине, йывăрлăхсене парăнманнине çирĕплетет. Шыв скважини хута янă. Çутă хальлĕхе илсе çитермен-ха, пĕрех майне тупнă - хĕвел батарейисем вырнаçтарнă та вăл кăларакан электричествăпа усă кураççĕ. Çутă кĕртмешкĕн проект хатĕрленĕ, ун валли 1 миллион ытла тенкĕ кирлĕ-мĕн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.