Пуян чунлă çынна тĕттĕмлĕх хăратаймĕ

45-ре чухне вăл сĕм-суккăр юлнă. "Паянхи кунпа пурăнсан, хамăра упрамасан çапла пулать вăл", - калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Хунтăкасси ялĕнче кун кунлакан Вячеслав Пагеев. Вăл хăй çурнă вутта купалатчĕ. Суккăр çын пуртăпа ĕçлеме пултарать-и вара? Ку ыйту мана канăç памарĕ. Çапла, пултарать иккен, ку çеç мар, ытти нумай ĕç вĕрет унăн аллинче. Пурнăçа юратакан тĕлĕнмелле çак арçынпа çывăхрах паллашар-ха.

"Симулянт" ята илтнĕ

Вăл хăйне инвалид пек пĕртте туймасть. "Ыттисемпе пĕр пекех эпĕ. Куç курмасть тесе вилес-и?" - тет пуç усманскер. Вячеслав Николаевич ачаранпах куçпа аптăранă, куçлăхпа çÿренĕ, çавăнпах ăна салтака илмен. Организма ĕçпе ытлашши хавшатнине пула куçĕ япăхланса пынă, çывăхрине çеç курма тытăннă. Кайран катаракта пуçланнă. Операци тунă. Анчах арçын ĕçлемесен çемьене кам тăрантарĕ? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче самани йывăрлансах пычĕ çав. Тухтăрсем каланине итлемесĕр Вячеслав ĕçлеме тухнă. Ун чухне вăл колхоз утарĕнче тăрăшнă. Çапла вара малтан лайăхрах куракан куçĕ хупланса ларнă, ун хыççăн - тепри те. Пăхсан, сылтăмми чиперех курнăн туйăнать. Ăна çапла операципе "чĕрĕ куç" туса панă. Унччен вара унăн шăрçи те пулман. Çавăнпа хăшĕ-пĕри Вячеслава суккăра перетĕн тесе каланă, юри тунипе туманнине тĕрĕслекен те тупăннă. "Реакци пур манăн. Çывăхран темĕн мĕлтлетсе иртнине, сулкалашнине туятăп ĕнтĕ. Хирĕç килекене те сисетĕп. Алă пама тăратăп та "Симулянт эсĕ" теççĕ. Асфальт çул тăрăх туяпа таккаса утнă чухне пĕри ман çине ятарласа пырса кĕчĕ, çапăнчĕ. Кайран каçару ыйтрĕ", - çапла каласа тĕлĕнтерчĕ сусăрскер.

Çывăхрине ĕмĕлке евĕр курма пăрахсан 2009 çулта вăл куç микрохирургийĕн больницине кайнă. "Шанăç - 1 миллионран пĕрре", - каланă тухтăр. "Атя, кас", - текех нимĕн çухатмалли те çуккине кура çĕçĕ айне кĕрсе выртнă арçын. Çук, текех курма пÿрмен ăна.

"Куç çивĕчлĕхне кăштах та пулин упраса хăварас тесен вырăн çинчен тăмалла мар", - хушнă ăна тухтăрсем. Çапла пурăнма пĕр уйăх çурă кăна тÿсĕмлĕх çитнĕ унăн: тула кайма, апат çиме кăна тăнă. Йăлт шыçăнса, лĕпĕркесе, вăйсăрланса кайнăскер: "Капла нумай пурăнайăп-и?" - тесе ĕне сумалли пĕчĕк пукана йăтнă та пахчаналла тухнă, сухан йăранĕ çумлама тытăннă. Сухан çулçине уçăласа тытнă, унăн тавралли çума иртнĕ. Кишĕр йăранне те çаплах тасатнă. Кайран шыв ăсма хăнăхнă. Малтанах çуршар витрен йăтнă. "Паян ир кÿлĕм сакăр витре кÿрсе килтĕм ĕнтĕ", - терĕ Вячеслав Николаевич.

Ирпе вăрансанах унăн куç умĕнче - хуп-хура. Кун каçипе ĕçленипе юн пусăмĕ хăпарнă май каçхине шурă стена тухса тăрать.

"Çухалса кайнă пек савни килне кĕтĕм"

Хурт-хăмăр ăсталăхне Кабардин-Балкарта вĕреннĕ. Чылай çул вăл Кăнтăрта ĕçлесе пурăннă. Кунтах мăшăр тупса авланнă. "Арăм Кубаньтен. Унпа çапла паллашрăмăр: юлташпа машинăпа пыратпăр. Çул урлă пăхса ытарма çук чиперкке каçрĕ те калиткерен килне кĕрсе кайрĕ. Çав пике çине кушак хăйма çине пăхнă евĕр тинкернине юлташăм сиснĕ те: "Авланмалла санăн. Вырăс хĕрĕ ку, художник", - терĕ. Эпир пурăннă тăрăхра ытларах мăсăльмансемччĕ. "Эй! Унашкаллисем аплипех" - алă сулса ирттерсе ятăм. Утарта икĕ уйăх пурăнтăм, çав пике куç умĕнчен çухалма пĕлмерĕ. Çапла ун патне пĕр каçхине тĕлпулăва кайрăм та хĕр тухрĕ. Тепĕр кун каллех пытăм. Виççĕмĕш каçхине пÿрте кĕртрĕ. Амăшĕпе иккĕшех пурăнатчĕç вĕсем. Хуняма пуласси: "Выçă пуль, ларса кукăль çи", - сĕтел хушшине иртме сĕнчĕ. Эпĕ, общежитире кун кунлаканскер, тип çăкăрпа кăна пурăннă темелле. Хырăм чăрлатма тытăнатчĕ, ун хыççăн хам юрласа яраттăм. Кунта вара пысăк чашăкпа тÿпелесе кукăль ларать! Тепĕр савăтра - хăйма. Пирĕн патра, чăвашра, кăмакара пĕçереççĕ, кусем ăшаланă. Çиес енĕпе эпĕ вăтанса тăман: шалча пăрçи кукăльне маххăм явăнтарса хутăм. Вĕсем патĕнче ирĕлекен кофе пĕрремĕш хут ĕçсе куртăм. Кĕркунне, октябрь уйăхĕччĕ. Урамра çумăр шăпăр-шăпăр çурĕ. Киле çухрăм ытла утмаллаччĕ, урамра пылчăк çăрăлатчĕ. "Диван пушах, çывăрма юл", - терĕç. Ирпе каллех апат çитерсе ĕçе кăларса ячĕç. Каçхине те савни патнех таврăнтăм. Çапла çухалса кайнă йытă пек унăн килне кĕтĕм. Çĕнĕ çулта туй турăмăр", - аса илчĕ Вячеслав Пагеев. Вĕсен ывăлпа хĕр çу-ралнă. Арçын ача пĕчĕклех ÿпке шыççипе чирлесе вилнĕ. Хĕрĕ халĕ Питĕрте ĕçлесе пурăнать, унăн тĕпренчĕкĕсене кукашшĕпе кукамăшĕ пăхаççĕ.

Пагеевсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăннă, кайран çуралнă тăрăха таврăннă, Шупашкарта тĕпленнĕ. "Пурнăç йывăрланасса чун сисрĕ тейĕн, яла куçса килме шухăшларăмăр, кивĕ çурт туянтăмăр. Ялти çерçи выçă вилмен теççĕ вĕт. 25 çулта хуралтăсене йăлтах çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ çурта хута ярасси çеç юлчĕ те, анчах пенси укçипе кăна стройка тума йывăртарах. Кама шанас?" - тесен тăп-тăпăлкка çурт çине пăхса илтĕм эпĕ. Анчах унта пурăнма кĕриччен ĕçлемелли нумай-мĕн.

Сутă тума та çÿренĕ

Вячеслав Николаевич Шупашкара та хăй тĕллĕнех тухса çÿрет. Куç курманнисен пĕр-лĕхне, Ашмарин урамĕнчи Толстой ячĕллĕ вулавăша каять. Хулара 13 çул пурăннăскер чарăнусене, маршрута аван пĕлет. Иртен-çÿрен, уйрăмах хĕрарăмсем, яланах пулăшаççĕ-мĕн. "Çĕнĕ сала" автовокзал кассинче те, унти буфетра та ăна палласа çитнĕ. Лавкка тăрăх çÿресси те йывăрлăх мар. Сутуçăсемпе кăмăллă калаçакан арçынна мĕн кирлине йăлтах тупса параççĕ. Укçа-тенкĕ енчен ăна пĕр хутчен çеç улталанă. Шупашкарти тĕп пасара хирĕç вырнаçнă аптека ĕçченĕ 60 тенкĕ вырăнне ытларах илсе юлнă.

Темиçе çул каялла Вячеслав Пагеев пасара çĕрулми, панулми сутма çÿренĕ. Çитмен пурнăç теме те вĕрентет çав - миххе хăйĕн çине çавăрса хунă та хуланалла шăлтарнă. Пĕррехинче Елчĕк хĕрарăмĕпе юнашар тăрса сутă тунă. "Сухална питĕ яка хырнă эсĕ. Нивушлĕ хăвах?" - шанмасăртарах пăхнă хайхискер. Вăл та Вячеслав суккăри пирки иккĕленнĕ. Чăнах та таса хырăннăччĕ вăл. Тĕрĕссипе, ăна хăйĕн 63 çулне никам та памасть, ÿсĕмне кура çамрăк курăнать вăл.

"Эпĕ питĕ вăтанчăк каччă пулнă, хĕрсемпе калаçма та хăранă. Хула хĕрĕсем кĕске кĕпе-юбкăпа çÿретчĕç. Троллейбусра хирĕç ларса пынă чухне пуçа çĕклейместĕмччĕ, çара чĕркуççи çине пăхайман пирки çĕрелле пăхаттăм. Авлансан хăюллантăм, хĕрарăма кĕлеткерен сăнама тытăнтăм. Халĕ куçран пăхăттăм та..." - терĕ вăл тарăн шухăшлăн. - Йывăр теместĕп, капла та пурăнма пулать. Хĕрарăмпа арçын пĕрле выртсан мĕн кирлине тĕттĕмре те шыраса тупать вĕт. Е тата кĕрхи тĕттĕм каçсенче сахал çÿренĕ-и? Пурнăçра та çавăн пекех: йăлтах хăнăхатăн. Тÿме те лартатăп, йĕппе çип тытса çĕлетĕп. Апат арăм пĕçерет-ха. Тĕпелте ăна пулăшатăп, çĕрулми шурататăп. Япала та хамах çăватăп. Мунча пĕчченех кĕретĕп. Еплерех çапăнатăп-шă! Кирлĕ сасса лайăх уйăратăп эпĕ. Çынна алăран тытсанах куç умне кăларса тăрататăп. Акă эсир, типшĕм те, тулли те мар. Сасăран 30-тан иртнĕн туйăнатăр. Калаçу тăрăх, тури енчисем пулмалла". Пĕлетĕр-и, йăлтах тĕрĕс каларĕ...

Йывăç касма вĕренес тесе рекорд лартнă

2005 çулта Вячеслав Николаевич куç курманнисен реабилитаци центрне, Волоколамска /Мускав облаçĕ/, кайса йывăç касма вĕреннĕ. Анчах унта лекиччен хăйне пултарулăх енчен кăтартма тивнĕ унăн. Йывăç касас ăсталăха алла илес кăмăл пуррине пĕлтерсен: "Мĕн тума пĕ-летĕн-ха эсĕ?" - чи малтан çакăнпа кăсăкланнă. Юрлас-ташлас, купăс калас, сăвă-калав çырас е ытти енпе пултаруллисене вĕренÿ курсне черетсĕрех йышăнаççĕ-мĕн, унсăрăн 5 çул кĕтмелле. Мĕнпе тĕлĕнтермелле? Пагеев хăйĕнче нимĕнле пултарулăх та курман. Йывăç касма вара унăн çав тери вĕренес килнĕ. Хуравĕ кайран, реабилитаци центрĕн гимнастика залне çÿренĕ чухне, тупăннă. Тренажер залĕнче "чупу çулĕсĕр" пуçне пушă пĕр хатĕр те пулман. "2 минут та сире çителĕклĕ", - пĕлтернĕ инструктор. Чăнах, кĕске çак вăхăтрах вăл чăм-тара ÿкнĕ. Куллен тренировкăна çÿреме тытăннă. Киле каяс умĕн тренажера 1 сехетлĕх ярса пама ыйтнă. Пилĕк таран хывăнса пăрахса утнă та утнă, ун тăрăх шăпăртатса тар юхнă. Ĕçлеме чарăнсан хатĕре тата тепĕр çур сехетлĕхе çутма хушнă. Анчах 13 минутран таймер тĕтĕм кăларсах çунса тухнă. Çапла вара 1 сехет те 13 минут - хăйне май рекорд. Тĕрĕссипе, вăл спортпа нихăçан та туслă пулман, пирусне те çине-çине паклаттарнă.

Йывăç касма вĕреннĕ хыççăн сусăр арçын Муркаша кайса 5 пин тенкĕлĕх материал, ĕç хатĕрĕ туяннă. Çулла чун киленĕçĕ валли вăхăт тупăнман, хĕлле вара çĕрлечченех тăрăшнă. Йăлари тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, кашăк-çăпала тем чухлех ăсталаса тултарнă. Анчах тăкака пилĕк çултан тин тÿрре кăларнă. Халĕ ĕнтĕ Вячеслав Николаевич ку ĕçпе лармасть, хондроза пула ĕнси ыратать-мĕн. Çапах та пурăна-киле вăл ăшă мастерской хута ярасшăн. Ун чухне вара хĕллехи сивĕ те чăрмантармĕ.

Чун валли - сăвă-калав

Волоколамскрах ăна туяпа çÿреме, апат пĕçерме, япала çума, ытти нумай-нумай ĕçе хăнăхтарнă. Вăл шутра - пыл хурчĕсем пăхма та. Вăл кÿршипе пĕрле вĕллесем те тытнă. Анчах кайран "икĕ хуçапа май çук" тесе ку ĕçе пăрахнă. Çапах та сĕнÿ-канашпа пулăшнăшăн лешĕ ăна çулсеренех 3 литр пыл парать-мĕн.

Халĕ Вячеслав пичче компьютера алла илнĕ. Унччен пичет машинкипе çапма вĕреннĕскершĕн ку йывăрах пулман. Интернета тухса скайппа калаçать вăл, юрă-кĕвĕ итлет, çанталăкпа кăсăкланать. Унăн тепĕр киленĕç те пур: чун валли сăвă-калав çырасси. Больницăра "ĕмĕрлĕхе суккăр юлатăн" тесе çирĕплетнĕ хыççăн киле пĕчченех таврăнаканскерĕн пуçĕнче сăвă йĕркисем çуралнă. Халĕ те çула тухсанах сăвă шăрçаланать, анчах вĕсем, арăмĕпе çапла калаçнăран-ши, вырăсла çуралаççĕ.

Суккăр çын сукмакĕ такăр мар теççĕ пулин те Вячеслав Николаевич пурнăçа юратни такамшăн та ырă тĕслĕх. Çапла, унăн куçне тĕттĕмлĕх ĕмĕрлĕхе картланă, чунĕ вара çутă, пин-пин тĕспе вылять. Çакă вара пуринчен те пĕлтерĕшлĕрех...

 

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Алина ИЗМАН"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.