МакSим: “Диетăна пăхăнмастăп”

3 Авăн, 2015

32 çулти МакSим - Раççей поп-сценин чăн-чăн феноменĕ. Çÿçне çулăм тĕслĕ сăрланăскер йăлтах хăйĕн аллине илет: хăех автор та, юрăç та, продюсер та. Ку кăна мар. МакSим - юратнă анне те, хитре хĕрарăм та. Икĕ хĕре воспитани панă чухне ĕçре мĕнле ĕлкĕрмелле? Диетăна пăхăнмасăр йăрăс пÿллĕ мĕнле пулмалла? Телей курас тесен мĕнле арçынсене хакламалла? Кун пирки Раççей эстрада юрăçи МакSим «Леди Mail.Ru» сайтра каласа кăтартнă.

Амăшĕн ĕçре те ĕлкĕрмелли çинчен

«Паллах, икĕ ачапа йывăртарах, анчах ку йăлтах йĕркелесе пыма пулăшать /юрăçăн икĕ хĕр: 6 çулти Александра тата çулталăк та тултарман Мария. - ред./. Сашка питĕ пулăшать, çавăнпа мана çăмăлрах. Вăл яваплăх мĕн иккенне ăнланать, çавăнпа йăмăкне воспитани парас ĕçе хутшăнма тăрăшать, уншăн тĕслĕх пулма ăнтăлать. Эпĕ вара çакна пăхăнса пурăнатăп: «Куç хăрать те алă тăвать!» Сашка Марусьăна шутсăр юратать, яланах чуптăвать. Лешĕ хăйне çÿçрен тăрмаласан кÿренмест, чăтать.

Кил-тĕрĕшри ĕçсенче те мана Сашка пулăшать. Вăл - яваплăха туйма пĕлекен ача. Хĕрĕм пурнăç çине аслисен куçĕпе пăхать. Вăл эпĕ кĕçĕннине мĕнле пăхнине сăнать те хăй те çавнах тума тăрăшать: Марусьăна лăпкать, ятарлă пăтă хатĕрлет, çитерет.

Паллах, эпĕ ачасене килте пĕччен хăварса гастроле тухса каяймастăп. 6 çулти Сашкăна йăмăкне парса хăвараймăн, çавăнпа пире няня пулăшать. Пур-пĕрех лайăх анне пулма тăрăшатăп: ачасемпе вăхăта чылай ирттеретĕп. Хăш чухне Сашăна гастроле, студие пĕрле илетĕп». Малалла вулас...

Леди Mail.Ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.