Комментари хушас

3 Авăн, 2015

Вăл мирлĕ тÿпере вĕçме ĕмĕтленнĕ, анчах вăрçă пуçланнă...

Улатăр районĕ Совет Союзĕн 14 Геройне хăйĕн сăпкинче лăпкаса ÿстернĕ. Чăваш Республикинчи урăх пĕр районтан та ун чухлĕ паттăр тухман. Чи сумлă ята тивĕçнисенчен пĕри Петр Макаров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Гитлер эшкерĕсене, вĕсен çурт-хуралтипе çар техникине тĕп тума тÿпене 178 хут хăпарнă. Тăшманпа 1004 кун çапăçнă летчика Герой ятне 1945 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче панă. Награда хутĕнче вăл тăшмана шар кăтартма тÿпене ИЛ-2 самолетпа 99 хут çĕкленсе хăй кăна нимĕçсен 800 ытла салтакĕпе офицерне тĕп тунине, 72 лашине, 3 самолетне, 15 танкне, 100 ытла автомашинине, 50 ытла вакунне, 15 туппине çĕрпе танлаштарнине палăртнă. Ун хыççăн та паттăрлăх чылай кăтартнă Улатăр каччи. Ленин, Александр Невский, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, Хĕрлĕ Ялав орденне 3 хутчен тивĕçнĕ Петр Григорьевич çуралса ÿснĕ, пурăннă тăрăха - Шупашкартан 264 километрта вырнаçнă хулана - çул тытрăм...

Вунпĕр ачаран улттăмĕшĕ

Петр Макаров Ямской Посад ялĕнче /халĕ вăл Улатăр хулине кĕрет/ 1922 çулта çуралнă. Çемьере вунпĕр ачаран улттăмĕшĕ пулнă. Çирĕп кăмăллă кил хуçи Григорий Дмитриевич, çав тери ÿрĕкскер, ывăлĕсемпе хĕрĕсене ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Кил вучахĕн управçи Аграфена Федоровна тул çутăличченех ура çине тăрса выльăх-чĕрлĕх пăхнипе пĕрлех кăмака хутнă, пысăк йыш валли пĕр харăс тăхăр çăкăр пĕçернĕ. Шел те, пулас Герой 14 çулта чухне 11 ача ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тăлăха юлнă хĕрарăмăн нуша курасси малта тата нумайрах пулнă.

Мĕн пĕчĕкренех хастар çитĕннĕ Петя тантăшĕсемпе Улатăр юханшывĕнче чăмпăлтатма та, унта пулă тытма та вăхăт тупайнă. Хĕл кунĕнче те кăмака çинче ларман вĕсем. Пĕррехинче, 1934 çулхи хĕллехи шартлама сивĕ кун, правур арçын ача çуртсем çийĕнех, питĕ аяллăн, самолет вĕçнине каçăхса кайсах сăнанă. "Тимĕр кайăк" юр çине анса ларсан Петр Макаров ун патне ыткăнмасăр тÿссе тăрайман, çавăн чухне вăл самолета пирвайхи хут хăйĕн аллипе тытса курнă та капашсăр пысăк ĕмĕтпе çунатланнă: летчик пулатăпах. Улатăрти чукун çул техникумĕнче вĕреннĕ чухне летчик пырса тĕлпулу ирттерсен вара ку тĕллев унăн пуçне пăраламаллипех пăраланă. Вăл тÿрех юлташĕсене пуçтарса аэроклуба çырăннă. "Тимĕр кайăкпа" сывлăша хăпарса ирĕклĕн вĕçес шухăшпа çунатланса ăста летчиксен кашни сăмахне çăвар карса тăнланă. 1939 çулта аэроклубран вĕренсе тухсан Петр Григорьевича Чуварлей шкулне аслă пионервожатăйра ĕçлеме янă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.