Archive - 28 Кăрлач, 2015 - Хресчен сасси

28 Кăрлач, 2015

«Хресчен сасси» 5 /2518/ №, 28.01.2015

Хамăра улталаса пахалăха чакаратпăр. Тулли бидонра сĕтех-ши?

Сăмахĕ пултăр вилĕмсĕр йышши!. Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр.

Çĕр - тухăç амăшĕ, ĕç - тухăç ашшĕ. «Хресчен сасси» – Хĕрлĕ Чутай районĕнче

Чăвашлах пурăнасчĕ- Мĕнле пурăнатăр, ачасем? - Хорошо.

Пайсăр юлас мар . ХХ ĔМĔРĔН 90-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧЕ КОЛХОЗ-СОВХОЗ ЧЛЕНĔСЕНЕ ПУРНЕ ТЕ ПАЙ ÇĔРĔСЕНЕ ВАЛЕÇСЕ ПАНĂ.

28 Кăрлач, 2015

Хамăра улталаса пахалăха чакаратпăр

Тулли бидонра сĕтех-ши?

Яла ир-ирех çитекен автобуспа хулана ĕçе васкакан ял çыннин пĕр аллинче - çăмăл сумка, тепринче - тулли сĕт бидонĕ. Автобус чарăнăвне çитиччен вăл бидонне пушатма ĕлкĕрет, ирхи тата каçхи сĕте усламçăсене парать. Нумай-и, сахал-и, анчах çемье енчĕкĕнче пус çумне пус хушăнать. Ÿркенмесĕр ĕне тытакан хресченшĕн савăнатăп.

28 Кăрлач, 2015

Сăмахĕ пултăр вилĕмсĕр йышши!

Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр. РФ Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре вара çак çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ 125 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Çавна май январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

28 Кăрлач, 2015

Çĕр - тухăç амăшĕ, ĕç - тухăç ашшĕ

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: «Коминтерн» совхоза механизатора йышăннă. 1980 çул». Унтанпа шыв-шур самай юхнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Татаров халĕ те çак хуçалăхрах сухалать-акать.

28 Кăрлач, 2015

Чăвашлах пурăнасчĕ

- Мĕнле пурăнатăр, ачасем?

- Хорошо.

- Ачасем, эсир вырăссем-и? Мĕншĕн чăвашла хуравламастăр? Тепĕр хут калăр-ха: мĕнле пурăнатăр?

- Лайăх.

Ку - пурнăçри тĕслĕх. Хăш районта пулса иртнине асăнмастăп, анчах хулара е ун çывăхĕнче мар, чăн чăваш ялĕнчех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ача садне çÿрекенсем хăйĕнпе чăвашла калаçасса шаннă, анчах йăнăшнă. Тăван чĕлхе çинчен аса илтерсен тин кĕтсе илнĕ чăваш сăмахне.

Халăх пĕтмесĕр чĕлхе пĕтмест тетпĕр-ха та, анчах пурнăçра, куратăр-и, ав мĕнле пулса пырать. Мĕншĕн-ши?

28 Кăрлач, 2015

Пайсăр юлас мар

ХХ ĔМĔРĔН 90-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧЕ КОЛХОЗ-СОВХОЗ ЧЛЕНĔСЕНЕ ПУРНЕ ТЕ ПАЙ ÇĔРĔСЕНЕ ВАЛЕÇСЕ ПАНĂ. ГРАЖДАНСЕНЕ ХАРПĂРЛĂХА ПАНĂ ÇĔРСЕН ЛАПТĂКĔ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ ЯЛХУÇАЛĂХ ПĔЛТЕРĔШЛĔ ÇĔРСЕН ÇУРРИ ЯХĂННЕ - 543 ПИН ГЕКТАР - ЙЫШĂНАТЬ.