Комментари хушас

28 Кăрлач, 2015

Пайсăр юлас мар

ХХ ĔМĔРĔН 90-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧЕ КОЛХОЗ-СОВХОЗ ЧЛЕНĔСЕНЕ ПУРНЕ ТЕ ПАЙ ÇĔРĔСЕНЕ ВАЛЕÇСЕ ПАНĂ. ГРАЖДАНСЕНЕ ХАРПĂРЛĂХА ПАНĂ ÇĔРСЕН ЛАПТĂКĔ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ ЯЛХУÇАЛĂХ ПĔЛТЕРĔШЛĔ ÇĔРСЕН ÇУРРИ ЯХĂННЕ - 543 ПИН ГЕКТАР - ЙЫШĂНАТЬ.

Хăш-пĕр районта пысăк хирсене арендăна илнĕ. Вĕсене ялхуçалăх организацийĕсем е вырăнти фермерсем сухаласа акаççĕ. Теприсенче вара хытхура çитĕнет. Граждансем хăйсен çĕр пайĕпе усă курмаççĕ. Лаптăк пур, анчах унпа мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Документсем тума укçа-тенкĕ тăкакласшăн мар. Кăлăхах. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - виçĕ е ытларах çулта çĕр пайĕпе усă курмасан е ăна регистрацилемесен вăл кирлĕ мар шутланать. Çавна май суд йĕркипе муниципалитет харпăрлăхне куçать.

Суда париччен вырăнти хăйтытăмлăх органĕн усă курман çĕр пайĕсен списокне массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлемелле е ăна информаци стендне вырнаçтармалла. Пĕтĕм процесс 4 уйăх ытла тăсăлать.

Йĕрке тăрăх харпăрлăх правине ял тăрăхĕ тивĕçнине пĕлтерет суд. Паянхи кун тĕлне муниципалитет харпăрлăхĕнче - 30 пин ытла çĕр пайĕ.

«Шел пулин те, республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ çĕр пайне вăхăтра йĕркелемеллине пĕлмест. Час-часах вĕсем кун пирки суд вăхăтĕнче çеç тавçăраççĕ», - тет Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева.

Çакнашкал лару-тăру кунсеренех тĕл пулать.

Андрей Шапошников хăйĕн çĕр пайне «кирлĕ маррисен» шутне кĕртнине суд йышăнăвĕнчен çеç пĕлнĕ. Ятарлă хута почтăпа ярса панă. Суд арçынсăрах иртнĕ.

«Эпĕ вахта мелĕпе ĕçлетĕп. Çур çул килте пулмастăп. Шăпах çак вăхăтра мана суда чĕнсе янă пулас. Унта вара çĕр лаптăкĕн шăпине татса панă. Кÿренмелле паллах», - тарăхнă Андрей. Вăл суд йышăнăвĕпе килĕшмен, çĕр пайне каялла тавăрасшăн пулнă. Анчах суд унăн аппеляци жалобине тивĕçтерме килĕшмен.

Суд палăртнă тăрăх, А.Шапошников çĕрпе усă курман, ăна çĕр пайĕ пек палăртман. Куçман пурлăх прависен патшалăх регистрацине йĕркелемен. Ял тăрăхĕ саккуна пăхăнса йышăнман çĕр пайĕ пирки район хаçатĕнче, Интернет сайтĕнче, ял тăрăхĕн территорийĕнчи информаци щичĕсенче пичетленĕ. Çавна май саккунпа ял тăрăхĕ çĕр хуçисене пайăррăн хыпарламасан та пултарать. Унсăр пуçне гражданинăн лаптăкпа усă курма пур услови те пулнă. Анчах вăл унпа ĕçлемен. Кил хуçин хăйне вăрçмалли çеç юлнă.

Суд ларăвне кайма йыхрав илсен çеç чылай гражданин çĕр пайне «кирлĕ маррисен» списокĕнчен кăларма ыйтать. Вĕсенчен пĕри - Оксана Николаева.

Çĕр пайне вăл еткере амăшĕнчен илнĕ. Хăй Шупашкарта пурăнать, яла, ашшĕ-амăшĕ патне, сайра-хутра каять. Судран çыру килсен çĕрсĕр юласран шикленнĕ вăл.

«Паллах, 2 гектар çĕр çинче пĕччен ĕçлейместĕп эпĕ. Анчах çĕр паян никама кирлĕ мар пулсан, ыран вăл лайăх тупăш пама пултарать. Пурнăçа пĕлейместĕн. Тен, пирĕн ялта та ырă фермер тупăнĕ. Вăл çĕре арендăна илĕ. Эпĕ ун чухне е укçаллă, е тĕш тырăллă пулăп. Япăх-им? Нимсĕр юличчен, ан тив, çĕр пайĕ пултăр», - тет Оксана Николаева.

Вăл хăйĕн çĕр пайне упраса хăварчĕ. Паян Росреестрта регистрациленме документсем тăвать.

Енчен те сирĕн е аçăр-аннĕрĕн çĕр пайĕ пулсан ăна регистрацилеме тăрăшăр. Çакна тума Росреестра, Кадастр палатине, нумай функциллĕ центра пымалла. Маларах ял тăрăхĕнче сĕнÿ-канаш илме е Росреестрăн пĕрлехи телефон номерĕпе ?8 800 100 34 34% шăнкăравлама пулать.

Марина ИВАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.