«Хресчен сасси» – Хĕрлĕ Чутай районĕнче

28 Кăрлач, 2015

Çĕр - тухăç амăшĕ, ĕç - тухăç ашшĕ

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: «Коминтерн» совхоза механизатора йышăннă. 1980 çул». Унтанпа шыв-шур самай юхнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Татаров халĕ те çак хуçалăхрах сухалать-акать.