Комментари хушас

28 Кăрлач, 2015

Хамăра улталаса пахалăха чакаратпăр

Тулли бидонра сĕтех-ши?

Яла ир-ирех çитекен автобуспа хулана ĕçе васкакан ял çыннин пĕр аллинче - çăмăл сумка, тепринче - тулли сĕт бидонĕ. Автобус чарăнăвне çитиччен вăл бидонне пушатма ĕлкĕрет, ирхи тата каçхи сĕте усламçăсене парать. Нумай-и, сахал-и, анчах çемье енчĕкĕнче пус çумне пус хушăнать. Ÿркенмесĕр ĕне тытакан хресченшĕн савăнатăп.

Автобус иккĕмĕш хут çаврăнса çитнĕ çĕре сĕт турттаракан машина ялтан тухса каять. Тепĕр чухне унăн "хÿрине" курса юлнăран мĕнлерех сĕт тухса кайрĕ-ши текен шухăш та мĕлтлетсе илет пуçра. Япăхах пулмалла мар ĕнтĕ, выльăх усракансем типтерлĕ çынсемех-ха тетĕп те чуна лăплантаратăп.

Хулара ĕçлесе пурăннă май сĕт юр-варне пур чухне те ялтан çĕклесе çитерейместĕн. Пысăк лавккасенче те туянма тивет. Кун пек чухне илес тенĕ таварăн хакне кăна пахаламастăн, мĕнле сĕтрен хатĕрленине те тишкеретĕн. Тиркенĕрен мар, сывлăхшăн усăллине туянас тенĕрен. Куллен çиекен çимĕç пахалăхĕ çинчен шухăшлатăн.

"Шухăшламасăр? Ултавçăсем çывăраççĕ тетĕн-и? Укçа тăвас тĕллевпе мĕн кăна хăтланмаççĕ, мĕнле çеç суйса сутмаççĕ", - тенине, паллах, илтме тивмен марччĕ. Анчах çур ял тенĕн çавнашкал çул çине тăнине малтанах ĕненме шиклентĕм. Вăрнар районĕнчен килнĕ çырупа паллашсан автор суйса çырмастех пулĕ терĕм.

 

Ултавçăсем

"Хăшĕ-пĕри ĕмĕр тăршшĕпех çынна улталаса пурăнать. Вĕсемшĕн çын сывлăхĕ ним те мар, хăйсен кĕсйи хулăнлантăр. Пирĕн Мăн Явăшра çавнашкаллисем нумай.

Яла халăхран сĕт пуçтарма икĕ предприниматель пырса çÿрет. Пĕри каçхи сăвăм хыççăн урам тăрăх пуçтарать. Ирхине пыраканни те урамăн-урамăн çÿрет. Укçапа тÿрех татăлаççĕ.

Сĕт паракансен предпринимательсене тав тумалла, анчах хăшĕсем хăйсене ырă тунине шута хумаççĕ: сĕте шыв хушаççĕ е типĕтнĕ сĕтпе усă кураççĕ. 10 литр ĕне сĕтĕнчен 20 литр тăваççĕ те сутаççĕ. Капла кĕсьене укçа ытларах кĕрет.

Типĕтнĕ сĕтрен хатĕрленĕ сĕт сарă тĕслĕ, ăна кил хуçисем предпринимательсене çулталăкĕпех парса укçа илеççĕ. Пĕлетпĕр, пăрулас умĕн тапратнă чухне ĕнен сĕчĕ саралать те выльăха сума пăрахаççĕ. Пăруланă хыççăн тепĕр эрнеренех вăл шуралать. Çулталăкĕпех сарă пулмасть вĕт-ха.

Вăрнарта райпопа юнашар ветеринари аптеки пур. Типĕтнĕ сĕте унта туянаççĕ. Пĕр килограмĕ - 60 тенкĕ.

Сĕт пуçтаракансене асăрхаттарасчĕ. Кашни çыннăн сĕтне вĕсем ятарлă пробиркăна тултарса завода анализ тума яччăр. Типĕтнĕ сĕтпе усă куракансене тупсан явап тыттарасчĕ. Ултавлă сĕт парса патшалăхран илнĕ укçана каялла шыраса илмелле.

Сĕт завочĕ ялсенчен турттарнă чĕртаварпа тĕрлĕ юр-вар хатĕрлесе кăларать, халăх унпа апатланать.

Типĕтнĕ сĕтрен ĕне сĕчĕ туса сутакан ултавçăсене явап тыттарасса шанас килет.

Анатолий Федоров.

Вăрнар районĕ, Мăн Явăш."

Тĕрĕслемесĕр май çук

Таса чунлă çын теприне улталама хăяймĕ паллах. Çыру авторĕ хăйĕншĕн кăна шухăшламасть, патшалăх укçи перекетлентĕр, хулари лавккасенче пахалăхсăр сĕтрен хатĕрленĕ юр-вара туянса çынсен сывлăхĕ ан хавшатăр тет.

Республикăри заводсене халăхран мĕнлерех пахалăхлă сĕт пырать-ха? Кăсăклансах тĕпчерĕмĕр. Акционерсен "Ядринмолоко" пĕрлешĕвĕнче пахалăхсăр чĕртавар мĕнле çулпа килнĕ, çавăнпах каялла каять. Республикăри сĕт тирпейлекен ытти предприятисемпе танлаштарсан кунта чи чаплă йышши хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă. Çавна май тинтерех кăна хута кайнă завод паха сĕте кăна йышăнма пултарать. Пахалăха тĕрĕслекен лабораторишĕн çеç темиçе миллион тенкĕ тăкакланă. Владислав Александрович Пульков специалист палăртнă тăрăх - унашкалли федерацин Атăлçи округĕнче урăх çук.

Хăйсен патне сĕт турттаракансенчен кунти специалистсем çирĕп ыйтаççĕ. Кун пек чухне халăхран пуçтарнă сĕт пахалăх картне лараймасть-мĕн. Сĕтре виçеллĕ пулмалли кашни япалана лабораторире тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Халăх сĕтĕнче вара мĕн кăна çук: шыв хушнисĕр, типĕтнĕ сĕтпе хутăштарнисĕр пуçне йÿçеке е ытти ырă мар япалана пытарас шутпа апат соди те, тăвар та яраççĕ. Калăпăр, завод умне 4 тоннăллă сĕт машини çитсе тăрать. Тепĕр çĕрте цистернăри сĕте пĕр хутчен çеç тĕрĕслеççĕ. Етĕрнере вара цистернăн кашни секцийĕнчи тĕрĕслев витĕр тухать. Пахалăх тивĕçтермесен машинăпа сывпуллашаççĕ.

"Çавăнпа ытларах ялхуçалăх организацийĕсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсенче япăх-и е начар-и, анчах сĕт пахалăхне вырăнта тĕрĕслеççĕ. Кашни уйăхрах ветеринари справкипе тивĕçтереççĕ. Мĕнлерех чĕртавар çитессе пĕлсе тăратăн", - тет Владислав Александрович.

Хăш-пĕр райпо хăйĕн сĕтне Етĕрнере йышăнманран кăмăлсăрланни те пулать-мĕн. Райпо сĕте халăхран пуçтарать. Ялсенче пурăнакансен чĕртаварне мĕншĕн тĕрĕслемелле мар? Çакна тума вырăнтах пĕчĕк лаборатори йĕркелеме те пултараççĕ. Чаплă йышши хатĕрсем туянмасан та пахалăха чи пĕчĕк шайра та пулин тĕрĕслеме май пур. Çук вĕт, тăкакланасшăн мар.

Канашри "Магнит" лавккара "Молочная империя" ятпа сутăнакан сĕт юр-варне асăрхама тÿр килнĕччĕ. Йĕпреçсем хатĕрлеççĕ-мĕн ăна. "Чи паха сĕт пирĕн пата питех те сахал килет - 3 процент çеç. Пĕрремĕш сортпа - 95 процент. Пахалăхпа пач тивĕçтерменни те пулать", - хуравларĕ мана производствăна тытса пыракан Татьяна Анатольевна Касконова. Халăхран пуçтаракан сĕт "чирлине" кунта та асăнмасăр иртмерĕç. Хĕллехи тапхăрта ĕнесем пăрулаççĕ. Пăруланă хыççăн сĕт тасаличчен кĕтмест ял çынни. Çăраскернех сутма васкать. Маститли самай-мĕн. Сĕтре антибиотик пурри те палăрать. Апла укол тунă выльăхăн сĕчĕпе кирлĕ чухлĕ кун иртмесĕрех усă кураççĕ. Çăратса калăпăша ÿстерме типĕтнĕ сĕтпе хутăштараççĕ.

Куславккари сĕт заводне те чи пысăк пахалăхлă чĕртаварпа ĕçлеме тÿр килмест. Кунта турттаракан сĕтĕн ытларах пайĕ пĕрремĕш сортлă.

Ял çыннисен сĕтне тĕрĕслемесĕр пуçтарни хăйсемшĕн хакла кайса ларнине аван ăнланса çитнĕ Етĕрнесемпе Куславккасем: тулли сĕт машинисене каялла та янă. Çавăнпа халăхран сĕт пуçтарма çула тухакансем водитель-экспедиторсем те, лаборантсем те хăйсемех. Вĕсене пахалăха пĕр-ик енчен хаклама пултаракан хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Вăл е ку çыннăн сĕчĕ иккĕлентерсессĕн чĕртавар пуçтаракан ăна ал айĕнчи хатĕрпе тĕрĕслет.

Заводсем сĕт пахалăхне пултарнă таран тĕрĕслесех йышăнаççĕ. Анчах мана пĕр самант çав-çавах канăç памарĕ. "Пĕчĕк заводсене килекен сĕте Етĕрнери пек чаплă йышши лабораторире тĕрĕслесен мĕнлерех кăтарту пулĕччĕ-ши?" - темиçе хут та ыйтрăм хамран.

Тирпейлекен предприяти чĕртаварсăр ĕçлеймест. Тен, сĕт çитмен чухне пахалăхсăррине те уямаççĕ? "Кун пек чух производствăна чарма та тивет", - терĕç Йĕпреçсем.

Ял çыннисем вара лăпланма шухăшламаççĕ те. Сутакан сĕт виçине, унри белок тата ытти япаласен шайне ÿстерес тесе темĕн те пĕр хушаççĕ. "Пурнăçран юласшăн мар курăнать. Хальхи çынсем темĕн те пĕлеççĕ. Нумайăшне Интернет вĕрентет", - пытармарĕ шухăшне Етĕрнери сĕт завочĕн специалисчĕ.

 

Хăвăн та, пускилĕн те таса пултăр

Сĕте ытла та йÿнĕ хакпа пуçтарни пирки ял çыннисем тăтăшах ÿпкелешеççĕ. Таса сĕт сутакансене ăнланмалла, шеллемелле. Анчах вăл янă сĕт хыççăн цистернăна кÿрши ултавлине хушать те машинăри сĕте йăлтах юрăхсăра кăларать. Çавăнпа Вăрнар районĕнчи Анатолий Николаевич Федоров пек пур чухне те сыхă тăмалла, улталакана именмесĕр асăрхаттармалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял çыннисене хавхалантарчĕ. "Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп", - терĕ.

Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йĕркелеме хушрĕ. Ертÿçĕ сăмахĕнче сĕт пахалăхĕ тени татăлмарĕ. Шухăшлар-ха, тăвансем, хамăра хамăр улталаса пахалăха чакарсан сĕт хакĕ епле пысăк пултăр-ха?..

Ирина Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.