Чăвашлах пурăнасчĕ

28 Кăрлач, 2015

- Мĕнле пурăнатăр, ачасем?

- Хорошо.

- Ачасем, эсир вырăссем-и? Мĕншĕн чăвашла хуравламастăр? Тепĕр хут калăр-ха: мĕнле пурăнатăр?

- Лайăх.

Ку - пурнăçри тĕслĕх. Хăш районта пулса иртнине асăнмастăп, анчах хулара е ун çывăхĕнче мар, чăн чăваш ялĕнчех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ача садне çÿрекенсем хăйĕнпе чăвашла калаçасса шаннă, анчах йăнăшнă. Тăван чĕлхе çинчен аса илтерсен тин кĕтсе илнĕ чăваш сăмахне.

Халăх пĕтмесĕр чĕлхе пĕтмест тетпĕр-ха та, анчах пурнăçра, куратăр-и, ав мĕнле пулса пырать. Мĕншĕн-ши?

- Чăваш чĕлхи предметне ачасем шкулта чиперех вĕренсе пыратчĕç. Виçĕмçул экзамен тыттарма пăрахрĕç те вырăс чĕлхипе танлаштарсан ун çине чалăшрах пăхма тытăнчĕç. Кĕçĕн тата вăтам классенче çакă сисĕнсех каймасть, 9-мĕш класра вара аванах палăрать, - ăнлантарчĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти шкулта ял ачисене 43 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Ивановна Ярадаева.

- Мария Ивановна, сирĕн сăмахăрсене ĕненмесĕр тăма çук. 16 çул шкул коллективне ертсе пырса ачасене туйма хăнăхнă, вĕсем ыран мĕнле пуласса та куратăр ахăртнех. Шкултан тăван чĕлхене тартас мар тесен мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Эпĕ сĕннипех лару-тăрăва улăштараймăн. Анчах, ман шухăшпа, чăваш чĕлхипе экзамен тыттарассине каялла тавăрмаллах.

- Ырри патнех таврăнмалла апла. Ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май чăвашлăха упрамашкăн ялсене те çăлмалла пек туйăнмасть-и сире?

- Тĕрĕс шухăш патне илсе пыратăр. Ялта ача сахал çуралать. Хĕллесерен пушă ларакан çурт чылай. Каçсерен урама уçăлма тухсан пăхатăп та хам пурăнакан урамрах çавнашкалли вунна çитет. Кил хуçисем аякра пурăнаççĕ. Картишре выльăх сасси, çулла пахчара çава сасси илтĕнмесен ялта кичем пек çав.

- Каçарăр та, халĕ ялта ĕлĕкхи пек вутă хутса тертленмелле мар, çурта çутçанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, шыва та пÿртех кĕртеççĕ, такăр çул пур. Ĕç вырăнĕ çукран çынсем хуланалла тараççĕ-и?

- Ялта ĕç çук тесе тепĕр чухне влаçа айăплама тăрăшатпăр. Хамăртан нумай килет. Ав ман ывăл: "Пурăнма пĕлсен ялта та аван", - тет. Хулара аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтерчĕ пулсан та çуралнă вырăнтах юлчĕ, хăй ĕç йĕркелерĕ, халĕ ун патĕнче темиçе çын тăрăшать.

Капла хамăн çемьене мухтанă пек пулса тухрĕ-ха. Тепĕр тĕслĕх: выльăх усракан Осиповсене илер. Урокра ачасене вĕсене ырă тĕслĕх вырăнне илсе паратăп. Ĕмĕр тăршшĕпех ялхуçалăхĕнче, фермăра вăй хунă тетĕп. Выльăх усрасах лайăх пурăнаççĕ. Чаплă çурт лартнă. Ачисем те ялтах. Пĕчĕкрен тарпа пиçнĕ çынсен ачисем пурнăçра тĕрĕс çулпа утаççĕ.

- Хăвăр вĕрентекен ачасенчен яла юлас текенсем тупăнаççĕ-и?

- Çук мар, пур. Сăмахран, ача çуратнăшăн патшалăх амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерме пăрахмасан, ытти социаллă программăсем те малалла "ĕçлесен" шанăç ытларах çирĕпленет. Мăнуксене шутласан эпир çемьере çиччĕн. Мăнуксенчен хăшĕ те пулин ашшĕне пăхса яла юлатех. Астăватăп-ха, эпĕ пĕчĕкрен атте-аннене яла юлатăп тесе калаттăм. Шăллăм хулана килĕштеретĕп тетчĕ. Шухăшласах каланă пулĕ çав - йăлт тÿрре тухрĕ.

- Ял тăрăхĕн депутатĕнче ĕçлесе халăх умĕнче тÿрре тухма пулать-и?

- Çынсемпе ĕçлеме çăмăл мар, анчах тăтăшах тĕл пулса калаçатпăр, ăнлантаратпăр. Тепĕр чухне çапла каçченех вăхăт иртет. "Сана урама кăларса яр çеç, часах çухалан", - теççĕ вара килтисем.

- Калаçнипе кăна çырлахмастăр пулĕ, ахăртнех, йышпа ĕç те тăватăр.

- Ара ĕçне пурнăçлас тесен çĕр шухăшлă çынна пĕр шухăш патне илсе çитермелле-çке. Йышпа кĕперсене, каçăсене çĕнететпĕр, çăлкуçсене тасататпăр. Иртнĕ çул масара типтерлерĕмĕр. Унта ĕçе вĕçлемен-ха, кăçал карта тытасшăн. Ĕç тума укçа пуçтарас тесен ăнланаканни тÿрех пулăшма тăрăшать. Тепри ĕçе туса пĕтерсен тин вăранать пулсан та хăйĕн тÿпине хывма васкать. Яла илем кÿме укçа-тенкĕ нихăçан та ытлашши мар.

- Чăвашлăх упрансан ял пуянран та пуян пулĕччĕ...

- Хăй вăхăтĕнче мероприятисене Шупашкар районне çÿресен тĕлĕнеттĕмччĕ. Ачасем тăхтавсенче вырăсла калаçаççĕ, анчах уроксенче чăвашла тĕрĕс çыраççĕ. Район хула çывăхĕнче вырнаçнăран çапла пулĕ, пирĕн пата унашкалли çитес çук теттĕм. Йăнăшнă. Ялти ачасем çуллахи каникула канма килнĕ хула ачисенчен часах вырăсла калаçма хăнăхаççĕ. Теприн ашшĕ-амăшĕ килте те вырăсла пуплет. Вырăс чĕлхине лайăх пĕлни япăх мар-ха, анчах чăвашла та çапла вĕренесчĕ. Ачасем чăвашла тĕрĕс калаçма, çырма тăрăшмаççĕ теместĕп. Таджикистанран пĕр çемье куçса килчĕ. Вĕсен хĕрĕ шкулта чăваш чĕлхине питĕ тăрăшса вĕренет. Чăваш ачисем ăна ăшшăн йышăннăран-ши таджик хĕрĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Ашшĕ Мускавра ĕçлет, чăвашсене çав тери хисеплет. Тăван çĕршывĕнчен çемьен тухса тарма тивнĕ. Мускава çитсен чăвашсемпе паллашнă та лешсем ăна пулăшнă. Кÿршĕ ялта çемье çурт туянса тĕпленчĕ. Халĕ Мускавра ĕçлекен таджик çакăншăн хăй чăвашсене пулăшма ăнтăлать. Çав тери ĕçчен, лайăх халăх тет вĕсем пирки.

Кун пек чухне чăваш ачи хăй чăваш пулнине манма хăймалла мар.

Ирина Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.