Archive - 3 Авăн, 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

3 Авăн, 2018

«Мархва аппа»

Пурăннă чухне те, каярах та çыравçăсем хисеплесе шăпах çапла чĕннĕ ăна. Трубина Мархви нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Унăн ячĕ чăваш литературинче чи сумлисенчен пĕри. Вăл поэт та, прозаик те, драматург та. Çав вăхăтрах — вĕрентекен.

3 Авăн, 2018

Малтанхи кăтартусем паллă

2018 çулта Чăваш Республикинче куçман пурлăхăн патшалăх кадастр хакне палăртас ĕç-пуç пырать. Малтанхи кăтартусем паллă ĕнтĕ. Çынсем хăйсен пурлăхĕн кадастр хакне ăçта пĕлме пултарни, йăнăш асăрхасан кун пирки епле майпа систермелли тавра «Чăваштехинвентаризаци» ертÿçи Мансур Башкртов каласа парать.
Мансур Зинетуллович, Чăваш Республикинчи куçман пурлăхăн патшалăх кадастр хакне палăртас ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕсем еплерех? Çынсем хăйсен пурлăхĕн хакне ăçта пĕлме пултараççĕ?

3 Авăн, 2018

Тинех…

«Чăваш хĕрарăмĕн» çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухнă 31 /1055/-мĕш номерĕнче «Палăртнине юсаççĕ-ха» статьяра Шупашкарти Ярмăркка урамĕнче çул-йĕр япăхса кайни пирки çырнăччĕ. Çак кунсенче редакцире телефон шăнкăртатрĕ, «Урра!» илтĕнчĕ лини тепĕр вĕçĕнче.

3 Авăн, 2018

Ăнман ачашăн кам айăплă?

Ачана сак урлă выртнă чух хĕнемелле… Çакăн йышши ваттисен сăмахĕ пур чăвашăн. Чăн та, ăна тÿрремĕн ăнланма кирлĕ мар. Ÿсекен ăрăва пĕчĕкренех воспитани памаллине пĕлтерет ку. Çитĕнсе çитнĕ, анчах та аслисене хисеплеме вĕренеймен услапран йĕркеллĕ çын пулмĕ…

3 Авăн, 2018

Сĕт суса мала тухнă

«Çисемĕр апатăра, хăваламалла выляма ĕлкĕретĕр», — уçă сывлăшра кăвакал чĕпписене асăрхакан çулланнă хĕрарăм çунатлăскерсемпе калаçса та илет. Самай ÿссе аталаннăскерсем хыççăн утса ывăнать те пĕр кана хыçлă пукан çине ларса урине кантарать.