- Чăвашла верси
- Русская версия
Малтанхи кăтартусем паллă
2018 çулта Чăваш Республикинче куçман пурлăхăн патшалăх кадастр хакне палăртас ĕç-пуç пырать. Малтанхи кăтартусем паллă ĕнтĕ. Çынсем хăйсен пурлăхĕн кадастр хакне ăçта пĕлме пултарни, йăнăш асăрхасан кун пирки епле майпа систермелли тавра «Чăваштехинвентаризаци» ертÿçи Мансур Башкртов каласа парать.
— Мансур Зинетуллович, Чăваш Республикинчи куçман пурлăхăн патшалăх кадастр хакне палăртас ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕсем еплерех? Çынсем хăйсен пурлăхĕн хакне ăçта пĕлме пултараççĕ?
— 2018 çулта республикăра капиталлă строительство 764 пин обћекчĕпе промышленноç 135 пин ытла лапамĕ çинчи çĕрсен кадастр хакне çирĕплетес ĕç пырать.
Капиталлă строительство обћекчĕсен кадастр хакне республикăра юлашки хутчен 2012 çулта палăртнă, промышленноç тата ытти тĕллевлĕ çĕрсенне — 2013 çулта. Капиталлă строительство обћекчĕсем малтанхи вăхăтрипе ташлаштарсан 158356 чухлĕ ÿснĕ, çĕр лаптăкĕсем — 8547 чухлĕ.
Капиталлă строительство обћекчĕсен кадастр вăтам хакĕ чи нумаййи Хĕрлĕ Чутай районĕнче ÿснĕ, Канаш хулинче — чи пĕчĕкки.
Промышлонноç тата ятарлă тĕллевпе усă куракан çĕрсен хакĕ Çĕнĕ Шупашкарта уйрăмах ÿснĕ. Пăрачкав районĕнче ку кăтарту чи пĕчĕкки.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Росреестрăн сайтĕнче кадастр хаклăхĕсен фондне пичетленĕ. Унпа «Чăваштехинветаризаци» сайтĕнче те паллашма пулать. Ăна кашнийĕшĕнех тĕпчеме ирĕк пур. Пурлăх тĕлĕшпе йăнăш асăрхасан кун пирки систермелле.
Пирĕн республикăра тÿрлетÿсене икĕ тапхăрпа йышăнма çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшĕ утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Халĕ тÿрлетÿсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать.
Унсăр пуçне ««Чăваштехинвентаризаци» сайтĕнче «Налук калькуляторĕ» сервис та вырнаçтарнă. Унпа усă курса хăть те кам та пурлăхĕн налук ставкине пĕлме пултарать.
— Асăрхаттарусене епле пĕлтермелле-ха?
— Асăрхаттарусене отчет пичетленĕ хыççăн 50 кун /авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен/ йышăнаççĕ. Вĕсене «Чăваштехинвентаризацие» Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8 çурт адреспа çыру ярса, 57-03- 07 телефонпа шăнкăравласа, ocenka—kadastr21@ mail.ru адреспа электрон çыру ярса, МФЦ урлă та çитерме пулать.
Асăрхаттарусене çырнă чухне федерацин «Патшалăх кадастр хаклăхĕ» çинчен калакан 237-мĕш саккунне пăхăнмалла. Çавăнпах унта çак пунктсем пулмаллах:
1. Уйрăм çыннăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ /пур тăк/. Юридици организацийĕсен тулли ятне асăнмалла. Çыхăнмалли телефон номерне, электрон адрес /пур пулсан/ пĕлтермелле;
2. Асăрхаттару çыракан пурлăхăн кадастр номерне е вырăнне /адреспа/ уçăмлатмалла;
3. Отчет проекчĕн йăнăшлă страницине палăртмалла.
Асăрхаттарса çырнипе пĕрлех йăнăша уçăмлăн палăртакан хутсем, куçман пурлăха çирĕплетекен декларацисем тăратма юрать.
Ан манăр: ыйтнине тивĕçтермен асăрхаттарусене шута илмеççĕ.
— Кадастр хакне палăртас тытăма саккун шайĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Вĕсен шăнăрĕ мĕнре?
— 2018 çултанпа РФ субћекчĕсем куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртассине çĕнĕ йĕркепе /федерацин 03.07.2016 çулхи 237-мĕш саккунĕ/ пурнăçлама тытăнчĕç. Ĕçлес мел те улшăннă.
Кадастр хакне палăртас тивĕçе халĕ патшалăх учрежденийĕсене шаннă. Чăваш Республики — ĕçе çĕнĕлле ирттерекен регионсен йышĕнче. Малтанах çак ĕçе хака тĕрлĕ аукционта палăртакансем пулнă тăк, халĕ ятарлă çынсем пурнăçлаççĕ.
Кадастр хакне палăртассине хатĕрленес ĕçе кăрлачăн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. Республикăра çак ĕçе «Чăваштехинвентаризаци» 2017 çултах туса ирттернĕ. Специалистсем куçакан пурлăх тытăмĕнчи лару-тăрăва тĕплĕ тишкернĕ.
Куçман пурлăхăн кадастр çĕнĕ хакĕпе 2019 çултан усă курма тытăнасшăн.
Комментари хушас