Комментари хушас

3 Авăн, 2018

Тинех…

«Чăваш хĕрарăмĕн» çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухнă 31 /1055/-мĕш номерĕнче «Палăртнине юсаççĕ-ха» статьяра Шупашкарти Ярмăркка урамĕнче çул-йĕр япăхса кайни пирки çырнăччĕ. Çак кунсенче редакцире телефон шăнкăртатрĕ, «Урра!» илтĕнчĕ лини тепĕр вĕçĕнче. «Тинех», — тесе ăнланмалла-ха ĕнтĕ çакна. Шăтăк-путăкран тинех хăтăлнишĕн савăннине пĕлтереççĕ кунта пурăнакансем. Вырăнти влаç органĕсем çитменлĕхе çийĕнчех пĕтерме ăнтăлнине çирĕплетсе редакцие сăн ÿкерчĕк те ярса пачĕç руле тăтăшах пăркалакансем. Тинех хăватлă техника асăннă урамра та кĕрлет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.