«Мархва аппа»
Пурăннă чухне те, каярах та çыравçăсем хисеплесе шăпах çапла чĕннĕ ăна. Трубина Мархви нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Унăн ячĕ чăваш литературинче чи сумлисенчен пĕри. Вăл поэт та, прозаик те, драматург та. Çав вăхăтрах — вĕрентекен.
«Пирĕнтен, хĕрĕхелле çитнĕ е унтан та иртнĕ çынсенчен, кам ас тумасть пулĕ Трубина Мархвине, хамăр хушăри пек каласан — «Мархва аппана», хамăра валли те, пирĕн ачамăрсем валли те нумай-нумай паха кĕнеке çырса хăварнă çынна? Пурте питĕ лайăх ас тăватпăр ăна, пурте ырăпа асăнатпăр, унăн çав тери кăмăллă, чăннипех те «чĕре патне пыракан» произведенийĕсене паян кун та хаваслансах вулатпăр», — çырнă Леонид Агаков 1958 çулта.
«Паян та хаваслансах вулатпăр» сăмахсем çулсем иртсен те пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Трубина Мархви ятне илтмен, унăн произведенийĕсене вуламан чăваш çуках.
Хĕр çуралнă
Марфа Дмитриевна çуралнăранпа кăçал — 130 çул çитрĕ. Çыравçă 1888 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче /кивĕ стильпе çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче/ Куславкка районне кĕрекен Аслă Куснар ялĕнче çуралнă. Çемье сĕлĕ вырма кайнăран ана пуçĕнчех килнĕ вăл çут тĕнчене. Чухăн хресчен çемйи ывăл кĕтнĕ паллах. Анчах... «Хĕр», — илтĕннĕ амăшĕн хурлăхлă, кăмăлсăр сасси. «Ан йĕр. Турă пÿрменнине илес çук», — тенĕ кил хуçи арăмне те, ачине те хĕрхенсе. «Уншăн мĕн ăша çунтармалли пур? Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть тенĕ ваттисем. Пурнăçра хĕрĕн те хăйĕн вырăнĕ, шăпи-телейĕ пулĕ», — лăплантарнă амăшĕ.
Ÿсерехпе хĕрача хăй те ывăл пулса çуралманшăн ÿкĕннĕ. Кукамăшĕ юптарнă юмаха асра тытса пĕррехинче Мархва та лаша утланса асамат кĕперĕ айĕнчен тухма вĕçтерет.
«Умра, улăх тĕлĕнче, куçа илĕртекен асамат кĕперĕ ытарайми илемлĕ карăнса тăрать. Улăха çеç анмалла, лăп асамат кĕперĕ айĕнче пулатăп. Малтан çул ыраш пуссипе пыратчĕ, кайран çуртри пуссине тухрăм. Асамат кĕперĕ патне хăвăртрах çитес тесе çул çинчен пăрăнса тÿрех çуртри пусси урлă улăхалла чуптартăм. Акă асамат кĕперĕ айне çитсе-çитсе пыратăп, халех унăн айĕнчен тухас пек, анчах эпĕ ун патнелле çывхарнăçемĕн мана илĕртекен япала малалла шăвать… Ах, асамат кĕперĕн илемлĕ сăрĕсем шупкала пуçларĕç, пĕтсе-пĕтсе пычĕç те, кăшт тăрсан çав сăрсен палли те юлмарĕ… Пĕтрĕ манăн арçын ача пуласси! Куççуль шăпăртатса анчĕ», — çырнă вăл «Ача чухнехи» хайлавра.
Шкул пурнăçĕ
Мархва сакăр çула çитсен ашшĕ вилет. Йывăрлăхсене пăхмасăр 1902 çулта хĕрача ялти шкултан вĕренсе тухать. Çулталăкран Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме кĕрет. «Ача чухнехи» повеçренех Иван Яковлевич Мархвана малалла вĕренме хăй чĕнсе хăварнине те пĕлетпĕр.
«Дмитриева Марфа, çак шкултан аван вĕренсе тухсан вĕренме Чĕмпĕре пыр», — тенĕ вăл.
Çурма тăлăха Шупашкар земстви стипенди пама йышăнать. Çулталăкне 50 тенкĕ уйăрнă.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Мархва ултă çул ăс пухать: тăватă çул шкул çумĕнчи хĕр ачасен училищинче, унтан — икĕ çуллăх педагогика курсĕсенче вĕренет.
Шăпах Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче М.Трубина илемлĕ литературăпа кăсăкланма пуçлать. Хăй аса илнĕ тăрăх, малтанах вăл Гоголь, Тургенев, Толстой çырнисемпе киленсе паллашать. Пушкин, Некрасов, Лермонтов поэтсене вара каярах, 1916-1917 çулсенче вĕсен пултарулăхĕпе çывăхрах паллашсан, ăнланма-юратма пуçлать. Пуринчен ытла Кольцов поэзине кăмăллать. Унăн сăвă кĕнекине пĕр эрнере пилĕк хутчен вуласа тухсан хăйĕн те сăвă хайлас ĕмĕт çуралать.
Юрату çинчен…
Ытти нумай автор пекех, пуçламăш тапхăрта М.Трубина та сăвăсем çырать. Литература ĕçне вăл 1904-1905 çулсенче пуçăнни те паллă. 1906-1908 çулсенче çырнă «Елик», «Вилĕм», «Чухăн çын» сăввисем упранса юлнă. Юрату лирикинче хĕрарăм сăвăçсенчен чи малтан палăрнă. Халăх юрри-халапĕ тăрăх çырнă «Елик» «Нарспи» пичетленичченех тĕп героя вăйпа качча панине хирĕç тăрать. «Мана пуян кирлĕ мар — уншăн пулсан ан та пар», — хăйса калать Елик ашшĕне. Каярах М.Трубина «Вутăш хĕрĕ» /1920/ сăвăлла халапра та, «Энтÿçпе Маруç» /1920/ поэмăра та туйăмсен тĕнчине уçса пама тăрăшать. Ку вăхăтра юрату темипе чăваш çыравçисенчен никамах та çырман-ха. Хĕрарăм шăпи те унăн произведенийĕсенчи пĕр пысăк тема пулса тăрать.
Пултарулăх
Хĕрача сочинени çырма кăмăлланине курса И.Яковлев ăна хавхалантарма тăрăшать. Вĕрентекенсем хистенипе ачасем çуллахи кану вăхăтĕнче халăх сă-махлăхĕн тĕслĕхĕсене пуçтараççĕ. Каярах вĕсен сюжечĕсемпе усă курса пĕчĕк калавсем калăплама хăнăхаççĕ. Марфа Дмитриева ытларах юмахсем пухассипе кăсăкланать.
1919 çулта Хусанта «Чăваш юмахĕсем» кĕнеке пичетленсе тухать. Мархва амăшĕ, Прасковья Егоровна, юмах нумай пĕлнĕ. Хĕллесенче, упăшкипе ывăлĕ вăр-ман ĕçне çÿренĕ чух, пĕчĕк хĕрĕсене чылай юмах-халап каласа панă. Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне те, каникул вăхăтĕнче те Марфа Дмитриевна ял çыннисенчен са-хал мар юмах çырса илнĕ.
1920 çулсенче М.Трубина пултарулăхĕ поэзире, прозăра, драматургире палăрать, вăл вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлет.
Ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хурать вăл. «Пукане», «Автан авăтать», «Куян юрри», «Марук чăххи», «Кăсăя» сăввисем ачасене туслă пулма, ĕçе юратма вĕрентнĕ. «Хĕрлĕ галстук», «Ача-пăча сăввисем», «Марине», «Пĕчĕк бригадирсем», «Асăнмалăх, савăнмалăх» кĕнекисенче те тĕп сăнарсем — ачасем. Марфа Дмитриевна çур ĕмĕре яхăн шкулта ĕçлесе вĕсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, ĕмĕчĕсене, туртăмĕсене лайăх пĕлсе çитнĕ. Хайлавĕсенче автор ачасене Тăван çĕршыва юратма, халăхшăн тăрăшма, ĕçчен те ырă кăмăллă, «çулăмлă» патриотсем пулма вĕрентнĕ. Унăн хайлавĕсен çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ чылайăшне шкул хрестоматийĕсене кĕртнĕ. Хĕрарăма чăваш ача-пăча литературин классикĕ тесе хаклани те ахаль мар.
Трубина Мархви — çĕнĕ чăваш прозине аталантарса яраканĕсенчен пĕри, пĕрремĕш хĕрарăм çыравçă. Чăваш прози XIX ĕмĕрте çуралса вăй илет. 1917 çулхи революци хыççăн чăваш литературипе культуришĕн анлăрах çул-йĕр уçăлать.
Çыравçă пултарулăхне хăй пурăннă чухнех пысăк хак панă, ăна чăваш литературин чи сумлă çыравçи тесе палăртнă.
Вĕрентекен Трубина
Учительсем хатĕрлекен Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1909 çулта М.Трубина Шĕнерпуç вулăсĕнчи /хальхи Çĕрпÿ районĕ/ Çырмапуçри земство шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. 1913 çултан пуçласа мĕн çĕре кĕричченех — Куславкка районĕнчи Аслă Куснарти шкулта вăй хурать. Малалла вулас...