Archive - 4 Авăн, 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ
Пушкăрт чăвашĕсем
Ĕç çук, тăван чĕлхе манăçать, юрлама каçхине кăна юрать...
Чăваш ялне эпир вырăнти хастарпа, Чăваш наци культура автономийĕн вĕрентÿ комиссийĕн председателĕпе, право паллă хÿтĕлевçипе, ĕç ветеранĕпе Николай Игнатьевпа кайрăмăр.
Çул кирлех
Çул-йĕр ыйтăвĕ çынсене яланах калаçтарнă. Асфальт сарса хытарнă çулсемпе çыхăнтарнă ялсем, хуçалăхсем хăть те хăçан та ăнăçлăрах аталанса пынă. Тĕслĕхрен, çур акинче кирлĕ çунтармалли, сĕрмелли япаласемпе им-çама ака уйăхĕнче кăна уйăрса паратчĕç те пирĕн пек аякра пурăнакансем çул çуккине пула вĕсене кÿрсе килеймесĕрех тăра-тăра юлатчĕç.
Пурччĕ ал ăсти ялта...
Тахçан кашни ялтах хăйĕн ал ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме пултарнă çынсем пирки паян чуна ыраттарсах иртнĕ вăхăтпа çырма тивет. Чăннипех мĕн кăна ăсталамастчĕç-ши вĕсем?! Чăваш наци музейĕн Йĕпреçри уйрăмĕн картинăсен галерейинче ирттернĕ курава темиçе çул каялла ăнсăртран кĕрсе тухнăччĕ. Районти ал ĕç ăстисен тĕрлĕ япали хушшинче тĕрĕ- эреш, килте тĕртсе тунă кавирсем, кĕпе-тумтир, йывăçран савăт-сапа, хăваран çыхнă карçинккасем, çичĕ пушăт çăпати тата ытти тем те пурччĕ.
Тĕпсĕр хутаç...
«Ыйтакан нумай, паракан сахал» тенĕ халăхра. Алă тăсса пулăшу кĕтекен, чăн та, йышлă. Хула урамĕсенче час-часах курма пулать вĕсене. Чиркÿ умĕнче те тĕмсĕлсех укçа ыйтакана тĕл пулатăн. Сусăр е ваттисем кăна мар, вăй питтисем те Турра кĕлĕ тума килекенсем ырă пулса алла кĕмĕл хурасса шанаççĕ.
Çул урлă çĕр айĕнчен каçмалли вырăн та — ыйтакансен юратнă лапамĕ. Кунашкал çĕре çывхарнă май вак укçа тÿрех хатĕрлеме юрать. /Енчĕке кайран «тустармалла» ан пултăр/.
Ачисен юратăвĕ телейпе савăнăç кÿрет
Шывпуç Чуракассинче мана Сергеевсен килĕ тĕлне лавкка умĕнче тăракансен ушкăнĕ кăтартса ячĕ. Телее, Наталья Николаевна килтехчĕ. Хĕрĕпе Розăпа ывăлĕ Юрий пĕрлехчĕ.
94 çулти кинеми ватлăх кунĕсене мăшăрĕпе Григорий Сергеевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕклесе лартнă йывăç çуртра ирттерет. Пÿрт-çуртпа хуралтăсене самаях кивĕ сăн çапнă, анчах шалта çутă та таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Пÿрте хутса ăшăтма çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.