Чун ыратăвĕ

4 Раштав, 2019

Ăçта меллĕрех?

Паянхи кун ял хуçалăх культурисене мĕнле ÿстермелли çинчен консультаци паракан тĕп специалистсем – агрономсем Раççей ял хуçалăх центрĕнче вăй хунине республикăри аграрисем пĕлеççĕ. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕ тĕпсĕр авăра кĕрсе ÿкрĕ тесессĕн те юрать пулĕ. Декабрь вĕçĕччен администрацинче вырнаçнă пÿлĕмсене пушатма ыйтаççĕ. Специалистсем халĕ пуç ватаççĕ. Малашне мĕн тумалла?

12 Ака, 2018

Çывăх çынсем ăнланмаççĕ

Кун пирки çынна пĕлтерме те лайăх мар, анчах сирĕнтен пулăшу ыйтса çыратăп. Эпĕ атте-аннепе пĕр чĕлхе тупаймастăп. Ăçтан пуçланчĕ-ши çакă? Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ яланах лăпкă пулнă, вĕсемпе нихăçан та хирĕçсе калаçман.

11 Ака, 2018

Ял пушанать

Ака-суха умĕн Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем пухăва пуçтарăнчĕç.
Ку тăрăха 19 ял кĕрет. Шел, юлашки вăхăтра халăх йышĕ чакса пыни сисĕнет. Вунă çул каялла 2500 çынна шута илнĕ пулсан халĕ 1900 юлнă. Мĕншĕн чакса пыратпăр? Тĕп сăлтавĕ — ял хуçалăх организацийĕсем арканнăран халăх ĕçсĕр юлни. Çавăнпа çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Ĕçке ярăнакан та самай. Пĕлтĕр Шĕмшеш тăрăхĕнче 31 çын вилнĕ, 3 пепке çуралнă. «Малашне кун пек хăвăртлăхпа сахалланса пырсан шкулсенче кама вĕрентĕпĕр?» — пăшăрханăвне пытармарĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков.

12 Кăрлач, 2018

Ырă тунине халăх манмĕ

Автобусран анса вăрман витĕр выртакан çулпа васкамасăр утнăçемĕн тăван тавралăх илемĕпе киленсе пытăм. Ватлăх енне сулăннă май пурнăçăн кашни саманчĕ хаклă мар-и?

Pages