Ăçта меллĕрех?

4 Раштав, 2019

Паянхи кун ял хуçалăх культурисене мĕнле ÿстермелли çинчен консультаци паракан тĕп специалистсем – агрономсем Раççей ял хуçалăх центрĕнче вăй хунине республикăри аграрисем пĕлеççĕ. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕ тĕпсĕр авăра кĕрсе ÿкрĕ тесессĕн те юрать пулĕ. Декабрь вĕçĕччен администрацинче вырнаçнă пÿлĕмсене пушатма ыйтаççĕ. Специалистсем халĕ пуç ватаççĕ. Малашне мĕн тумалла? Паянхи кунччен ял хуçалăх предприя-тийĕсен ертÿçисемпе агрономĕсен, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе Комсомольски салинчи администраци çуртне çÿреме хăнăхнăскерсен, ăçта кайма меллĕрех пулĕ-ши? Вăрлăх тĕрĕслеме, ÿсен-тăрансен чир-чĕрĕсем, сăтăрçисем мĕнле аталанса пынине пĕлме Патăрьел е Елчĕк тăрăхне çитмелле-ши? Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шухăшне пĕлес килет. Электронлă майпа та çыру яма пултаратăр: rsc21@mail.ru.

www.hypar.ru

Кăларăма Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.