Комментари хушас

Автобусран анса вăрман витĕр выртакан çулпа васкамасăр утнăçемĕн тăван тавралăх илемĕпе киленсе пытăм. Ватлăх енне сулăннă май пурнăçăн кашни саманчĕ хаклă мар-и?

10-15 çул каялла, кĕрхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче, çак çулпа пынă тăк хаваслă кăмăллă пуласси пирки шухăшламалли те çукчĕ паллах: трактор-машина кăна мар, хамăр та пылчăк çăраттăмăр. Халĕ вара пыр та кур: çулĕ такăр, çăмăл машинăсем хула урамĕнчи евĕр вăшт та вашт иртеççĕ. Черемушки поселокĕнче ирттернĕ çу кунĕсем пирĕншĕн чăн-чăн çăтмах вырăнĕнчех. Асăннă çул çинче пĕчĕк ачаллă амăшĕсем — кÿме тĕксе, ыттисем çуран уçăлса çÿреме юратаççĕ. Ан тĕлĕнĕр, пирĕншĕн театрĕ те, клубĕ те, стадионĕ те — çакăнта, пĕр-пĕринпе курнăçатпăр, чуна уçса калаçатпăр, хыпарсене сÿтсе яватпăр. Килти хуçалăхра çут çанталăк газĕпе усă куратпăр. Çак ырлăха эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕн центрĕнчен аякра, Çĕмĕрлесемпе чикĕленнĕ тăрăхра, пурăнакансем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, халĕ тивĕçлĕ канури Валерий Савинкин çине тăнипе тивĕçрĕмĕр.

Халăх суйланă депутатсенчен кашниех ун пек тăрăшсан мĕн тери аван пулмалла. Тен, пирĕн çивĕч ыйтусене татса памашкăн хальхи депутатсем пулăшĕç? Поселокра электролини юписем çĕрнипе чалăшма тытăннă. Пĕри пÿрт çине ÿкнĕ тĕслĕх те пулнă. Çакнашкал лару-тăрура инкек сиксе тухма та пултарать. Канăçсăрлантаракан тепĕр ыйту çĕрпе çыхăннă: вăрман хуçалăхĕн пурлăхĕ шутланакан лаптăк çинче пурăннă май ăна Атнар ял тăрăхĕн администрацине куçарттарас тетпĕр. Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Кузнецов пирĕн нушана ăнланать, анчах ку ыйтăва хăй тĕллĕн татса параймасть. Ăна çÿлерехри тÿре-шаран, депутатсен пулăшăвĕ кирлĕ. Вĕсен ырă ĕçсем çинчен çырнине район хаçатĕнче вуласа пĕлетпĕр. Тен, вĕсем пире те пулăшма кăмăл тăвĕç? Ырă тунине халăх манмасть-çке.

Л.ИВАНТАЕВА. Хĕрлĕ Чутай районĕ.

РЕДАКЦИРЕН: Л.Ивантаева хаçат редакцине янă çырăва Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн комментарийĕпе пичетлени вырăнлă пуласса ăнланса тата ăна вăраха ямасăр хуравлама ыйтса асăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн ячĕпе иртнĕ çулах электронлă çыру ятăмăр. Хуравне кĕтсе илейменнипе вулакан çырăвне комментарисĕрех пичетлетпĕр. Тен, вăл пичетленсен хурав кĕтсе илейĕпĕр?

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.