Ял пушанать

11 Ака, 2018

Ака-суха умĕн Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем пухăва пуçтарăнчĕç.
Ку тăрăха 19 ял кĕрет. Шел, юлашки вăхăтра халăх йышĕ чакса пыни сисĕнет. Вунă çул каялла 2500 çынна шута илнĕ пулсан халĕ 1900 юлнă. Мĕншĕн чакса пыратпăр? Тĕп сăлтавĕ — ял хуçалăх организацийĕсем арканнăран халăх ĕçсĕр юлни. Çавăнпа çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Ĕçке ярăнакан та самай. Пĕлтĕр Шĕмшеш тăрăхĕнче 31 çын вилнĕ, 3 пепке çуралнă. «Малашне кун пек хăвăртлăхпа сахалланса пырсан шкулсенче кама вĕрентĕпĕр?» — пăшăрханăвне пытармарĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков.
Ял пурнăçне май пур таран лайăхлатма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр Шĕмшешри культура çурчĕн тăррине юсама тытăннă. Çул-йĕр сарма, çĕнетме тăрăшаççĕ-ха, анчах чăрмав тупăнсах тăрать. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри те палăртнине туллин пурнăçлама чăрмантарать. Акă Яккушкăнь ялĕнчи Владимир Ильдер каланă тăрăх, йĕпе-сапара урама техникăпа кĕреймĕн, пылчăк çăрăлать. Мăн Ямашпа Чурпай ялĕсене çыхăнтаракан çула асфальт сарайманни те пăшăрхантарать. Вĕсен хушши те 2 километр çеç. Нивушлĕ программăна кĕме, ăна валли укçа тупма май çук? Пухăва пуçтарăннисем çивĕч ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.