Archive - 18 Авăн, 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

18 Авăн, 2017

Пурнăç — асамат кĕперĕ

Выçăллă-тутăллă пурăннăран тăваттăмĕш класс хыççăнах, вун иккĕ тултарсан, колхоз ферминче ĕçлеме тытăннă вăл. Резина атă пулманран ури йĕпеннĕ те, шăннă та...

Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнчи Евдокия Еремеева — 2-мĕш ушкăн инваличĕ. 83-ри кинемей /1934 çулта çуралнă/ пиллĕкмĕш çул вырăн çинчен тăраймасть, урама тухса çутă тĕнче кураймасть. Ачалăхран пуçланнă хĕн- хурлă пурнăçĕ ĕмĕр тăршшĕ тăсăлса халĕ те асаплантарать ăна.

18 Авăн, 2017

Вăрттăн ĕмĕт

«Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă» тенĕ ваттисем. Кашниех тĕллевпе пурăнатпăр вĕт. Пысăк е пĕчĕк савăнăç патне талпăнатпăр. Ырри çывăхне туртăнатпăр. Ĕмĕтсемпе кăварланатпăр. Тепĕр чухне пĕр тĕллев лартатпăр та ăна пурнăçлас тесе утăм хыççăн утăм тăватпăр — пăтăрмахĕ, йывăрлăхĕ, тумхахĕ витĕр тухатпăр. Республикăри МЧС тытăмĕнче ĕçлекен Елена Васильева та çакăн пек хастарсенчен пĕри.

18 Авăн, 2017

Пылак çырла илĕртет

Кĕркунне çырла тĕмми куçарма вăхăт. Кăçал виктори ăнса пулчĕ, анчах та нумай çĕрчĕ. Питĕ кÿренмелле — çырлапа çăвĕпех ĕçлемелле-çке. Тухăçлă тата тĕрлĕ чир-чĕре парăнман мĕнле сортсем лартсан лайăх-ши?

А.МИХАЙЛОВА.

Элĕк районĕ.

Ыйтăва Шупашкарти Ботаника сачĕн агрономĕ Антонина ВАСИЛЬЕВА хуравлать:

18 Авăн, 2017

Çеçенхир тăрăх, сăрт-ту урлă

Мускавра старт илнĕ Халăхсен хушшинчи "Пурçăн çул-2017" ралли-рейд Китайри Сиань хулине çитиччен тăсăлчĕ. Раççей — Казахстан — Китай маршрутпа йĕркеленĕскерĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 9599 километрпа танлашрĕ.

18 Авăн, 2017

Журналистпа чиновник фантазийĕ пĕр килĕ-и?

Наци республикинче пурăннă тата чăваш хаçатĕнче ĕçленĕ май çак ыйту, паллах, пире яланах хумхантарать — мĕнле сыхласа хăвармалла халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕхне, чĕлхине, йăли-йĕркине, ташши-юррине, тĕрри-сăввине? ЮНЕСКО хăрушă пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн, тĕрĕссипе, ыйтăва çивĕчрех те лартма пулать-ха: чăваш ятне çĕр çинче епле упраса хăвармалла? Тĕнче историйĕнчен çапах та пĕр йĕр хăвармасăр пĕрре те çухалас килмест...