- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрттăн ĕмĕт
«Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă» тенĕ ваттисем. Кашниех тĕллевпе пурăнатпăр вĕт. Пысăк е пĕчĕк савăнăç патне талпăнатпăр. Ырри çывăхне туртăнатпăр. Ĕмĕтсемпе кăварланатпăр. Тепĕр чухне пĕр тĕллев лартатпăр та ăна пурнăçлас тесе утăм хыççăн утăм тăватпăр — пăтăрмахĕ, йывăрлăхĕ, тумхахĕ витĕр тухатпăр. Республикăри МЧС тытăмĕнче ĕçлекен Елена Васильева та çакăн пек хастарсенчен пĕри.
«Тусан пусса выртиччен...»
Елена Анатольевна ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре çуралса ÿснĕ вăл. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. МЧСăн техника 2-мĕш службин канцеляри отрячĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Халĕ Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕн федераци службин 5-мĕш отрядĕнче ĕç сыхлавĕн инженерĕнче вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ĕçтешĕсем те ăна ку таранччен хастар хĕрарăм çакăн пек пĕлнĕ темелле. Паллах, вăл сăпайлине, ăшă кăмăллине, ырă чунлине те сиснĕ. Нумаях пулмасть вара Елена алă ăсти иккенни те палăрнă. Халĕ çакна хĕрарăмăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем кăна мар /вĕсене вăл шăпах хăй ăсталанă парнесемпе савăнтарать/, республикăри нумай çын пĕлет. Кĕтмен çĕртен шăпах çиçĕмле хăвăртлăхпа çуталса иртнĕ вăрттăн ĕмĕт пурнăçланнă — Чăваш тĕррин музейĕнче Елена Васильева ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Хĕрарăм пурнăçĕнче — пĕрремĕш. Çакă мар-и шăпан чăн-чăн парни?
— Картинăсене тĕрлетĕп-ăсталатăп та... курупкана хуратăп. Тăвансене парнелетĕп пулин те пухăнсах пыраççĕ-çке. Килте те пурин валли те вырăн тупăнмасть. Темиçе çул каялла çапла «тусан пусса вырттариччен çак илеме çынсене çеç кăтартасчĕ» текен шухăш пырса кĕчĕ. Таçтан тупăнчĕ те — çаплах çухалчĕ. Кирлĕ çĕре вĕçнĕ-тĕр ку хыпар, — савăнăçĕ шанăçайми иккенне пытармасть ăста.
Алă — тунсăх валли мар
— Атте-анне те, вĕрентекенсем те алă усса ларма хăнăхтарман пире. Çĕлеме, çыхма вĕрентнĕ. Пушă ларма юраман — яланах мĕн те пулин ĕçлемеллеччĕ. «Пирĕн алă тунсăх валли мар» теççĕ вĕт. Аннепе Раиса Валерьевнăпа кукамай Анфиса Михайловна та нихăçан та ахаль ларман, пĕрмай çыхатчĕç-тĕрлетчĕç. Вĕсен те хуçалăхра ĕç нумай пулнă, çапах вăхăт тупнă, — аслисене хисеплесе тĕслĕхе лартать Елена Анатольевна.
Ятарлă кружок таврашне çÿремен хĕр, амăшĕпе кукамăшĕ вĕретнипех тĕрĕ ăсталăхне ăша хывнă. Хăй тĕллĕн аталаннă. Тĕрлĕ журнал тишкернĕ-пăхнă. Ыттисем пекех Турăш умĕнчи ал шăллисем, карăсем илемлетнĕ, сĕтел çиттисене чечеклетнĕ...
— Халĕ, кунашкал шая тухнă хыççăн, пысăкрах та пахалăхлăрах ĕçсем тăвас килет, — ĕмĕтне систерет ăшшăн йăл кулса хĕрарăм. Малалла вулас...
Комментари хушас