Журналистпа чиновник фантазийĕ пĕр килĕ-и?

Наци республикинче пурăннă тата чăваш хаçатĕнче ĕçленĕ май çак ыйту, паллах, пире яланах хумхантарать — мĕнле сыхласа хăвармалла халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕхне, чĕлхине, йăли-йĕркине, ташши-юррине, тĕрри-сăввине? ЮНЕСКО хăрушă пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн, тĕрĕссипе, ыйтăва çивĕчрех те лартма пулать-ха: чăваш ятне çĕр çинче епле упраса хăвармалла? Тĕнче историйĕнчен çапах та пĕр йĕр хăвармасăр пĕрре те çухалас килмест...

Чăвашлăх çинчен калаçнă май нумай чухне çак ыйту та айккинче юлмасть — наци апат-çимĕçĕнчен хăшне пĕлетĕр? Вăт, вулаканăм, эсĕ те манпа пĕрле пÿрне хуçса шутла-ха çакна. Кайрăмăр. Манăн аса чи малтан шăрттан килет. Пĕлместĕп, ытти халăх хатĕрлет-и ăна, анчах кукамай, анне хатĕрленĕ шăрттан тути халĕ те чĕлхе çинчех. Унтан — шÿрпе. Унтан, унтан... Хуран кукли, пĕлĕм, хуплу... Кусемпе никама та тĕлĕнтереймĕн паян. Ĕне ырри... Ăна чăваш апачĕн йышне кĕртме пулать-и? Пушшех те, çиес килнĕ вăхăтра янтăлама çук-çке ăна, ĕне пăруланă хыççăн пĕр вăхăт кăна киленме пулать çак хăйне евĕр апатпа.

Эсир наци апат-çимĕçне шутланă вăхăтра эпĕ сăмаха малалла шутарам-ха. Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра та туризма аталантарсси пирки ытларах та ытларах калаçма пуçларĕç. Усси пур-и? Республика шайĕпе тухса тăракан хаçат хысна енчĕкне шутланă та палăртнă — туризм тупăшĕ 1,5% танлашать... Кăçал пирĕн пата ют тăрăхран курма килнисен шучĕ ÿснĕ пулин те. Хам та тĕнче курса çÿреме юрататăп та, туристсене питĕ лайăх ăнланатăп — инçе çĕрте яланах наци хăйне евĕрлĕхĕ кăсăклантарать. Пирĕн вĕсем валли мĕн пур? Çапла, Шупашкар çултан çул хитреленсе пырать, анăç стандарчĕсене хăвалать, çĕнĕрен çĕкленекен çуртсем тахçанах бетон курупкине аса илтерме пăрахнă. Хула тирпейлĕхĕпе тасалăхне те кашниех асăрхать — сăмах май, Хусан та ку енĕпе çитеймест пире. Пирĕншĕн лайăх-ха ку. Анчах туристшăн пĕрре те кăсăклă мар. Хăйне евĕрлĕх, наци колоричĕ кирлĕ ăна. Вырăнти апат-çимĕçе тутанса пăхасшăн вăл. Калăпăр, Атăл çыранне килсе чарăннă туристсен ушкăнĕ сирĕнтен пулăшу ыйтать — чăваш апат-çимĕçне ăçта тутанса пăхмалла-ши? Ăçталла тĕллесе яратăр эсир вĕсене? Эпĕ, сăмахран, аптранă пулăттăм. Пур-ха вĕсем, халăх /çамрăксем тесен тĕрĕсрех пулĕ/ çÿреме юратакан вырăнсем, кафе-ресторан. Хăтлă унта, хакĕсене те — пĕрре кĕрсе тухма — чăтма пулать. Анчах меню темĕнле халăх апат-çимĕçĕпе те илĕртет, чăвашăнне кăна шыраса тупаймăн унта.

Юрĕ, бозбаш-шаурма таврашĕпе хырăмне улталарĕ тейĕпĕр турист. Тен, шÿрпе те тутанса пăхĕ. Унтан чăвашлăхпа çыхăннă вырăнсемпе кăсăкланĕ. Ăçталла илсе кайăпăр? Аллăмра — ЧР Культура министерствин саккасĕпе кăларнă туристсен картти. Кăсăклансах паллашма пуçларăм унпа. Паллашса пынăçемĕн кăмăл пусăрăнса-пусăрăнса пычĕ. Музей, чиркÿ, палăк, кÿлĕ, çăл куç... “Ним кур¬малли те çук” тени тиркешни пулĕччĕ паллах. Пур, республика тăрăх çула тухсан çитсе киленмелли вырăнсем пур чăваш тăрăхĕнче те. Анчах та — нумай мар. “О, кунта çитсе курмаллах!” — тесе пĕр вырăнта та чарăнмарĕ аллăмри кăранташ. Аптранипе карттăна пухаканпа çыхăнтăм. “Тепĕр хут та кăларма пулать — хушса, пуянлатса, ун чухне пур çырма-çатрана, улăх-çарана кĕртĕпĕр”, — те шÿтлерĕ, те чăнласах çавăрттарса хучĕ вăл.

Ирĕксĕрех ют çĕрсенчи туристсене илĕртекен вырăнсем аса килеççĕ. Калăпăр, Грецире виçĕ тинĕс пĕрлешекен вырăна кунсерен пин-пин турист туртăнать. Мĕн курăнать ĕнтĕ унта — шыв, шыв... Апла, мĕнпе астараççĕ çынсене? Чи кирли, экскурси турĕн ячĕ: “Виçĕ тинĕс пĕрлешекен вырăн”... Мĕнле кайса курмăн? Унтах туристсен картти çинче — “Зевс çурал¬нă çĕр хăвăлĕ”. Грексен тĕп турри Зевс çут тĕнчене килнĕ шăтăкпа епле паллашмăн тата? Чăнласах çуралнă-и унта вăл е çук-и — ку урăх ыйту. Юрĕ, грексен мифологийĕ пуян тейĕпĕр. Доминикана Республикин историйĕнче вара кăсăкли мĕн пур? Малтан испансем, унтан французсем, каярахпа американсем вырăнти халăхăн 90% пĕтернĕ. Тĕп хулара Санто-Домингора авалхи вырăнсемпе паллашнă май каллех çĕр хăвăлне анатпăр. Паллах, нимĕнле историйĕ те çук унăн. Нимĕнле Турă та çуралман унта. Анчах та вăт укçа тума пĕлеççĕ вырăнтисем, нимĕн те калаймăн. Хула çыннисем ăнсăртран çĕр хăвăлĕ тупнă. Малтан унта ушкăнăн-ушкăнăн “уикенд” тума çÿренĕ. Каярахпа хула влаçĕ вырăнтисене унта эрех ĕçмешкĕн çÿреме чарнă. Хăтлăлатнă та туристсене илĕртме пуçланă. Çĕр хăвăлĕнче вырнаçнă кÿлĕсем... асамлă иккен. Пĕри пуйма, тепри... хĕсĕр арăмсене ача çуратма пулăшать. Мĕн тетĕр? Туристсем йăтăнаççĕ кăна! Хĕрарăмсем “ача çуратма пулăшакан” кÿлĕре аллисене, пичĕсене йĕпетеççĕ. Сых ятне тесе эпĕ те кÿлĕ хĕррине анса шыва перĕ¬нмесĕр чăтаймарăм...

Вулакан мана хирĕçлеме те пăхать-тĕр — пирĕн çĕр хăвăлĕсем те, сăрт-ту та, пушшех — тинĕс те çук. Калăр-ха, фантазие ирĕке яма, çукран пур тума кам чарать пире? Пĕрремĕшĕ, халăхăмăрăн утса тухнă кун-çулĕ мĕн тери пуян! Иккĕмĕшĕ, хамăрăн мифологи пур — Улăп тăвĕсем кăсăклă пулмĕç-ши вара туристшăн? Виççĕмĕшне, тăваттăмĕшне те шутласа кайма пулать. Нумаях пулмасть кÿлмек хĕрринчен юхан шывăн юсаса çĕнетнĕ вырăнĕсене çитсе куртăмăр. Чăнах та, хула администрацийĕ Шупашкарта пурăнакансемшĕн тăрăшни куç кĕрет. Анчах та — хăнисемшĕн мар. Наци колоритне мар, чăвашлăхпа çыхăннă эрешсене те металл картара аран шыраса тупрăм. Çав вăхăтрах çак вырăнта мĕн таран пуян рельеф! Унпа питĕ аван усă курма пулать. Чăнкă çыранра, калăпăр, мĕншĕн авалхи хулана “чĕртсе” тăратмалла мар? Пушшех те — шыв хĕрринчех вăл. Хамăрăн крепоç та пулнă вĕт пирĕн. Çапла, Атăл шайне хăпартнине пула хулан авалхи вырăнĕсем шыв айне кайнă, сыхланса юлман. Анчах мĕншĕн ăна “иккĕмĕш пурнăç” памалла мар? Пуçа кăштах çĕмĕрсен, аваллăха тĕпчесен çавăн пек вырăн янтăлама пулать — Атăл тăрăх ишсе хăпаракан-анакан пĕр теплоход та чарăнмасăр иртсе каяймĕ. Малалла вулас...

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.