Комментари хушас

4 Авăн, 2017

Ачисен юратăвĕ телейпе савăнăç кÿрет

Шывпуç Чуракассинче мана Сергеевсен килĕ тĕлне лавкка умĕнче тăракансен ушкăнĕ кăтартса ячĕ. Телее, Наталья Николаевна килтехчĕ. Хĕрĕпе Розăпа ывăлĕ Юрий пĕрлехчĕ.

94 çулти кинеми ватлăх кунĕсене мăшăрĕпе Григорий Сергеевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕклесе лартнă йывăç çуртра ирттерет. Пÿрт-çуртпа хуралтăсене самаях кивĕ сăн çапнă, анчах шалта çутă та таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Пÿрте хутса ăшăтма çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.

Наталья Николаевна çулĕсене пăхмасăр темĕн те пĕлет, нумайăшне паян та ас тăвать. Тăванĕсем пирки сăмах пуçарсан питех те ăшă сăмахсем тупăнчĕç.

— Атте Николай Алексеев 1901 çулта çуралнă. Халайпуç шкулĕнче /халĕ Çĕньял/ 4 класс вĕреннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхра та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелеме тытăннă, атте унта чи малтан кĕрекенсенчен пĕри пулнă. Пултаруллăскерне вырăнти «Правда» колхоз председательне суйланă. Аннене Степанида Макарова тесе чĕннĕ. Хаклă çыннăм 1902 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ялти шкулта вулама- çырма вĕреннĕ, ĕмĕрне «Правда» хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ.

/Каярах ашшĕн кун-çулĕ Канашри вакунсем юсакан заводпа çыхăннă. Кунта цех пуçлăхĕнче тăрăшнă вăл. 1941 çулта вăрçă пуçланать. Хаяр тапхăрта завод та фронт валли хĕç-пăшал туса кăларнă. Николай Алексеевича малтан бронь параççĕ, 1943 çулта фронта кайма повестка тыттараççĕ. Пĕр хаяр çапăçура хыпарсăр çухалать вăл/.

— Шывпуç Чуракасси шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ хыççăн малалла каяс, чун кăмăллакан професси илес килетчĕ, — сăмахне тăсать тыл ветеранĕ. — Çапла аттепе Ленинграда çул тытрăм. Укçи-тенки çитмест, çăкăрĕ сахал, Нева çинчи хулара тата пурăнмалли çук — каялла таврăнма тиврĕ. Хаклă çыннăм Канашри вакунсем юсакан завода ĕçе вырнаçма сĕнчĕ. 1939 çулта токаре илчĕç. Ĕçе питех те юрататтăм. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр буханка çăкăр илес тесе нормăна 200 процент таран тултарма тивнĕ. Ăна тивĕçлипе пурнăçланă эпир. Çăкăрне вара пĕрре ларса çисе яраттăмăр.

Техника тĕрĕслевĕн пайне Украина хĕрарăмĕ Мотя Кергеза ертсе пыратчĕ. Вĕсен тăрăхĕнче хаяр çапăçусем пынă май унтан чылайăн куçса килнĕччĕ вĕсем, Канашри заводра вăй хуратчĕç. Килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Сăн ÿкерчĕк Хисеп хăми çинчен кайма пĕлмен тесен те йăнăш мар. Çын патĕнче хваттерте пурăнаттăмăр. Атте фронта кайсан вара общежитие куçрăм. Производствăра çăпата чăтмастчĕ, анне пасартан салтак атти туянса пачĕ. Шартлама сивĕре кăçатă тăхăннă, — аса илет кинеми.

Ултă çул — 1945 çулхи чÿк уйăхĕччен — çак заводра вăй хурать Наталья. Çав çулхи кĕркунне фрон-тран кăкăр тулли наградăпа ял каччи Григорий Сергеев таврăнать. Сержант вăрçăра танкист пулса çапăçнă. Икĕ çамрăк чĕре пĕр тĕвве тĕвĕленсе Шупуç Чуракассинче пурăнма палăртать.

Мирлĕ вăхăтра кил хуçи автомашина çÿретет. Ку енĕпе чăн-чăн ăста пулнă вăл, ĕçне питех те аван пĕлнĕ, хăйне çирĕплетсе панă техникăна яланах юсавлă тытнă. «Тимĕр учĕ» кирек хăçан та çула тухма хатĕр тăнă унăн. Хуçалăхри чи пултаруллă водительсен йышне кĕнĕ Григорий Сергеевич. 83 çула çитиччен пурăннă. Наталья Сергеева вара ял хуçалăх ĕçĕпех ватăлнă. Бригадир хушнă кирек епле ĕçрен те юлман. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă Сергеевсем. Пус çумне пус хушса çемье бюджетне ÿстернĕ, пÿрт-çурт çĕклесе лартнă.

— Чăн-чăн çынччĕ мăшăрăм, — тет паян кинеми. — Чĕлĕм ют пулнă уншăн, эрех-сăрапа иртĕхмен, ман çине нихăçан та алă çĕклесе курман, çынлăх малти вырăнта пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.