Ачисен юратăвĕ телейпе савăнăç кÿрет
Шывпуç Чуракассинче мана Сергеевсен килĕ тĕлне лавкка умĕнче тăракансен ушкăнĕ кăтартса ячĕ. Телее, Наталья Николаевна килтехчĕ. Хĕрĕпе Розăпа ывăлĕ Юрий пĕрлехчĕ.
94 çулти кинеми ватлăх кунĕсене мăшăрĕпе Григорий Сергеевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕклесе лартнă йывăç çуртра ирттерет. Пÿрт-çуртпа хуралтăсене самаях кивĕ сăн çапнă, анчах шалта çутă та таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Пÿрте хутса ăшăтма çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.