Йывăрлăхсене парăнмасăр аталанатпăр
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Хыпар» хаçата пуçласа интервью пачĕ. Агропромышленноç комплексĕн çăлăнăçĕ мĕнре, пая кĕрсе çурт çавăракансен ыйтăвĕсене мĕнле татса параççĕ, хĕвел модулĕсем туса кăларакан завода хăçан хута ярĕç, вĕренÿпе культура - çаксем тата ытти çинчен малалла вулăр.




Республикăри вĕренÿ тытăмĕн 9 уйăхри аталанăвĕ пирки коллегире уççăн калаçас тени ăнсăртран мар: бюджета йышăннă чухне шăпах ведомствăн çак тапхăрĕнчи ĕç-хĕлне пăхса тухаççĕ. Пĕтĕмлетÿсем тума вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа хатĕрлесе çитернĕ документсем те май параççĕ. Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерстви коллегин анлă ларăвне ирттерчĕ, унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Çирĕпленнĕ каларăша тĕпе хурсан - полицин участок уполномоченнăйне кашниех сăнран пĕлме тивĕç. Çынсем паллаççĕ-и ăна? Çакна уçăмлатас тата çак тытăмра вăй хуракансен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе полици ĕçченĕпе кун ирттерме шухăш тытрăм.
Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ял тăрăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Шел, территорири ялсем пĕр-пĕринчен аяккарах вырнаçнă тата унта пурăнакансен йышĕ сахал.
Тăвай енре - вунă ял тăрăхĕ, 16011 çын пурăнать. Ентешсенчен ытларахăшĕ çĕр ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсем 16,7 пин тонна тырă, 3,2 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран - 15,6, çĕр улми 115,9 центнер тухăç панă. Кĕрхисене 2810 гектар акса хăварнă, 3910 гектар çĕртме тунă.
Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче кире пуканĕ йăтассипе Раççейри студентсен чемпионачĕ иртнĕ. Помост çине 31 аслă шкулти 200 ытла атлет тухнă. Малти виçĕ вырăна Омскри физкультура, Томскри патшалăх тата Рыбинскри авиаципе технологи университечĕсен командисем йышăннă. Тăваттăмĕш вырăнта - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем.





