Комментари хушас

Юлашки уйăхсенче ваккăн сутакан чăх çăмарти хакланни пирки пурте калаçаççĕ. «Хакне пирĕн ялти лавккара кăна хăпартнă-ши е республикипех ÿстернĕ-ши?» - кăсăкланаççĕ çынсем.

Потребительсем туянакан çăмарта хакĕ мĕнлерех улшăннине пĕлме малтан Чăвашстатăн 2012 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар-ха. Вунă çăмартана кăрлач уйăхĕнче вăтамран - 40 тенкĕлле, нарăсра - 39, пушпа акара - 43-шер, çу уйăхĕнче - 31, çĕртмере - 29, утă уйăхĕнче 28 тенкĕлле туяннă. Продукци çу варричченех йÿнелнĕ. Çурла уйăхĕнчен хакланма тытăннă: 29 тенкĕ. Юпа - 35, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ - 36, раштав, 10 - 40 тенкĕ.

Танлаштарма кăçалхи хака илер. Вунă çăмартана кăрлачра - 41, нарăспа пушра - 40-шер, акапа çу уйăхĕсенче - 43 тата 37, çĕртмепе утă уйăхĕсенче 31 тенкĕлле сутнă. Хак кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та чакнă. Çĕнĕ тырă пÿлмене кĕриччен вăл çуллен анать. Анчах çулла çăмарта пĕлтĕрхи пекех йÿнелмен. Çурла уйăхĕнче /36 тенкĕ/ хакланма тытăннă. Кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче 41 тенкĕлле сутнă. Юпа, 7 - 43, юпа, 14 - 46, юпа, 21 - 48, юпа, 28 - 51, чÿк, 5 - 53 тенкĕ. Кăçал хак пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнчипе танлаштарсан 51 % ÿснĕ.

Районсенче вăл юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне еплерех пулнă-ха? Элĕк - 45,2, Улатăр - 53,35, Патăрьел - 43,5, Вăрнар - 50,26, Йĕпреç - 48 тенкĕ. Канаш /46,5/, Куславкка /49,86/, Комсомольски /52/, Красноармейски /51/, Хĕрлĕ Чутай /52,2 тенкĕ/ районĕсенче хака ÿстерес енĕпе вĕсенчен юлмаççĕ. Муркашсен чи йÿнни - 39,4. Чăх-чĕп фабрики çывăхра пулнăран-тăр. Шупашкар районĕнче те ыттисенчен йÿнĕрех - 40,6 тенкĕ. Сĕнтĕрвăрри - 50,43, Пăрачкав - 47,38, Вăрмар - 44,5, Çĕрпÿ - 45,25, Шăмăршă - 47,58, Çĕмĕрле - 46, Етĕрне - 47, Елчĕк - 48,4 тенкĕ. Чăвашстат çав кун республикипе вăтам хак 51,28 тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ.

Тĕп хула администрацийĕ потребительсем туянакан çăмарта хакĕ чÿк уйăхĕн 4-11-мĕшĕсенче мĕнле улшăннине пĕтĕмлетнĕ. Тĕрĕслевçĕсем Шупашкарти 16 суту-илÿ вырăнĕнче пулнă, кашни çăмартана вăтамран 5,11 тенкĕлле сутнине палăртнă. Çав эрнерех «SPAR» - 6,2, «Новый век» /Мускав пр., 38/ - 5,89, «Каравай» /Шумилов ур., 16/ - 5,8, «Смак» /Гагарин ур., 23/ - 5,85, «Перекресток» /Ленинград ур., 22/ 5,7 тенкĕлле ярăнтарнă.

Тавар туянакансем: «Кăçал çăмарта мĕншĕн пĕлтĕрхинчен чылай хаклăрах?» - теççĕ. Ыйтăва Муркашри, Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçри, Çĕнĕ Тутаркассинчи тата Лапсарти, Канашри, Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикисен директорĕсене парас килчĕ. Хуравлама «Хыпар» хăйĕн страницисенче ятарласа вырăн уйăрĕ. Шел, вĕсемпе телефонпа çыхăнасси пулмарĕ. Йышăну пÿлĕмĕсенчен директорсем яланхи пекех журналистпа калаçма ерçейменнине пĕлтерчĕç. Юрать-ха, республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Николай Якимов сăлтавне çапла ăнлантарса пачĕ:

- Фабрикăсем чăх-чĕпе тăрантарма тутлăлантарнă хутăш апат, тырă нумай туянаççĕ. Вĕсем авăн уйăхĕнчен пуçласах хакланаççĕ. Çитес уйăхсенче тыр-пул хакĕ хăпарсах пырĕ. Фабрикăсене апат туянма укçа вун-вун миллион тенкĕ кирлĕ. Электроэнерги, газ татах хакланчĕ. Предприятисен вĕсемшĕн кашни уйăхра темиçе миллион тенкĕ тÿлемелле. Кĕскен, производствăри тăкак питĕ пысăк. Çавăнпа фабрикăсем продукцие хаклатрĕç. Çăмарта туса илнипе çыхăннă мĕн пур тăкака саплаштармалла-çке. Тăкаклă ĕçлеме юрамасть. Аграрисен пурин те тупăш илме тăрăшмалла. Фабрикăсем тырă, энерги хакланнине кура йывăрлăха лекес мар тесе сутлăха яракан çăмартана хаклатрĕç.

Паллах, газпа электроэнерги хакланни суту-илÿ организацийĕсене те пырса тиврĕ. Вĕсем те тăкака саплаштармасăр тытăнса тăраймаççĕ. Иртнĕ уйăхсенче çăмарта хакне вĕсем те хăпартрĕç. Муркаш районĕнчи кайăк-кĕшĕк фабрикинчен пĕлтернĕ тăрăх - Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ авăн-чÿк уйăхĕсенче çак предприяти сутлăха ăсатакан çăмарта хакне еплерех ÿстернине тишкерме тытăннă. Çавăн пекех вăл республикăри ытти фабрика хака саккунра палăртнинчен ытларах ÿстернине палăртас тĕллевпе тĕрĕслев йĕркелет.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.